Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Ивановна Бирюкова (Егорова) медицина тытăмĕнче аллă çула яхăн вăй хурать. Вăл çак хушăра хăй специальноçĕпе кăна мар, обществăлла ĕçсене (комсомол организацийĕн секретарĕ, профсоюз организацийĕн председателĕн çумĕ, парти организацийĕн бюровĕн членĕ) хастаррăн хутшăнса тĕлĕнтернĕ. Раççей Федерацийĕн сывлăх министерствин Хисеплĕ хучĕпе наградăланнă.
 
1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра Курск пĕккинчи çапăçусенче суранланмасăр аманса (контузи) таврăннă Иван Андреевич Егоров (тăхăр теçеткене яхăн çул пурăннă) тата унăн мăшăрĕ Елизавета Семёновна çемйинче çичĕ ывăлпа хĕр ӳссе çитĕннĕ. Егоровсем ачисене вăтам тата аслă пĕлӳ илме майсем тупса панă.
- 1961 çулта Шемекри (Тăхăрьял тăрăхĕ) шкулта сакăр класс пĕтертĕм те Пăвари (Тутарстан Республики) медицина училищине экзаменсене ăнăçлăн тытса студентка пулса тăтăм, - Хавхалантараканĕсем аппасем – Татьянăпа Юлия – пулчĕç. Вĕсен тĕслĕхĕпе медицина тытăмне çаклантăм. Сăмах май, Екатерина йăмăкăм экономика университне пĕтерсе тĕп бухгалтерта вăй хурать, Михаил шăллăм – педагогика университетĕнче пĕлӳ илсе Ульяновскри «Сигнал» спорт пĕрлешĕвĕнче тренерта ĕçлет, - каласа парать ентешĕмĕр.
1964 çулта Ольга Егорована Ешĕлвар (Зеленодольск) районĕнчи Çурçĕр Нăрлата (маларах район центрĕ пулнă) яраççĕ. Вăл унти пульницара тăхăр çул ĕçлет. Çав хушăра Александр Фёдорович Бирюков вырăса, ял хуçалăх машинисен инженерне, качча каять.
1973 çулта Бирюковсен çемйи Ульяновска куçса килет. Ольга Ивановна пилĕк çула яхăн виççĕмĕш ача-пăча поликлиникинче, 1978 çултанпа тăваттăмĕш поликлиникăра малтан кардиоревматолог тухтăр патĕнче, ун хыççăн функционаллă диагностика пӳлĕмне куçса (ЭКГ) паянччен медицина сестринче вăй хурать. Аслă категориллĕ ĕçчен.
- Пирĕн çемье пысăках мар. Эдуард ывăлăмăр чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ те тепловоз машинистĕнче вăй хурать. Унăн ачисем те ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ: Александр хĕсметрен таврăнчĕ те чукун çул çине ĕçлеме кĕчĕ – тепловоз машинисчĕн пулăшаканĕ; Евгений - Шалти ĕçсен управленийĕн ĕçченĕ. Андрей ывăлăмăр менеджер пулса Мускава косметика таварĕсем илме çӳретчĕ, шел, 2002 çулта ăна вĕлерчĕç. Çемье çавăрма та ĕлкĕреймерĕ. Пысăк хуйха чăтаймасăр чĕрепе чирлĕ мăшăрăм та сакăр уйăхран çут тĕнчерен уйрăлчĕ… - куççульне çăтса каласа парать Ольга Ивановна.
Аллă çула яхăн медицина тытăмĕнче вăй хуракан ентешĕмĕр, Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕ Ольга Ивановна Бирюкова юратнă ĕçĕпе тата ачин, мăнукĕсен пурнăçĕпе савăнса пурăнать, вĕсенче канлĕх тупать.
 
: 918, Хаçат: 23 (1219), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: