Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регион ял хуçалăхĕ çулсерен иртекен «Уй кунĕ-2013» уявра çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.Ульяновск облаçĕнче кĕрхи культурăсене 600 пин гектар çинче акса плана 5 процент ытлашши тултарнă.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çирĕплетнĕ тăрăх, çур аки ĕçĕсем йĕркеллĕ те кĕске вăхăтра пурнăçланнă. «Кĕрхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 320,2 (103,9), техника культурисене 211,6 (102), выльăх-чĕрлĕх çимелли культурăсене 87,6 пин гектар (111,1 процент) акнă», - палăртса хăварнă министр.
Асăннă культурăсене уйрăмах Мелекесс, Чăнлă, Чартаклă тата Майна районĕсенче акнă.
Плана Барăш, Сăр, Çĕнĕ Спасск районĕсем 139,7, 116,3, 111 процент пурнăçланă.
Аналитиксем пĕлтернĕ тăрăх, регионра пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 8,3-17,4 пин гектар ытларах акăннă. Çак кăтартусемпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округра - виççĕмĕш вырăнта.
Çур акинче пысăк ăсталăх кăтартнăшăн 150 ытла механизатор, агроном, бригадир, инженер-механик, ял хуçалăх ăсчахĕ, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕ ведомство наградисене тивĕçнĕ. Уявăн тĕп сцени çинчен тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернисене пĕлтернĕ.
Çур аки ăмăртăвĕн çĕнтерӳçисем – Кузоватово, Майна тата Мелекесс районĕсем.
 
: 795, Хаçат: 24 (1220), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: