Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Сахча ялĕн çывăхĕнче, Сахча шывĕ хĕрринче, Мелекесс районĕн чăвашĕсем Акатуй ирттерчĕç. Малтан сцена çинчен уй-хир ĕçченĕсене, хастарсене, нумай ачаллă çемьесене, пӳрт-çуртне тирпейлĕ тытакансене район пуçлăхĕ В.П.Тигин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Барышников тата И.Н.Иванюкова ертӳçĕ чысларĕç, парнесем пачĕç. Шкула каякан ачасем те пулăшусăр юлмарĕç.
Çаплах пухăннисене УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев саламларĕ, автономи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнакансене, культура мероприятийĕсене ирттерме пулăшакан усламçăсене Хисеп грамоти парса тав турĕ. Мелекессене вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева та саламларĕ. Сăмах май, районти пĕрремĕш Акатуй 1987 çулта шăпах Улендеевсен çемйи тăрăшнипе Тури Мелекесс ялĕнче иртнĕ.
Унтан пуçлăхсем ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ кил-çурта пăхса тухса хак пачĕç, чăваш апат-çимĕçне, сăрине тутанса пăхрĕç. Интереслĕ, алăстисен япалисене сутма кунта Владимир облаçĕнчи Суздаль хулинченех килсе çитнĕ.
Чăваш тумĕн «Салампи» конкурсне ултă хĕрарăм хутшăнчĕ. Вĕсем юрлас пултарулăхне, пĕçерсе килнĕ чăваш апат-çимĕçне кăтартрĕç. Чи пултаруллине ятарлă жюри палăртрĕ – Е.И.Гремячкина (Димитровград). Вăл хăй аллипе çĕленĕ кĕпине, сурпанне çынсене çаврăна-çаврăна кăтартнă май чăвашсем хăйсен тымарĕсем çинчен манса каймалла маррине те палăртрĕ. «Ман упăшка вырăс çынни, эпĕ ăна чăвашла калаçма вĕрентрĕм. Эпир тăтăшах çакăн пек пĕр-пĕринпе курнăçсан, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳресен, атте-анне йăли-йĕркине манмасан ачасем те ыррине курса ӳсеççĕ. Атьăр, тăвансем, чăваш йăли-йĕркипе пурăнар, тымарсене манар мар!» — терĕ Елена Ивановна сцена çинчен. Çаплах Л.А.Нюркина (Çĕнĕ Майна), Т.И.Иванова (Лебежайка), С.И.Ларионова (Димитровград) жюри кăмăлне кайрĕç. Саламписем пурте парнеллĕ пулчĕç.
Н.Н. Хураськин ялти Культура çурчĕн директорĕнче 1974 çултанпа вăй хурать. Кун пек мероприятисене вăл мĕн чухлĕ ирттернĕ! Хальхинче Николай Николаевич кунти мĕнпур спорт вăййисене тата конкурссене йĕркелерĕ, тĕп судья пулчĕ. Акатуя килнисем юпа тăрăх хăпарса ăмăртрĕç, волейболла, футболла, шахматла вылярĕç, михĕ тăхăнса чупрĕç, кире пуканĕ йăтрĕç – кама мĕн кăмăла каять. Салтак хуранĕнче хуратул пăтти пиçнĕ – пыр та çи!
Концерта вырăнти артистсемсĕр пуçне «Савăнăç» (Димитровград), «Телей» (Эврел), «Пилеш» (Çĕнĕ Малăкла) тата Ульяновскран килнĕ «Илем» ушкăнсем хутшăнчĕç, пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕç. Кивĕ Сахча шкулĕнче вĕренекенсем те аслисенчен юласшăн мар, купăс кĕвви майăн шӳтлĕ такмак калаççĕ, çынсене култараççĕ.
Уява укçа-тенкĕпе пулăшакансене тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем: Е.И.Гремячкина, Н.Н.Иванов, Ю.Н.Михайлов, В.И.Чигаков, С.В.Тойгильдин, И.В.Палькеев, П.И.Барышников, Л.Ф.Шульга, А.М. Степанов, Ю.В.Хворов, С.З.Герасимов, В.А.Михайлов, В.П.Кондрашов, Н.В.Благороднов, Ю.П.Кудряшов, В.А.Сутягин тата ыттисем. Ахальтен каламан ваттисем пĕрлехи ĕç ăнать тесе!
Акатуй паллине – автана – кивĕсахчасем Лебежайка ялĕнчи пуçлăхсене пачĕç. Тепĕр çул уява унта пуçтарăнĕç.
 
: 882, Хаçат: 24 (1220), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: