Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Краснов Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. 1974 çулта Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Чунĕнчен медицина ĕçченĕ пулас тĕллевпе Ăренпур облаçĕнчи Орск хулине çул тытать.
Кĕçех пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан ял ачи медицина училищин студенчĕ пулса тăрать. Икĕ çул Совет çарĕнче фельдшер пулса хĕсметре тăрать вăл. Салтакра ăна юлташĕсем анчах мар, командирсем те паха ĕçĕшĕн хисеплеççĕ. Кăмăллăн пирĕн тухтăр тесе чĕнеççĕ.
Салтакран Саша Краснов училищĕре вĕреннĕ хушăра чунĕнчен юратса пăрахнă тăрăхах таврăнать. Ултă çул Ăренпурти медицина институтĕнче сиплев факультетĕнче вĕренет. Шăпа ăна Ульяновска илсе килет. Пĕрремĕш пульницара хирурги енĕпе интернатура иртет. 1986 çултанпа тăваттăмĕш пульницара, облаçри онкологи диспансерĕнче, Чукун çул районĕнчи пульницара тăрăшать, хирург тивĕçне пурнăçлать.
— Вун çиччĕмĕш çул тăваттăмĕш хула поликлиникинче ĕçлетĕп, хирург пулăшăвне кӳретĕп тата эндоскопист та эп,-терĕ Александр Петрович хăйĕн ĕçне юратнине тата хакланине палăртса. – Пирĕн çемьере тĕп калаçу теми – медицина. Мăшăрăм та, Наталья Александровна, тухтăр. Вăл тăваттăмĕш хула поликлиникин пĕрремĕш кăнтăрлахи стационарĕнче вăй хурать. Вера хĕрĕм — терапевт. Ăна та чирлисем тăваттăмĕш поликлиникăра кĕтеççĕ, вăл та вĕсене кунсерен васкавлă пулăшу пама хыпаланать. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнйĕркелӳсене, улшăнусене сăнаса пымасăр ниепле те май çук тухтăрсен çемйинче. Уйрăмах кашниех хăйĕн ĕçĕсĕр пурăнаймасть пулсан. Пушă вăхăтра шахматла, нардла выляма хирĕç мар. Мĕншĕн тухтăр пулма шутлатăр терĕр. Хуравлам: медицина училищинче вĕреннĕ чухне класс –ушкăн ертӳçи Валентина Петровна (вăл –хирург) хистесех пĕлĕве ӳстерме сĕнчĕ. Санран пулать терĕ. Орскри тăван та малалла вĕренмеллине сĕнӳ парса систернĕччĕ.
Александр Краснов хирург спортпа туслă. Çынра пуринчен малтан лăпкăлăха, тимлĕхе, курма тăрăшать, ырă вашават кăмăллисене хисеплет, пурнăçа хаклать. Юратнă уявĕсенче, уйрăмах медицина ĕçченĕсен кунĕнче, чи çывăх çыннисен, Михаил Павлушкин тусĕн (вăл та тухтăр) кăмăлĕсене тивĕçтерме, ăшшăн саламлама васкать.
 
: 926, Хаçат: 23 (1219), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: