Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Атьăр пĕрле юрлар-и паянхи кунпа савăнса. Атьăр пĕрле пурнар-и пĕрне-пĕри ыр сунса» - çак сăмахсемпе никĕсленсе иртрĕ Ульяновскри Винновка ращинче черетлĕ Акатуй.
Çак уява хатĕрлеме, йĕркелеме тата пысăк шайра ирттерсе яма пулăшаканĕ – Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, Ульяновскри сĕтел-пукан комбиначĕн директорĕсен Канашĕн пуçлăхĕ (ун пуçарăвĕпе Чукун çул районĕнче «Согласие» обществăпа информаци центрĕ саккăрмĕш çул ĕçлет, районта «Единая Россия» политика партин уйрăмĕ йĕркеленнĕ, «Согласие» çумĕнче А.Г.Еленкин депутатăн йышăну пӳлĕмĕ уçăлнă, Акатуй иртекен лаптăка чăвашла-вырăсла маçтăрланă баннерсем чăвашлăх тĕнчине илсе кĕреççĕ…) Анатолий Георгиевич Еленкин.
«Хисеплĕ ентешсем, хăнасем! Сире çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа иртекен уявпа – Акатуйпа – хĕрӳллĕн саламлатăп. Вăл Ульяновскра кашни çулах иртни чăвашсен йăли-йĕрки çирĕпленсе пынине кăтартать. Уяв ватти-вĕттине те, тĕрлĕ профессиллĕ хастарсене те пултаруллă ĕç-хĕлпе, искусствăпа, спортпа çыхăнтарать. Акатуй – тĕрлĕ наци çыннисен хушшинчи ыркăмăллăх, ăнланулăх, пĕрлĕх палли…» - терĕ ентешĕмĕр уява уçнă чух.
 
Пухăннисене Раççей Кунĕ, Чĕмпĕр-Ульяновск юбилейĕ тата чăваш наци уявĕ Акатуй ячĕпе ращана кĕнĕ çĕрте хăпартнă сцена çинчен Ульяновск хула пуçлăхĕн çумми Пётр Столяров, Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин, Чукун çул район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Трофимов тата «Руссы» юрă ушкăнĕ саламларĕç.
Уяв ращан тĕп площадки çине куçсан УОЧНКА пуçлăхĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, регион кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Владимир Сваев Акатуй пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕн чăваш мăчавăрĕ Александр Пешне йăланă кĕнĕ кĕлле халăх патне илсе çитерчĕ. Ун хыççăн чăваш халăх гимнне çаврăннă «Алран кайми» юрра пухăннисем ура çине тăрса янраттарчĕç. Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Валентина Игнатьева-Тарават ертсе пыракан «Шанăç» ушкăна уява уçма ирĕк пани те хăйне кура чыс. Юрăçсем: «Йыхрав илтĕмĕр, савсах килтĕмĕр…» - тесе уява чун кĕртрĕç.
Акатуя пынисене тĕп площадка сцени çинчен Ульяновск хулин пуçлăхĕ Марина Беспалова, Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумми Тамара Дмитриева, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин, хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумми Пётр Столяров, Чукун çул районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Трофимов, УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев саламларĕç. Владимир Ильич хула пуçлăхне Марина Беспалована чăваш тĕрриллĕ мăй тутăрĕ парнелерĕ.
«Помоги собраться в школу» тăвăма хутшăнса хула пуçлăхĕ Марина Беспалова, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн çумми Тамара Дмитриева тата депутачĕ Анатолий Еленкин çителĕклех пурнăçпа пурăнайман çемьесен кăçал пĕрремĕш класа каймалли ачисене шкул хатĕрĕсем парнелерĕç. Ульяновск хула Думин депутачĕ Николай Абрамов та хутшăнчĕ. А.Г.Еленкин уявра Адамовсене сцена çине чĕнсе кăларса çемьере тăваттăмĕш ача çуралнă ятпа саламларĕ, пепке - хĕр пĕрчи – çуралнине çирĕплетекен свидетельство, парне пачĕ. Ульяновскри сĕтел-пукан комбиначĕн директорĕсен Канашĕн председателĕ Анатолий Еленкин хăйсен пултаруллă ĕçченĕсене те манса каймасть, Акатуй кунĕ вĕсене парнесем парса чысларĕ. Вăлах çулсеренех Акатуй хăнисем хушшинче лотерея вăййи йĕркелеме хаклă таварсем туянса парать. Кăçалхи лотерея вăййин тĕп парни юманран маçтăрланă кĕнеке сĕтелĕ пулчĕ. Сăмах май, вăййа Чукун çул районĕнчи 46-мĕш шкул вĕрентекенĕ Ирина Мещанова пысăк маçтăрлăхпа йĕркелесе пычĕ.
Уява Шупашкартан ЧНК пуçлăхĕн çумми Елена Османова юрăç ертсе пыракан пысăк йышлă делегаци – артистсемпе паллă çынсем - килнĕ. Елена Османова Чĕмпĕр Енĕн хастарĕсене ЧНК Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Çак ĕçсем уяв программинче юрă-ташăпа ылмашăнса пычĕç. «Шанăç» (Аслă Нагаткин), «Илем», «Эревет» (Ульяновск), «Уяв» (Тутарстан Республикин Пăва хули), «Асамат» эстрада ушкăнĕ тата уйрăм артистсем – Елена Османова, Андрей Кузнецов, Константин Рязанов (Шупашкар), вырăнти юрăçсем – Игорь Пушкарёв, Анастасия Ахмерова, пĕртăван Ефремовасем тата ыттисем Акатуй кăшăлне çыхрĕç.
Янра, хут купăс!
Ку конкурс яланхи пекех хаваслă та янăравлă иртрĕ. Кăçал купăсçăсем хушшинче те, такмакçăсем хушшинче те вырăссем нумайччĕ. Халăх çак уява тахçанах кĕтнĕ ахăр, ташă-юрăшăн калама çук тунсăхлани палăрчĕ. Майрасемпе чăваш хĕрарăмĕсем микрофона пĕр-пĕринчен турт-турта илнĕ пек такмаксем каларĕç. Урисем вара кĕвĕ-çемĕпе хăйсемпех ташша ячĕç.
Купăсçăсем те хăйсен черетне чăтăмсăр кĕтрĕç. Паян кашнин халăх умĕнче палăрас килет-çке! Конкурса шĕкĕр хуламăрти 55-мĕш шкул вĕрентекенĕ Светлана Марышева ертсе пычĕ. Çăмăл пулмарĕ ăна ăста купăсçăсенчен чи пултаруллисене суйласа илме.
Пĕрремĕш вырăна Евгений Сеслюков купăсçă тата унăн аппăшĕ Галина Юркина такмакçă çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна — А.И. Дувалин тата И.П. Сидоров купăсçăсем тивĕçрĕç. Çак дуэт пĕтĕм Раççейри «Играй, гармонь!» кăларăма та хутшăннă, унăн ертӳçине Геннадий Заволокина купăс каласа тĕлĕнтернĕ.
Виççĕмĕш вырăна В.А. Тягусев йышăнчĕ. Çĕнтерӳçĕсене тĕп сцена çинче парнесем парса чысларĕç.
Вăйă тата спорт
Акатуй мĕн авалтан вăйăсемсĕр иртмен – арçынсем пĕр-пĕринпе вăй виçнĕ, ачасем ушкăнсемпе е пĕрерĕн хăйсен пултарулăхне кăтартнă, тĕл перессипе (ытларах чӳлмеке тĕллесе çапса çĕмĕрессипе) тупăшнă, вĕрен туртнă, михĕ ăшне тăрса чупнă, юпа çине лăхса парне илнĕ, ал вăйне виçнĕ, хĕрарăмсем кĕвентепе шыв йăтса чупнă. Ульяновскри Акатуйра ку вăйăсенчен нумайăшне выляттарчĕç. Юпа çине хăпарса ал вăйне виçме кăна вырăн пулмарĕ. Вăйăсене УОЧНКА исполкомĕн çамрăксен комитечĕн членĕ Елена Нагорнова ертсе пычĕ. Аслисем те, ачасем те ăмăртусене хаваспах хутшăнчĕç, вĕсем пурте парнене тивĕçрĕç.
Яланхи пекех Акатуйра Кĕрешӳ вырăнĕ çынсене нумай пухрĕ, чăвашсем тавраллах çемйисемпе, тăванĕсемпе ларса тухрĕç.
Анчах та кĕрешекенсен шучĕ çулсерен чакать. Кăçал 65 килограмм виçе категоринче 5 çын, 75 килограмм – 4 çын, 75 килограмран йывăртараххинче – 3 çын кăна кĕрешрĕç. Категорисенче çĕнтерекенсем – Павел Фёдоров, Алексей Чугунов (иккĕшĕ те Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Микулин ялĕнчен) тата Денис Сетнеров (Лаишевка) пулчĕç. «Абсолюткăна» тухса Акатуйăн чи сумлă парнине – такана илессишĕн кĕрешекенсем аран тупăнчĕç. Пирĕн паллă кĕрешӳçĕпе Денис Сетнеровпа вăй виçме Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш паттăрĕ Сергей Кунаков килĕшрĕ. Шел, выляса ячĕ. Çапла вара Акатуй Паттăрĕ ятне каллех Денис Сетнеров тивĕçрĕ.
Сăмах май, Денис 2001 çултанпа облаçри, Мускавра иртекен Раççейри Акатуйсенче чемпион ятне тата така çĕнсе илнĕ. Пĕр çулхине çак пысăк парнене тăватă хутчен тивĕçнĕ. Вунултă çул хушшинче вăл 40 яхăн (пĕр кĕтӳ!) така выляса илнĕ.
Юлашкинчен малти вырăнсене çĕнсе илнĕ спортсменсемпе хут купăсçăсене парнесем пачĕç. Уява тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă спонсорсене – П.К.Столярова, А.Г.Еленкина, Н.Г.Абрамова, А.П.Альмяшкина, Г.В.Майрабеева, А.П.Емелькина, А.В.Фёдорова, А.В.Садюхина, М.В.Селивестрова, Г.М.Мулянова, Ю.П.Мерлушкина, В.И.Трофимова, А.Н.Кочкова – УОЧНКА тав тăвать.
 
: 1046, Хаçат: 24 (1220), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: