Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Урал тата Атăл тăрăхĕсенче пурăнакан халăхсем хăйсен наци йĕркеленĕвĕсене туса хурасси пирки 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ĕмĕтленнĕ. Чăваш интеллегенцийĕ «Хыпар» хаçат (1906 çул) кăларма тытăннă, Чăваш наци пĕрлешĕвĕ (1917) туса хунă. Патшалăхлăх пирки тĕрлĕ сийсемпе партисем те шухăшланă. Наци демократи юхăмĕ 1917 çулхи Февраль тата Октябрь революцийĕсем хыççăн, граждан вăрçи пĕтнĕ тапхăрта, анланать, чăваш нацийĕн территори единицине туса хурас ыйту çивĕчленет.
1917-1920 çулсенче чăвашсем хăйсен патшалăхĕн формине шырас ĕç вăйланать. 1917-1918 çулсенче анлă наципе культура автономине йĕркелес енĕпе программăллă тĕллев пулнă. Граждан вăрçи вĕçĕнче вара уйрăм администраципе территори çинчен калаçу пуçарнă. Çак ыйту пушкăрт тата тутар наци юхăмĕсен лидерĕсем хăйсен автономийĕсем пирки сăмах пуçарсан çивĕч тăнă.
РСФСР Нацисен ĕçĕсен комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш уйрăмĕн ертӳçи Д.С.Эльмен 1920 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче тăратнă «Чăваш халăхне уйрăм администраци единицине уйăрас пирки кĕске доклад» проектĕнче Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче чăваш халăхĕ йышлă пурăнакан ялсене пухса уйрăм кĕпĕрне – Чăваш Ĕç коммуни ятпа туса хума палăртнă.
1920 çул пуçламăшĕнче Чăваш уйрăмĕн ертӳçисем — Д.С.Эльмен, Л.М.Лукин, В.А.Алексеев – В.И.Ленинпа тĕл пулнă. Çĕршыв ертӳçи Чăваш Республикине йĕркелеме, унăн тĕп хулине Чĕмпĕре тума сĕннĕ. Д.С.Эльмен ăна çапла каланă: «Республика тенине вырăнти халăх РСФСРтан уйрăлма кирлине пĕлтерет тесе ăнланать. Чăвашсем вара, Владимир Ильич, Раççей Федерацийĕн йышĕнчех пуласшăн. Республика йĕркелес тесен чăвашсем хушшинче хатĕрленĕ кадрсем те çителĕксĕр».
1920 çулхи нарăс уйăхĕн 4-9-мĕшĕсенче чăваш коммунисчĕсем Пĕтĕм Раççейри 1-мĕш съездра «Чăваш Ĕç коммунине йĕркелемелли положение» ырланă. Наци администраци единици йышне Вăтам Атăл тăрăхĕнчи чăвашсем йышлă пурăнакан уессемпе вулăссене кĕртме палăртнă.
Чăвашсем валли федерацин уйрăм субъектне туса хурас ыйтăва 1920 çулхи çуркунне татса пама пуçăннă. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Наркомнац çумĕнчи Чăваш уйрăмĕн коллегийĕ хăйĕн ларăвĕнче Чăваш Ĕç коммуни йĕркелес енĕпе центрти влаç умне ыйтупа тухма,тепĕр кунне ятарлă комисси туса хума йышăннă. Комиссин тĕп тĕллевĕ кĕске вăхăтра Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çинчен тĕпчесе справкăсемпе информаци материалĕсем, карттăсем тăвасси пулнă.
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп комитечĕн Политбюровĕ «Чăваш Республики çинчен» ыйтăва пăхса тухса Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне уесĕсенче пурăнакан чăвашсенчен автономи йĕркелеме кирлине палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлама Шалти ĕçсен наркоматне хушнă. Ăна икĕ эрнере Хусан, Чулхула, Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче канашлусем ирттерме, материалсем хатĕрлеме сĕннĕ.
Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шалти ĕçсен наркоматĕнче, 22-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп комитечĕн Политбюровĕн ларăвĕнче чăваш халăхĕн автономи формине «Чăваш облаçĕ» ятпа çирĕплетме йышăннă.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Совнарком председателĕ В.И. Ленин (Ульянов), ВЦИК председателĕ тата секретарĕ — М.И.Калининпа А.С.Енукидзе — алă пуснă декрет вăя кĕнĕ. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш автономи облаçне туса хунă, тĕп хули – Шупашкар. Автономи йышне Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпӳ, Етĕрне уесĕсем пĕтĕмпех, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва, Кăрмăш, Хусан кĕпĕрнин Козмодемьянск уесĕсен пĕр пайĕ кĕнĕ.
1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ВЦИК йышăнăвĕпе Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республикине йĕркеленĕ. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ВЦИК йышăнăвĕпе ЧАССР йышне Улатăр хулипе Чĕмпĕр кĕпĕрнин Улатăр уесĕн виçĕ вулăсне кĕртнĕ. Çапла вара ун территорийĕ 18,3 пин тăваткал километр пулса тăрать. Ун чухне халăх йышĕ 890 пин пулнă: чăвашсем – 74,6 процент, вырăссем – 20, тутарсем – 2,5, мăкшăсем – 2,7.
Республика туса хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ: влаçăн хăйсен органĕсене туса хума, Конституци йышăнма, патшалăхăн ытти акчĕсене йышăнма тата хăйтĕллĕнлĕхе анлатма майсем туса панă. Халĕ çавсемпе пĕлсе усă курса тĕнче умĕнче чăваш халăхĕн ятне-сумне ӳстермелле.
 
: 992, Хаçат: 23 (1219), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: