Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Богатовпа хаçат редакцийĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Кĕçех пӳлĕме яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа çӳрекен Александр Михайлович кĕрсе тăчĕ. Мĕнрен пуçлатпăр тенине хирĕç: «Хăвăр çинчен каласа параймăр-ши?»-терĕм.
 
— Капла мар, тăванăм, - терĕ вăл çирĕппĕн. - Кунтикав ялĕ çĕр çул тултарать. Ку вăл пĕр ĕмĕр. Çавăнпа та паянхи калаçу ман тăван ял тата ун çыннисем çинчен пултăр. Мĕнрен пуçлăпăр?
— Кĕнекĕр еплерех çырăннине каласа парăр-ха. Вăл «Кундюковка – село в степной долине» ятлă вĕт.
— Ял никĕсленнĕренпе 90 çул çитсе пыратчĕ. Шкул директорĕ Николай Казаков сăмах майĕпе, тен, кĕнеке çыратăн, вăл ентешсем валли пит аван парне пулĕччĕ терĕ. Вăт çакăнтан веçех пуçланчĕ те. Эп килĕшмессе пултарайман, мĕншĕн тесен ял çыннисем умĕнче ĕмĕрех парăмра. Икĕ çул архивра лартăм. Кашни шăматкунпа вырсарникун историе çаврăннă хаклă документсем упранакан храм алăкĕсем уçăласса кĕтеттĕм. Ун ĕçченĕ, юлташсем, киле кайма вăхăт çитрĕ, ĕç кунĕ вĕçленчĕ тесе пĕлтерсен анчах киле каяттăм. Архив ĕçĕ мĕн иккене çырса кăтартма тĕллев çук паллах. Пĕр япала пирки çеç калатăп – кирлĕ хут таткине тупиччен малтан çĕршер, пиншер страница уçса хупас пулать. Архиври ĕçпе пулăра ларасси те, картла вылясси те, туспа вăхăт ирттересси те танлашаймасть. Хутсемпе ăшталаннă чухне ăру пуçаракансемпе, мăн асаттесемпе тĕл пулатăн, калаçатăн вĕсемпе, куç умне вĕсен сăнарĕсене кăларса тăрататăн. Киле кайма тухнă-тухман çĕнĕ тĕлпулу пирки ĕмĕтленме пуçлатăн.
70 çул хушши тухса тăнă «Коллективлă ĕç» район хаçачĕн пур номерне те пăхса тухмалла пулчĕ. Кун çумне тата ентешĕмсемпе, уйрăмах шурсухалсемпе, калаçнине хушрăм. Вĕсен пуплевĕ чĕрĕ çăлкуç евĕр – пурне те пĕлеççĕ, астăваççĕ вĕсем. Çапла майпа тунин калăпăшĕ еплерех пулнине пурте ăнланма тивĕç. Ĕçне кура – хисепĕ тенĕ ватăсем. Эпĕ ял çыннисем валли клуб та, чиркӳ те лартаймастăп-çке. Ман мĕнпур пуянлăх – кĕнекесем.
— Кĕнекере уйрăм авторсем хатĕрленĕ очерксемпе статьясем сахал мар.
— Тĕрĕсех. Ку авторсене пурне те ятарлă ĕç хушнă. Вĕсем чыслă-сумлă çынсем. Çавăнпа ентешĕмĕрсен аса илĕвĕсем кĕнекене çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕç.
— Ял историйĕнче пулнă хăш ĕçсемпе пулăмсем сирĕн кăмăлăра хускатрĕç?
— Унашкал паллă ĕçсем пур. Вĕсем ял мухтавĕпе мăнаçлăхĕ шутланаççĕ. И.Я.Яковлев алă пусса çирĕплетнĕ документ пур. 1916 çулта вăл земствăна училищĕре вĕренекен чи пултаруллă студентсен стипендине ӳстерме ыйтса çырать. Ыйту-тархаслу çумне вĕренекенсен списокне – хушамачĕсене, вĕсем ăçта пурăннине – хушать. Ку йышра 25 студент. Вĕсенчен 10-шĕ Кунтикав ялĕнчен пĕлӳ пухма килнĕ пулнă. Пĕлместĕп, тата мĕнле ял-сала хăйĕн историйĕнчи кун пек чаплă страниципе мухтанма пултарать.
Манра мăнаçлăх çуратнă иккĕмĕш пулăм – ял депутачĕсене фронта ăсатни. Ĕçтăвком ларăвĕ пырать. Протокол çыраççĕ. Депутатсене фронта тухса кайнă тесе шутламалла теççĕ. Çав самантра ĕçтăвком членĕсенчен пĕри сиксе тăрать те тухса кайнă тесе мар, вăхăтлăха тухса кайнă тесе çырма сĕнет тет. Çак сăмахра — мĕн тери ырату тата ял-йыш совет халăхĕ синкерлĕ вăрçăра çĕнтерессе, пур ентешсем те фронтран сывă таврăнасса шанни пытарăннă.
— Енчен те ентешĕрсем çинчен калаçма пуçларăр пулсан, эппин, эсир кунтикавсен кăмăл-туйăм уйрăмлăхĕсене те асăнса хăваратăр.
— Тăрăшса пăхăп. Анчах та ку ман харпăр шухăшлав. Пĕрремĕш уйрăмлăхĕ – пĕтĕм чăваш халăхне пырса тивекен ĕçченлĕх. Иккĕмĕшĕ сирте хирĕçлев туйăмне çуратма пултарать паллах. Ку вăл – амбицилĕх е мăнкăмăллăх, пысăк вырăна тĕллени.
— Ку начар ен вĕт!
— Сирĕнпе килĕшме пултараймастăп. Пĕрремĕ-шĕнчен, амбици – умне лартнă тĕллев патне туртăнни. Ку чухне çын мĕнпур вăйне-халне пухать те ăна шухăшланине пурнăçланă çĕре ярать. Çакă пур çынна та пырса тивет, анчах ытларах политиксенче палăрать. Пирĕн ентешсене илес пулсан вара ку уйрăмлăх коллективлă хуçалăхсем вăй илнĕ тапхăрта сăнарланнă. Куна район хаçатĕнчен илнĕ хыпарсемпе çирĕплететĕп. «Воля» хуçалăх çулран-çул ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе пуринчен малта пыма тăрăшнă. Уйрăмах тырă хатĕрлес ĕçре плансене тултарнă чухне. Вăл вăхăтра çĕнтерӳçĕсене ялав паман, анчах та хаçат страницисенче куллен илемлĕ тĕрленчĕксем пичетленĕ. «Воля» колхоз пĕрре те виççĕмĕш вырăнтан аяларах анман. Çакă уйрăмах Аслă вăрçă вăхăчĕшĕн кăтартуллă пулнă. Элеватора лавĕ-лавĕпе тырă ăсатнă. «Пĕтĕмпех – фронтшăн, пĕтĕмпех – Çĕнтерӳшĕн!» лозунгсăр çула тухман. Ку патриотла туйăмсене уççăн кăтартни.
— Ентешĕрсем сирĕн кĕнекĕре епле йышăнчĕç?
— Пĕлейместĕп. Критиклесе каланă самантсем пĕрре анчах мар пулнине кăна пĕлетĕп. Çапах та çакă кĕнеке хăтлавне ирттерме чăрмантармарĕ. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче пухăнтăмăр. Унта кĕнекене пичетлеме укçа панă хисеплĕ çын Анатолий Еленкин та пурччĕ. Вăл та кун пек кĕнекере пĕр йăнăшсăр май çукки пирки каларĕ. «Çакăн пек пысăк ĕç кун çути курнă хыççăн хуть те хăçан та тĕрлĕ сăлтава пула кӳренекенсем сахал мар пулаççĕ, пĕтĕмĕшле илсен вара кĕнеке питĕ кирлĕ. Кăларăм çамрăк ăру валли асăнмалăх юлать»,-палăртнăччĕ Анатолий Георгиевич.
— Сирĕн ял историйĕпе тӳрремĕнех çыхăннă кĕнекесем тата пур. Вĕсем ман сĕтел çинчех – «Белая бабочка», «Журавлиное озеро», «Война дышала нам в лицо». Кашниех сирĕн династи çинчен-и? Мĕншĕн çапларах сăнарлă ятсем патăр çĕнĕ кăларăмсене?
— Ку кĕнекесем пирĕн йăх-ăру çинчен анчах мар. Вĕсенче ентешĕмĕрсен сăнарĕсем – çĕр ята яхăн — уççăнах курăнаççĕ. Шухăшласа, илемлетсе хайланă самантсем пур пулсан та вĕсем чăн пулăмсем çинче никĕсленеççĕ. Тĕслĕхрен, ĕçтăвкомсен протоколĕсене вуланă май кăсăк йышăнупа паллашма тӳр килчĕ. Çывăх вăхăтрах хуçалăхри тăхăр вăкăра хĕл каçма вĕрентмелле тенĕ унта. Ĕç ак мĕн пирки пырать. Аслă вăрçăн малтанхи çулĕсенче хуçалăхри чи аван лашасене фронта ăсатнă. Çитменнине, пĕр çулхине утсем вун çичĕ пуç вилнĕ. Сухаламалла, акмалла, Ташлари вăрмансене вутта каймалла. Эп малтан та вăкăрсене вĕрентес ĕçе вун пилĕк çулхи пикесене явăçтарнă тенине илтнĕччĕ. Шел, ячĕсене маннăччĕ. Çапла майпа пĕр пулса иртнĕ ĕç шутласа тупрăм. Пĕтĕмĕшле илсен, хĕр-пикесен пурнăçĕнче кулăшла самантсем те, хуйхă-суйхăллисем те сахал мар пулнă. Вĕсене ушкăнăн-ушкăнăн ФЗОна (фабрикăпа завод вĕрентĕвĕ), унтан çав заводсене нумай янă. Çамрăкскерсем çине тăрсах каяс темен, йĕнĕ, пытаннă. Анчах та пĕр япалана влаçрисем шута илнĕ – качча кайсан юта илсе каймаллисен списокне кĕртмен. Пĕр тапхăрта – аякра çĕршыв тĕп хулишĕн хаяр çапăçусем пынă, пирĕн ялта туйсем кĕрленĕ.
Ячĕсене илес пулсан çакна калатăп: шурă лĕпĕш — канăçсăрлăх палли. Шухăшĕ вара хамăн. Пĕрремĕш хут асаттен алли çине лĕпĕш вăл çĕр çинче ĕçлесе ывăннă хыççăн канма выртсан пырса ларнă. Çак ĕç Мария хĕрĕ урăх тĕне ĕненекен савнийĕпе çичĕ юта тарса кайиччен пулса иртнĕ. Иккĕмĕш хут лĕпĕш вĕçсе килсе асаттен хулĕ çине вĕсем ял пухăвне кайма тухсан ларнă – Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă.
Тăрна кӳлли — ял биографийĕн пăртак манăçма пуçланă страници. Кунашкал кӳлĕ ял территорийĕнче пулнă. «Белая бабочка» ятлă кĕнекерех Кашаран Кунтикава куçакан пирвайхи чăвашсем пĕрремĕш каçне кӳлĕ хĕрринче кăвайт умĕнче ирттернĕ, шурă тăрнасем шывра чӳхеннине курса киленнĕ тесе çырнăччĕ. Тăрна ялшăн хăйнеевĕр паллă пулса тăнă. Ахальтен мар ял гербĕ çинче те вăл тĕп вырăн йышăнать. Тăрнасемпе ман сăввăмсем те тачă çыхăннă.
«Война дышала нам в лицо» кĕнеке ячĕ ятарлă ăнлантарусемсĕрех шалта мĕн çинчен çырнине уçса парать. Пирĕн ял фронт ярăмĕнчен инçе вырнаçнă пулин те ун вăркăшне эпир яланах туйнă. Окоп эпопеи хăй мĕне тăрать. Аслă вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех 34 ентеш çапăçу хирĕнче выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă, 1942 çулта – 44, 1943 çулта – 32, 1944 –19, вăрçăн юлашки çулĕнче – 5. Çапах та кĕнеке вăл – тăван ене таврăнман паттăрсене çеç асра тытни мар. Чылай ман ентеш килне çĕнтерӳпе, кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Ĕç фронтĕнче вĕсем çĕнĕ паттăрла утăмсем тунă – яла çĕкленĕ. Вăхăт пĕр шелсĕр малалла ыткăнать – паян Çĕнтерӳ кунĕсене вăрçă ветеранĕсемсĕр уявлама пуçларăмăр. Ял тăлăха тăрса юлчĕ тейĕн. Анчах та вĕсенчен пĕри — Кунтикав çынни сывă, вăл сăпайлăн, ытлашши курнăçмасăр Ульяновскра пурăнать. Ку вăл Николай Сергеевич Романов. Вăрçă ветеранĕ. Орденсен кавалерĕ. Ветеран хаваспах хăйĕн ачалăхĕпе шкул çулĕсем, кун-çулĕнче сиксе тухнă тĕрĕслевсем çинчен ăшă асаилӳсем çырса пачĕ. Пĕлтĕр вăл 91 çул тултарнă. Çапах та вăй-хăват пуррине туять-ха, яланах ырă кăмăл-туйăмпа çӳрет, ял юбилейне йыхрав ярасса кĕтет.
— Аслă вăрçă çинчен çырнă кĕнекере мана Василий Иванович Богатов шăпи кулянтарчĕ. Нивушлĕ çакăн пек шăпаллă çынсем пулнах?
— Маншăн хамшăн та тепĕр чух ку халап пек туйăнать. Вăл сывă юлма пултарасси ман пуçран нихăçан та тухас çук. Тĕлĕнмелле, анчах та ял тăрăх çӳресе çын шăпи еплерех пулассине калакан мучи çинчен эпĕ ку кĕнекере çыриччен тахçан маларах хайласа кăтартнăччĕ. Урăхла каласан Ваçлей пичче сывă иккенне пĕличчен самай маларах. Маншăн вăл ун чухне те ырă-сывă çӳренĕ пек туйăнатчĕ. Кăмăл-туйăм хыпарсăр çухалнă тенипе çыхăннă пуль. Тăванăм вилменнине хам тĕллĕн тĕпчесе пĕлме пултартăм. Ăна чĕррисен списокĕнчен туртса хунă хыççăн вăл тата çулталăк çурă тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăйлă аманса 1943 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче хирти лазаретра вилнĕ.
— Çĕртмен (июнь) 16-мĕшĕнче сирĕн ял хăйĕн юбилейне паллă тăвĕ. Кунтикавсен маларахри чаплă юбилейĕсем пирки те эпир нумай илтнĕ, хаçатра та çырнă.
— Пĕрремĕш юбилейне 1983 çулта паллă тунăччĕ. Унăн пуçаруçи тата йĕркелӳçи Алексей Прохорович Богатов пулнă. Ентешĕмсем çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те килсе çитнĕччĕ. Вĕсене пурне те асăнма май та çук. Обелиск патне чечексем хучĕç, вара чаплă ларăва пухăнчĕç. Николай Никифорович Власов доклад вуларĕ. Тухса калаçакансем пулман пек астăватăп. Шкул столовăйĕнче тăваткаллатса вырнаçтарнă сĕтелсем хушшине çĕре яхăн çын вырăн йышăнса ларчĕ. Вăт вара кунта пуçланчĕ тулса çитнĕ кăмăл-туйăма çиеле кăларасси. Мана та сăмах пачĕç. Хам салама сăвă йĕркисемпе вĕçлерĕм. Районти парти организацине ертсе пыракан Анатолий Сергеевич Романов ăна район хаçатĕнче пичетлеме сĕнчĕ. Ун чухне асли хушса каланине пурнăçласси йăлана кĕнĕччĕ, çавăнпа та сăввăм кĕçех хаçатра кун çути курчĕ. 2008 çулхи юбилей та асра юлчĕ. Ун чухне ял историйĕнчен илнĕ чăн сыпăксенчен илемлĕ спектакль выляса кăтартса пачĕç. Ку курăнура кунтикавсем пурте тенĕ пекех хутшăннă. Лартаканĕ Николай Иванович Казаков пулнă. Унăн режиссёр таланчĕ пур. Вăл халĕ те ял ăнăçăвĕсемпе пурăнать. Малашне ентеш ячĕ ял биографийĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанатăп эп.
Юлашки 30 çул хушшинче пилĕк юбилей ирттернĕ. Кашниех ял-йыш чун-чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Юбилей вăл – уяв çеç мар, юбилей вăл – пĕтĕмлетӳсем туни те. Вăл çынсене шухăшлама, кулянма, савăнма хистет, туслăха çирĕплетет.
 
: 1068, Хаçат: 23 (1219), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: