Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку вырăнта çуркунне питĕ нумай шыв пухăнать. Çăлкуçсем сахал мар тапса тăраççĕ. Çавăнпа Çăлвар теççĕ те ĕнтĕ ял çыннисем.
Çăлвар тимĕрçенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем уявсене те çакăнта ирттерме кăмăллаççĕ.
Çăлвар ялăн çурçĕр енче (пĕр-икĕ çухрăмра) вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 5-мĕш çулĕсенче яла Çăлварпа вĕрене, пăрçа хăви тата ытти йывăçсен посадки çыхăнтаратчĕ. 1967 çулта вăл пĕтрĕ, çулĕ çеç упранса юлчĕ.
Çăлвар! Çак таврара авалтан вăрман пулнă. Унта упасем, кашкăрсем, мулкачсем те ĕрченĕ. 1936 çулта ял çыннисем хурăн, юман, вĕрене тата ытти йывăçсем лартнă. Çулсем иртнĕ, вырăн илемленсе пынă. Вăрçă хыççăн колхозниксем Çăлварта сад пахчи йĕркелесе янă. Унта тĕрлĕ йышши пан улми, чие, хăмла çырли, хурлăхан ӳснĕ. Вĕсене нумай çул хушши пахчаçăсемпе колхозниксем çĕнетсе тăнă. И.П. Хованский, А.З.Горшевов, Н.В. Агайкин вĕсен хушшинче пулнă. Садра пахча çимĕçĕ валли ятарлă вырăн уйăрнă. Кунта купăста, сухан, хăяр, помидор тата ыттине акса-лартса çитĕнтернĕ. Колхозниксен ятарлă ушкăнĕ çак ĕçсене пурнăçланă. Сад-пахча вырăнти хуçалăха пысăк тупăш панă.
Каярахпа кунта пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçланă. Утарне уçланкăра вырнаçтарнă. П.И.Кураков, И.Е.Чумакин, Н.Г.Наумов утарçăсем тăрăшса вăй хунă. Утартан инçех те мар çăл куç тапса тăнă. Шывĕ таса та тутлă пулнă. Çак вырăнтах хурал çурчĕ те пурччĕ. Т.С.Членов, М.П.Ярускин, Я.И.Блюдин, В.И.Агайкин, В.И.Коннов, В.И.Шурмакин, Н.Н.Коннов кунти вырăна питĕ лайăх сыхланă.
Çăлварта тĕрлĕ уявсем – Акатуй, професси праçникĕсем… - ирттернĕ. Çамрăксем туй хыççăн унта пухăнса савăннă. Шкултан вĕренсе тухакансем ирхи шурăмпуçа кĕтсе илнĕ. Ача пахчинче çитĕнекен шăпăрлансем ку вырăна экскурсие çӳренĕ. Кунти пĕвере çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕнĕ. Çимĕкре юрă-кĕвĕ янăранă. Ташланă. Вăйă каланă. Каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе туслашнă. Ял çыннисем кăмпана çӳренĕ, утă çулса илнĕ. Çăлвара тасатсах тăнă, юхăнса кайма паман.
Питĕ илĕртӳллĕ çуллахи Çăлвар. Йывăçсен сулхăнĕнче ларса канни мĕне тăрать!
Йывăçсен тăрринче кĕпшĕл (сойка) чарлатать, улатакка хăрăк йывăçа шаккаса сиплет, вĕçен кайăксем юрлаççĕ…
Çăлвар паян та ял халăхне иртсе кайнă çăтмахри пек ырă вăхăтсене аса илтерет. Çамрăк ăрăва тăван кĕтесе упраса хăварма, юратма, çĕнĕ пурнăç тума хавхалантарать.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 713, Хаçат: 23 (1219), Категори: Таван тавралах

Комментарисем:

Iffat (2014-05-10 02:30:02):
I want to send you an award for most helpful inreentt writerĕ

aspi01kjyk (2016-05-09 13:34:46):
http,ӲӲcleocinĕcric ketӲ - cleocin http,ӲӲacompliaĕinĕ netӲ - acomplia http,ӲӲbuyneurontin ĕtopӲ - neurontin http,ӲӲtamoxifenĕcr icketӲ - tamoxifen citrate for men http,ӲӲventolin-inh alerĕtopӲ - ventolin

aspi6sxynu (2016-05-15 23:21:14):
viagra<Ӳa> viagra order online<Ӳa> propecia<Ӳa> albuterol drug<Ӳa> how much is strattera<Ӳa> rimonabant<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: