Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аттесĕр юлсан – çур тăлăх, аннесĕр юлсан – хăр тăлăх тенĕ ĕлĕк-авалтан.
Чип-чипер, сăнĕпе хитре, пĕр кашăк шывпа çăтса ярăн теççĕ ун пек хĕре. Таня хĕр-тантăшĕсенчен пĕвĕ пĕчĕкреххипе кăна уйрăлса тăрать. Кулянать тата хăш-пĕр чух йĕплĕ чĕлхеллисем кӳрентерсен.
Таня кăмăлне пăснă вăхăтра амăшĕ хĕрне йăпатать.
—Ылтăн пĕчĕкçĕ пулсан та хакĕ пысăк е тата çапла калаççĕ ватăсем: пысăкки пĕлĕт татмасть, пĕчĕкки çĕрте выртмасть,- лăплантарать асли тĕпренчĕкне.- Пĕвĕ-сийĕ лутра пулнишĕн ан кулян, ăшпиллĕхӳ пысăк пултăр.
Таня амăшĕн ăслă сăмахĕсене ăса хывса çитĕнет, качча каять. Мăшăрĕ – Ваня, ырă кăмăллă ĕçчен каччă. Çĕнĕ çемье пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать, вĕсене пăхса ашшĕ-амăшĕ савăнать, пулăшать.
Таня çамрăклах çитĕнсе çитнĕ вăйпитти яшсемпе пĕрле стройкăра вăй хурать. Хĕр тĕрлĕ йывăр ĕçре çамрăклах минкелчĕ пулас, упăшкипе виçĕ çул пурăнса та йывăрлă пулаймарĕ. Пульница çулĕпе пайтах пушмак тĕпне якатса çӳрерĕ – усси пулмарĕ. Иванăн ашшĕ-амăшĕ кинне йĕплĕ чĕлхипе кӳрентермеллипех кӳрентереççĕ. Чăт кăна… Хăшĕ-пĕри тата юмăç патне кайма сĕнет.
—Хĕсĕр выльăха сутса яраççĕ е аш-какай валли пусаççĕ, санпа мĕн тумалла – ача çуратайман хĕрарăмпа? – кăшкăрчĕ хуняшшĕ Таня çине пĕррехинче.
Тарăхса çитнĕ хĕрарăм хăй хуйхине амăшне пĕлтерет.
—Юмçă-вĕрӳçĕсене укçа кăна кирлĕ, мĕнпе пулăшма пултарĕç-ха вĕсем сана, хĕрĕм, - терĕ амăшĕ.-Вăл шарлаттансене нихăçан та шанман та, шанмастăп та, кукаму авалхи çын пулсан та юмăç кутне – юпа, вĕрӳç кутне – вĕрлĕк тесе калатчĕ.
Амăшĕ Таньăна ниме пăхмасăр çине тăрсах пульницасене паллă тухтăрсем патне çӳреме хушать.
Çул хыççăн çул сисĕнмесĕр иртет. Таньăпа Ваня аякри Çурçĕр енчи шахтёрсен хулине – Интăна пурăнма куçассĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕ сăмах татса ача çуртĕнчен тăватă уйăхри пĕчĕк Сашăна усрава илеççĕ. Чирлĕ ачана ури çине тăратассишĕн мĕн чухлĕ вăйне-халне пĕтермест-ши Таня? Шартлама сивĕре, куç уçма çук çил-тăманра, пите йĕп пек чикекен юр çусан та кĕрт хӳнĕ урампа ашса хĕрарăм виçĕ çухрăмри яла Саша валли качака сĕчĕ илме çӳрет.
Декрет отпускĕн хучĕсене хатĕрлесе пĕтерсен ача кăтартма яла таврăнаççĕ Таньăпа Ваня. Çичĕ çул хушши ача çуратайман хĕрарăм çине тăванĕсем шиклĕн пăхаççĕ. Кăкăр ĕмĕртменни те тĕлĕнтерет, Сашук валли кӳршĕсенчен сĕт илсе тăрать вăл. Ун пек самантсенче çыннăн чунĕ, ăшне кĕрекенсем те сахал мар, вăрттăнлăха вăрласшăн куçа кĕреççĕ.Кăштах ялта сывлăш çавăрсан каллех шавлă хулана таврăнать çемье. Каллех хăнăхнă тертлĕ çулпах сĕт илме çӳрет амăшĕ пепки валли. Пĕчĕкскере кӳршисем патне хăварать.
Пĕррехинче вăйран кайса таврăннă хыççăн кӳршĕри шанчăклă юлташне чунĕнчи вăрттăнлăхне уçса парать Таня. Людăна çав кăна кирлĕ пулнă тейĕн – ыттисене пĕлтерет…
Пĕчĕк Сашăна тĕне кĕртме чиркĕве каяççĕ. Хреснашшĕпе хреснамăшне пĕрле ĕçлекен юлташĕсенчен вырăс çыннисене суйласа илеççĕ. Чиркĕвĕ питĕ хитре. Никĕсне хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, çӳлелле йывăçран купаласа, хăмапа çапса сенкер сăрăпа сăрланă. Тул енчен тимĕр хӳме тытса çавăрнă. Шалти илеме сăмахпа сăнарласа пама та йывăр. Хăвна ырă-ырă туятăн.
Виçĕ çула çитнĕ Сашăна ача садне вырнаçтараççĕ. Таня юнашарах ĕçлеме пуçлать. Люда унчченех шăп çак ача садĕнче вăй хурать иккен.
Ывăлĕпе юнашар пулни амăшĕшĕн калама çук пысăк савăнăç. Ир те, каç та пĕрле вĕсем. Пĕррехинче килне таврăнсан Саша амăшĕн куçĕнчен тинкерсе пăхать, кĕтмен ыйту парать.
—Анне, эсĕ манăн чăн-чăн анне-и?
Таня тĕлĕннипе чутах кайса ӳкмест.
—Кам пулам, ывăлăм, аннӳ пулмасăр? Епле аçупа иксĕмĕр те сана юратса ӳстеретпĕр.
—Улталамастăн-и, анне? Ача пахчинче мана юлташсем эсĕ усрав ача терĕç.
—Çук, çук! Хамăрăн эс, ывăлăм, никама та ан ĕнен, чĕппĕм!
Пĕчĕк Сашăна амăшĕ хăй çумне хыттăн пăчăртаса илсе çине-çине чуптăвать. Пĕтĕм чун ăшшине парса ӳстернĕ ача çак сăмахсене илтсе ашшĕ-амăшĕнчен сивĕнме, ютшăнма пуçласси пирки шухăшлаймарĕ-ши Люда? Сăмах çерçи мар – вĕçсе тухсан тытаймăн.
Саша ӳссе пынăçемĕн тĕрлĕ ыйтусем парса тарăхтарасран хăраса çемье Чĕмпĕре куçса килет. Çĕнĕ вырăнта, ют çынсен хушшинче пурнăç хăйĕн еккипе шăвать.
Саша шкула çӳреме тытăнать. Юлашки вăхăтра Таня темле ăнланмалла мар чирпе асапланать, чирне тĕрĕслеттерме пульницана каять. Яланхи йĕркепе хĕрарăма пĕрремĕш кабинетри тухтăр патне яраççĕ. Хĕрарăмсене тĕрĕслекен тухтăр ăшшăн кулса Таньăна чирĕн сăлтавне пĕлтерет:
—Анализсем памалла, учёта тăмалла, тухтăр мĕн хушнине пурнăçламалла, вăхăтран вăхăта анализ парса пирĕн пӳлĕме килсех тăмалла, йывăрлă пулни 12 эрне,- ăнлантарать хĕрарăм тухтăр. Таня ун пӳлĕмĕнчен çил пек тухса килне вĕçтерет, савăнăçлă хыпара упăшкине пĕлтерет.
—Турă пурах çав. Мĕн чухлĕ кĕл туса ыйтман-ши çӳлти Аттемĕртен хамăр варта тĕвĕленнĕ пепке пирки, Тавах Турра пире илтнĕшĕн,-теççĕ вĕсем.
Хырăмĕ палăрмаллах хăпарсан, Саша хĕллехи каникула кайсан Таня тăван ялне ашшĕ-амăшне тĕлĕнтерме каять. Сакăр çул ача çуратайман Таня пушăн (март) 8-мĕшĕнче хĕр ача çуратса парать. Пĕчĕк хĕр пĕрчине Марта ят параççĕ. Юратуллă кил-çуртра тепĕр çепĕç сасă хутшăнать. Саша еплерех савăнать тата! Çакна аслашшĕпе асламăшĕ анчах кураймаççĕ. Çамрăксем кайса курма хал çитереймеççĕ. Хăйсене килсе курма намăс пек туйăнать пуль. Кинне нумай кӳрентерчĕç, куçĕнчен пăхма хăюлăх çитереймеççĕ. Таньăн ашшĕпе амăшĕ аякра пулсан та мăнукĕсене курма килсех тăраççĕ.
Вăхăт йĕвенрен вĕçерĕннĕ ăйăр евĕр чупать. Марта 3-мĕш класра вĕренет. Саша авиаци техникумне пĕтерсе салтака кайма повестка илет.
—Халь вăхăт çитрĕ пуль Сашăна пурнăç тĕрĕслĕхне уçса пама, - канашлаççĕ ашшĕпе амăшĕ.
—Çук. Халĕ пĕлтерме кирлĕ мар-ха, хамăр пăхса çитĕнтернĕ ачашăн йывăр хыпар ку, салтакран таврăнсан пĕлтерĕпĕр,- калаçса килĕшрĕç вĕсем.
Сашăн салтак пурнăçĕ Çурçĕр Осетире, санитари чаçĕнче, иртет. Вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнисем те сахал мар. Савнă тусĕ Валя ăна салтака ăсатса кĕтсе илет. Çар командирĕ тивĕçлĕ пăхса çитĕнтернĕ ывăлĕ пирки Ваньăпа Таньăна мухтав çырăвĕ ярса парать.
Çĕрлехи шăплăха, пӳлĕмре пăшăл-пăшăл калаçнине илтсе Таня вăранса каять, Ваньăна айккинчен чышса вăратать. Саша пĕччен мар. Вальăпа иккĕшĕ иккен. Аня халатне тăхăнса кухньăна тухать. Хĕрпе каччă ырă хыпарпа килнĕ.Хыпарĕ чăнах та савăнăçлă – çамрăксем туй туса пĕрлешесшĕн.
—Тинех пурнăç вăрттăнлăхне ывăла пĕлтерме вăхăт çитрĕ,-хыпаланать Ваня.-Тăхта-ха, ан васка!
—Мĕнле майпа çаврăнса пымалла-ха çак калаçу патне? –пуçне çĕмĕрет Таня.
—Ну юрĕ, туй иртмесĕр хускатмăпăр эппин,- терĕç те шăппăн çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайрĕç.
Кăнтăрла…Саша килте пĕчченех, документсем упранакан пĕчĕк арчана уçса нумайччен чакаланчĕ, кашни хут таткине пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕплĕн вуласа пычĕ. Юлашкинчен шкатулка тĕпĕнчен сарăхма пуçланă документа туртса кăларса хăйне хăй шанмасăр, темиçе хутчен вуласа аллинче çавăркаларĕ.
—Акă 20 çул ытла манран пытарса пурăннă вăрттăнлăх тупсăмне хамах тупрăм!-тесе чутах йĕрсе ямарĕ. Анчах та чăтăмлăхĕ пысăк Сашăн. Ахальтен мар иккен «ырă сунакансем» мана ача чухне усрав ача тесе калатчĕç. Сăнпа тата кĕлеткепе кама хывнă-ши, кам-ши манăн анне, атте? Çĕр пин ыйту пачĕ хăйне хăй Саша.Чунне пырса тивнĕ тĕрĕслĕхе пĕлни çинчен никама та каламарĕ. Хăйĕн ăшĕнче çил-тăвăл алхасать: "Кам-ши манăн анне?» Тупса куçĕнчен пăхăттăм та пăрахнăшăн – питĕнчен сурăттăм". Çамрăк арçын канăçне çухатрĕ.
Туй хыççăн ашшĕ килĕнче темле командировкăна каймалли çинчен сăмах хускатрĕ.
—Пурнăçра эпĕ пĕлмен вăрттăнлăхсем питĕ нумай, вĕсене тăрă шыв çине кăлармаллах,-терĕ сасартăк Саша. Унтан ашшĕпе амăшĕ çине сиввĕн пăхса янах шăммисене палăрмаллах хĕсрĕ. Саша пит-куçне мĕншĕн хаяр сăн çапнине аслисем туххăмрах ăнланчĕç.
— Саша, ывăлăм, каçар пире вăхăтра пĕлтерме хал çитерейменшĕн,-терĕ йăваш сассипе Ванюш.
Таня куççульпе йĕрсе тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Вĕсене йăпатса ӳкĕтлекен пулмарĕ çав каç. Пĕр Марта анчах амăшне пуçĕнчен çупăрларĕ.
Пĕр эрне иртсен Саша «командировкăна» кайрĕ. Хăйне çуратса ача çуртне пăрахса хăварнă амăшне шыраса тупрех вăл. Хут çинче кăтартнă — хăйне çуратнă амăшĕ çак икĕ хутлă керменре пурăнать иккен. Урам хапхи шăнкăравне вăйсăррăн пусрĕ Саша. Урама мăйĕ çине ылтăн-мерчен çакса тултарнă сарă хĕрарăм тухрĕ.Сашăна курсан куçĕсене чарсах пăрахрĕ палламан çын.
— Ну, здравствуй, мама! Думала, не найду! – пӳтсĕр хĕрарăм çине сиввĕн пăхрĕ çамрăк арçын. Чĕрине ыраттарнă çын пичĕ çине лач! сурасшăнччĕ вăл, анчах та васкаса çул еннелле çаврăнчĕ.
— Прости, сынок,грехи молодости! Я тебя сразу узнала, ты очень похож на своего папу! Так и знала, что когда-нибудь ты меня найдёшь,- амăшĕ Саша хыçĕнчен утрĕ. Утса та, чупса та çитеймерĕ. Саша унпа калаçасшăн маррине ăнланчĕ вăл.
Тăвăлнă çиллине çул çинче хăварса Саша ырă кăмăлпа килне таврăнчĕ. Пăхса ӳстернĕ ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав туса ыталаса чуптурĕ. Командировкăра мĕнле ĕçпе пулнине веçех каласа пачĕ.
— Каçарăр мана, атте-анне. Эсир манăн юратнă, хаклă çынсем. Урăх нимĕнле анне те, атте те çук манăн. Эсир ӳстертĕр мана, çын турăр, ырăпа усала уйăрма вĕрентрĕр,- çупăрларĕ чи çывăх тăванĕсене. Чĕркуççи çине ларчĕ. Куçĕнчен куççуль шăпăртатрĕ.
Марта мĕн пулса иртнине тинех тавçăрса илчĕ, Сашăпа иккĕшĕ пĕр варта тĕвĕленсе ӳснĕ тесе пурăннă-çке вăл халиччен. Анчах ку калаçу хыççăн та нимĕн те улшăнас çук. Çемье çаплах телейлĕ, юратуллă пулĕ.Аслă ачине усрав ывăл тесе ĕмĕрне калас çук кунта. Саша та эсир ман тăван мар тесе кӳрентермĕ.Шăпине чăваш çемйине лекме пилленĕшĕн тав турĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1059, Хаçат: 23 (1219), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: