Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1. Çĕр çырли (клубника) çамрăклатать. Унра ылмашăну ĕçне хăвăртлатакан, организма клеткăсене çĕнетме витĕм кӳрекен углевод нумай. Вăл апат анассине, ирĕлессине лайăхлатать, тар кăларма, шăк хăвалама пулăшать, тăвар ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, ăш хыпнине ирттерет.
2. Юна шĕветет. Халăх медицининче çĕр çырлипе юн сахал чухне тата амалăхран юн кайсан сипленеççĕ. Вăл тимĕрпе çителĕклĕ тивĕçтерет, юна шĕветет, юн тума пулăшать. Организма йӳçекрех çĕр çырли питĕ усăллă, çавăнпа ăна сахăр хушмасăр çимелле, йӳçекне хăймапа, сĕтпе, çăра сĕтпе çемçетме пулать.
</b>3. Вăй кĕртет. Çырлара кăшкар ути йӳçекĕ пур, шăпах çав ĕнтĕ энерги хушать. Анчах кăшкар ути йӳçекĕ сыпă чирĕсемпе аптракан çынсемшĕн сиенлĕ, вăл чире вĕрĕлтерме пултарать.
4. Дисбактериозран сиплет. Çĕр çырли вар-хырăм микрофлорине йĕркене кĕртме пулăшать, дисбактериоз витĕмне чакарать, организмран наркăмăшсене, йывăр металсене, кирлĕ мар ытти япалана кăларать. Унсăр пуçне вăл пыршăлăх инфекцине пуçаракансене, грипп вирусĕсене тата ыттисене те пĕтерет.
5. Витаминсен пуххи. Авитаминоз чухне витĕмлĕ пулăшать. Кĕрхи-çурхи авитаминозран хăтарса организма паха С, Е, В витаминсемпе тивĕçтерет. Унсăр пуçне çĕр çырлинче марганец, кали, кальци, пăхăр, кобальт, молибден, йод нумай, вĕсене организм çăмăллăнах йышăнать.
6. Ар хăватне ӳстерет. Çырлари цинк арлăх хăватне витĕмлĕ ӳстерет. Çавăнпа ăна çут çанталăк «Виагри» тесен те йăнăш пулас çук.
7. Çĕр çырли - çут çанталăк косметологĕ. Унăн маски ӳте типĕтет, тар шăтăкĕсене пĕрет, пӳрлешкерен усăллă, чĕрĕ çырла сĕткенĕ пигмент пăнчисемпе чĕкеç шатринчен хăтăлма пулăшать. Çырла пăттине тăпăрчăпа пылран е лимонран хатĕрленĕ маскăна хушни унăн витĕмне вăйлатать.
8. Гипертони, атеросклероз чухне паха. Сезон вăхăтĕнче çак çырлана кашни кун çини иммун тытăмĕпе юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетме пулăшать. Çулла çак çырлана çисе хĕл валли сывлăх пухатăр. Пӳре тата шăк çулĕсем чирлĕ пулсан çĕр çырли ытларах çиме сĕнеççĕ.
9. Юнри сахăр шайне чакарать. Çавăнпа ăна диабетпа чирлĕ çынсен апатланăвне кĕртеççĕ, анчах виçине чылай чакараççĕ.
10. Начарланма пулăшать. Вăл организмран шĕвек кăларать, çавăнпа начарланас текенсемшĕн уйрăмах усăллă. Эрнере пĕр кун çĕр çырли кăна çиме юрать, анчах сахăр, çăра сĕт хушмасăр.
 
: 816, Хаçат: 23 (1219), Категори: Усaллa канаш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: