Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регион правительствин ларăвĕнче «2013 çула тата 2014-2015 çулсем валли палăртнă область бюджечĕ çинчен» калакан саккуна кĕртме йышăннă çĕнĕ тӳрлетӳсене пăхса тухнă.
Регионăн финанс министрĕ Ольга Максимушкина ăнлантарнă тăрăх, саккун проектне федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ килнипе пăхса тухма йышăннă. Ытларах пайĕ – 173, 5 млн тенки – ял хуçалăхне хавхалантарнă çĕре кайĕ. Çав шутрах 57, 6 млн тенки — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма, 64,5 — кивçен илнĕ укçана парса татма, 51,4 — пĕр литр сĕте пулăшу укçипе (субсидипе) тивĕçтерме.
100 млн тенке яхăн – физкультурăпа сиплев комплексĕсем валли хатĕр-хĕтĕр туяннă çĕре кайĕ. Шыв хуçалăхĕсене аталантарма 67 млн тенкĕ уйăрĕç. Профессилле вĕрентӳ тытăмĕн программисене çĕнĕрен хатĕрлеме 11,5 млн тенкĕ кайĕ.
Ульяновск Уставне улшăнусем кĕртĕç
Ульяновскра хула Уставне кĕртмелли çĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă.
Уçă итлеве хула пуçлăхĕн çумĕ Игорь Буланов ертсе пынă. Ульяновск Хула Думин пуçлăхĕн çумĕ Оксана Розанова улшăнусемпе кĕскен паллаштарнă. Малашне хулари рекламăсене ятарласа уйăрнă вырăнсенче çеç вырнаçтарма май пулĕ, пысăк тӳре-шаран ют çĕршыври банксенче укçа тытма юрамĕ, РФ Президенчĕ хула пуçлăхне шанма пăрахнă пирки ĕçрен кăларма пултарĕ. Тепĕр тӳрлетĕвĕ хулан бюджет тытăмĕпе çыхăннă. Хула Уставне сĕнекен пур улшăнусене те пĕр саслăн пулса йышăннă.
Паллăсем савăнтараççĕ
Ульяновск облаçĕнче çак кунсенче информатикăпа, историпе тата биологипе иртнĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен (ЕГЭ) результачĕсене кун çути кăтартнă. Çак дисциплинăсемпе пĕтĕмлетӳ экзаменне пурĕ 3389 шкул ачи хутшăннă.
«Кăçал информатикăпа, историпе тата биологипе ыйтусене хуравлайман вĕренекенсем, 2012 çулпа танлаштарсан, 24 процент сахалтарах. 100 балл пухнă ачасен шучĕ виçĕ хут ӳснĕ. Вĕсем вуннăн пулса тăнă»,- палăртнă Ульяновск облаçĕн веренӳ министрĕ Екатерина Уба.
Вырăнти вĕренӳ министерствин кăтартăвĕсемпе, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне хутшăннисен ĕçĕсене тĕпчени историпе вăтам балл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 4, 03 балл таран ӳснĕ (çапла майпа вăтамран 55, 55 баллпа танлашать), биологипе – 5,14 (56, 99 балл), информатикăпа тата ИКТ (информаципе коммуникаци технологийĕсем) – 4,31 балл (63,31 балл). Паянлăха çĕр балл пухнă ачасен 70 проценчĕ Ульяновск хулинчи шкулсенчен вĕренсе тухни паллă.
Аса илтеретпĕр: вырăс чĕлхипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕнче 17 вĕренекен çĕр балл пухнă, патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕнче (ГИА) 9-мĕш класс пĕтерекен 7543 ача ыйтусене «4» тат «5» паллăлăх хуравланă.
Çĕнĕ лагерь кăçалах уçăлĕ
Тереньга районĕнче 23-мĕш професси училищин никĕсĕнче çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен лагерь уçма палăртаççĕ.
Çак ыйтăва Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ муниципаллă пĕрлĕхре ĕçлĕ çулçӳревпе пулнă чух сӳтсе явнă. «160 вырăнлă лагерь уçни облаçра çут çанталăка вĕрентекен ăслăлăх енĕпе çамрăк биологсемпе экологсен, вăрман хуçалăхне тĕпчекен ачасен чаплă центрне уçма май парĕ,-тенĕ регионти вĕренӳ министрĕ Екатерина Уба.- Çапла майпа Раççей шайлă олимпиадăсемпе ăмăртусем тата слётсем ирттермелли ырă вырăн пулса тăрасса та шанатпăр. Çу-çĕртме уйăхĕсенче ăна çамрăк туристсене хатĕрлемелли шкул вырăнне усă курма май пулĕ».
Кĕпĕрнаттăр пĕрремĕш сменăна уçас умĕнхи хатĕрленӳ тата юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра професси училищин вĕрентӳçисене ĕçрех хăварма ыйтнă. Çĕнĕ лагерĕн «çул карттине» Сергей Морозова утă уйăхĕн вĕçĕнче тăратĕç.
 
: 964, Хаçат: 24 (1220), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: