Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чĕлхи пĕтсе пырать-и халĕ? –
Тесе ыйтаççĕ айвансем манран.
Ара, пĕтмест тесе сире кам калĕ.
Вилсе выртать вăл хĕрлĕ юр çусан.
 
Мана чăваш анне савса çуратнă,
Сăпка юрри юрланă чăвашла,
Сĕтне ĕмтернĕ вăл, чĕлхе хăватлă
Пулма перо тыттарнă ман алла.
 
Анне сĕтне манса кайма пĕлеп-и —
Хам ĕçекен таса çăл куçĕнчен
Чакми вăй илнĕ чух калаçмăп эпĕ
Тăван чĕлхемĕр хăрасси çинчен.
 
Пите кĕççе çĕлемĕп, курмăп намăс:
Чĕлхе аран сывлать, пĕтет тесен.
Чăлахсене хам халăхпа пĕр харăс
Ят парăп эпĕ: суккăр пăвансем.
 
Юман вăрманĕ пек тăван чĕлхемĕр
Парка йĕкеллĕ юрă-кĕвĕре
Кашланă чух унта эсир кĕреймĕр,
Унта юрамĕ панлатма сире!
 
Асаттесем чĕлхемĕре сыхланă
Кĕрешӳре юхтарнă юнĕпе,
Пире пилленĕ, упрама каланă
Пĕр пĕрчĕн-пĕрчĕн ылтăн-кĕмĕл пек.
 
Чун иллисем хĕстернĕ чух мăнтарăн
Пулман тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи.
Сăмахĕсен арчи паян та тарăн,
Чакман та, тарăн юлнă ĕлĕкхи.
 
Чăваш чĕлхи вăл – манăн чун та ĕмĕт,
Хĕвел те уйăхăм – тăван чĕлхе,
Пуçна чĕлхе вилессипе ан çĕмĕр,
Вăл халĕ кирлĕ халăха!
 
: 949, Хаçат: 23 (1219), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: