Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикав ялĕ никĕсленсе кайнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине анлăн паллă турĕç. Хăнана С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем В.Н.Камеко тата А.Г.Еленкин, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов килсе çитрĕç.
Вĕсене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Ял çыннисем 100 каялла мăн аслашшĕсемпе асламăшсем ку çĕре Каша ялĕнчен мĕнле килсе вырнаçнине илемлетсе кăтартса пачĕç, сцена çумĕпе лаша лавĕсем иртсе кайрĕç.
С.И.Морозов нумай çул тăрăшулăх кăтартса вăй хунăшăн Н.П.Антонов тата Н.А.Милюшкин механизаторсене кĕпĕрнаттăрăн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çамрăк фермерăн А.Масловăн ĕçне Тав хучĕ парса хакларĕ. Шкула кайма пуçтарăнма пулăшса темиçе ачана парне пачĕ.
Х.В.Рамазанов та тăрăшуллă çынсене, обществăлла пурнăç хастарĕсене Хисеп хучĕсем, парнесем пачĕ, сцена çине чĕнсе илсе çулланнă хĕрарăмсен пуçĕсене тутăр çыхса ячĕ.
А.Г.Еленкин вара хăй ялне мухтаса: «Кунтикавра çуралнипе мăнаçланатăп!» – терĕ. Саккунсем кăларакан Пуху ятĕнчен вырăнти «Илем» ушкăна музыка центрĕ парнелерĕç.
Вăрçăран таврăнайман ентешĕсене асăнса шкул ачисем палăк патне чăрăш кăшăлĕ хучĕç. Ял çыннисем Л.В.Еленкин фермер укçа-тенкĕпе пулăшнипе ял администраци çурчĕ çумне часавай çĕкленĕ.
Уява районти тĕрлĕ ялсенчен килнĕ артистсем хутшăнчĕç, халăх умĕнче Аслă Нагаткинти «Шанăç» тата «Уйсас», Чăвашкассинчи «Шуçăм» ушкăнсем, Кивĕ Улхаш хорĕ, Хирти Анникав ушкăнĕ тата ыттисем пултарулăхне кăтартрĕç, çеремре карталанса сăвă каларĕç.
Юлашкинчен ял çыннисене тата хăнасене Шупашкартан килнĕ «Янташ» ушкăн юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
 
: 953, Хаçат: 24 (1220), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: