Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăн-питĕнчи пĕркелен-чĕкĕсем те ун çамрăк чухнехи сăн-пит илемне пытараймаççĕ. Кĕмĕл сапнă çӳçĕ анчах çулсем нумаййи пирки калать, вичкĕн куçĕ хĕрарăмăн кăмăл çирĕплĕхĕ пирки систерет. Алли ĕçпе пиçĕхнĕ унăн.
Кинеми калаçăвĕнчен те, хăйне тыткаланинчен те, пур хусканăвĕсенчен те пурнăçа юратни, хаклани курăнать. «Эпĕ вулакан «Канаш» хаçатран-и, эс?» - терĕ Мария Ивановна тĕплĕн сăнаса. Çавăнтан иккенне пĕлсен савăннине пытармарĕ. «Салам кала чăвашсене, эпĕ пурнăçа, çынсене юратнипе анчах тăхăр теçетке çул урлă каçрăм, паян ав кĕçĕн мăнуксемшĕн пурăнатăп, пит юрататăп вĕсене, - калаçать пуплеме юратаканскер. - Хама та пит пăхаççĕ тăвансем, Таньăпа Люба мăнукăмсем куллен кĕрсе тухаççĕ, пулăшу кӳреççĕ. Тавах вĕсене».
Мария Новикова ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче тăрăшса ирттернĕ. Ĕç биографийĕ 12 çултан пуçланать ун. Кĕтӳ кĕтнĕ, уйра пăрçа çумланă, чĕкĕнтĕр çинче ĕçленĕ…
- Атте вилсен анне тăлăха юлнă çур çулхи хĕрачипе Ирçелĕнчен Чӳрекелне качча килнĕ. Хĕрĕ эпĕ пулнă вăл. Анне мана юратнă. Шăпама эп те Чӳрекелĕнчех тупрăм. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Шел, мăшăрăм 20 çул каяллах çĕре кĕчĕ. Вăл аван çынччĕ. Пĕчченех пурăнатăп, - тет 92 çулхи Марье аппа. - Хĕлле перчетке-нуски çыхатăп, çăм арлатăп. Çулла пахчара пит аван. Кĕрес те килмест. Нина хĕрĕмĕн çемйи мана çывăха хурать. Ыттисем уявран уява килсе çӳрени те паха. Кӳршĕ-аршă аван. Хам та вĕсене сума сăватăп. Манмаççĕ мана, ватта. Эсир те татах хăнана килĕр. Кĕтетĕп.
 
: 865, Хаçат: 23 (1219), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: