Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Медицина анализĕсене мĕншĕн памалла? Хуравĕ çиелтех выртать пек: чир паллисем пуçлансан е «аванах» чирлесе ӳксен. Анăçри çĕршывсенче лаборатори диагностики валли çулсерен пĕр çын пуçне 50 евро тăкаклаççĕ, Раççейре вара 1 евроран та сахалрах. Анализсем пирĕн ӳт-пӳ е уйрăм органсем мĕнле шайрине пĕлме май параççĕ. Маларах тĕрĕсленни чире шала каясран хăтарать, ун пек пулсан вара малашне сывалма нумай укçа тăкмалла мар пулать. Халĕ çын юнне клетка тата молекула шайĕнче тĕпчесе хăрушă чирсене организмра пĕтĕмпех хускалса кайиччен тытса чарма пулать.
Аслă Нагаткинти район пульницинче мĕнпур клиника анализĕсене ирттереççĕ, биохими енĕпе 38 тĕслĕ анализ тăваççĕ. Çаплах иммунитет тата фермент шайĕнче те тĕрĕсленме пулать, сарă чирне, простатита, рак чирне çийĕнчех тупса палăртаççĕ. Çынсем район территорийĕнчен тухмасăрах тĕплĕн тĕрĕсленме пултараççĕ. Ку вĕсемшĕн питĕ меллĕ.
Лабораторие 1987 çултанпа Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни В.П.Остроумов ертсе пырать. Медицинăра вăл 40 çул ĕнтĕ, хăй ĕçĕнчи мĕнпур вăрттăнлăхсене пĕлет. Чыслă ĕçĕшĕн Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне те тивĕçнĕ.
Ун ĕç йышĕ те хăй пекех тăрăшуллă, туслă. Кунта ултă фельдшер-лаборантка ĕçлет, пурте аслă категориллĕ. Кашнин ĕç стажĕ 15 çултан кая мар.
-Халĕ диспансеризаци пырать, халăх сывлăхне упрас енĕпе нумай ĕç тăватпăр, - каласа парать Владимир Петрович. –План тăрăх пирĕн çулталăкра 6 пин çынна тĕрĕслемелле. Лаборатори урлă куллен 100 ытла çын тухать. Чĕрепе операци тунă çынсем те кунта тăтăшах тĕрĕсленсе тăраççĕ. Ун пеккисем районта 100 çын. Эпир пĕтĕм анализсене тӳлевсĕр тăватпăр. Аслă Нагаткинсăр пуçне кун пек лабораторисем районта тата иккĕ: Чăнлă посёлокĕнче (унта икĕ çын ĕçлет) тата Вăта Тимĕрçенте (пĕр çын). Вĕсем пирĕн тытăма кĕреççĕ.
В.П.Остроумов тухтăр каланă тăрăх, кашни çыннăн çулталăка пĕрре юн анализĕ памалла. Хăвна начар туйма пуçласан е пĕр-пĕр чирпе нушаланнă чухне вара нимĕн те кĕтсе тăмалла мар – тӳрех врач патне каймалла, юна тĕрĕслеттермелле.
 
: 950, Хаçат: 23 (1219), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: