Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 22 – çĕртмен 5-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнчи И.А.Гончаров ячĕллĕ таврапĕлӳ музейĕ тата облаçри вăрман хуçалăхĕпе экологи министерстви йĕркеленипе Раççейри тăван тавралăха сыхламалли çула, Атăлçи тăрăхĕнчи экологи эрнине халалланă «Экология – Безопасность – Жизнь» сăн ӳкерчĕксен вунвиççĕмĕш куравĕ иртнĕ.
Унта хутшăнса пирĕн ĕçтеш, информаци пайĕн пуçлăхĕ Елена Мустаева «Красота окружающего мира» номинацире «Уçăлма тухнă» ĕçĕпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Конкурсăн пĕтĕмлетĕвне çĕртмен 5-мĕшĕнче турĕç. Çĕнтерӳçĕсене саламлама облаçри вăрман хуçалăхĕпе экологи министрĕ Дмитрий Фёдоров килсе çитрĕ.
- Куракансем хакланипе курава чăннипех чун уявĕ теме пулать. Çакăнти сăн ӳкерчĕксем пире çут çанталăк çине урăхларах куçпа пăхма, ăна сыхлас ĕçе кашни çынна хутшăнма хистет. Тавах сире çакăн пек ĕçсемшĕн, - терĕ.
Сăн ӳкерчĕксен куравĕ ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Тĕнчери Çĕр кунĕнче уçăлнă. Унта Ульяновскпа Димитровград хулисенчи, Николаевка, Тереньга, Карсун районĕсенчи сăн ӳкерчĕксем ӳкерессипе професси шайĕнче тата кăмăл туртнипе ĕçлекен 70 çын хутшăннă, куракансен умне 170 ытла сăн ӳкерчĕк тăратнă. Конкурса çаплах пирĕн ентешсем – Чăваш халăх академикĕ, Чăваш Писательсен союзĕн членĕ Михаил Аляпкин хутшăннă. Уйăх çурă хушшинче курава 15 пин çын пырса курнă.
Пилĕк çынран тăракан сумлă жюрин председателĕ Ульяновскри патшалăх университечĕн журналистика кафедрин заведующийĕ, Раççей Журналистсен союзĕн Ульяновскри уйрăмĕн председателĕн çумĕ Олег Самарцев пулнă. Пилĕк номинацире – «Земля в беде», «Красота окружающего мира», «Путешествия», «Братья меньшие», «Редкий кадр» - виçшер çĕнтерӳçе палăртнă. Çаплах куракансем те хăйсене чи килĕшнĕ сăн ӳкерчĕке суйлама пултарнă. Вĕсене вăрман хуçалăхĕпе экологи министрĕ Хисеп хучĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.
Çĕнтерӳçĕ сăн ӳкерчĕксене (пурĕ 16) куçса çӳрекен куравсем йĕркелесе облаçри культура тата вĕренӳ учреждени-йĕсенче кăтартĕç.
Михаил Аляпкина, çирĕп çыхăнура тата хастар ĕçленĕшĕн, таврапĕлӳ музейĕн директорĕ Юлия Володина Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Михаил Андреевич та музей ĕçченĕсене чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ обществин Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ.
 
: 814, Хаçат: 23 (1219), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: