Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн тăрăхри хăш-пĕр чăваш чĕрене ыраттарма пăрахмасть-ха. Сăмахăм «Канаш» хаçата çырăнтарас пирки пырать. Паллакансене чăваш хаçачĕ пирки сăмах хускатсан куçĕсене тартаççĕ, хирĕç пулсан та вырăсла калаçма тытăнаççĕ. Çакă чунăма питĕ хурлантарать. Вара вĕсенчен ним каламасăрах пăрăнса утатăп. Паллах, пурте çапла хăтланмаççĕ.
Çĕртмен 2-мĕшĕнче пирĕн Языково посёлокĕнче манăн чи юратнă уяв – Пушкин кунĕсем — иртрĕ. Ку куна пирĕн тăрăхра питĕ юратаççĕ. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, мĕн чухлĕ юрă-ташă янăрарĕ çак кун. Эпĕ уяв иртекен парка чи малтан çитсе лартăм: халăх савăннине курма, уçă сывлăшпа сывлама.
Пирĕн кунта матаксем питĕ нумай. Чăвашсем пĕр çĕре пухăнтăмăр та ют пек мар, тăвансем пек шăкăл-шăкăл калаçрăмăр. Пĕри те вырăс сăмахĕ кăлармарĕ. Нина Барышева, Раиса Макарова, Нина Саранцеван кинĕпе ывăлĕ Светланăпа Юра питĕ кăмăла кайрĕç. Ыттисем те çакăн пек пулсан мĕнле лайăх пулĕччĕ тесе шухăшласа тăтăм эпĕ. Шел, хăйсенчен вăтанакан чăвашсем нумай çав…Пирĕн пек хăй нацийĕнчен ютшăнакан халăх тата пур-ши? Çук та пулĕ.
Çак уявран эпĕ хаваслă кăмăлпа таврăнтăм, ывăннине те туймарăм. Çак чăваш чунлă ентешсем мана вăй пачĕç. Хаклă тăвансем пекех туйăнчĕç. Малашне те çаплах пулăр-ха, тăванăмăрсем. Хаклă чăвашсем, пурсăра та «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илме сĕнетĕп. Укçа тупатăрах пулĕ. Хаçат урлă мĕн чухлĕ çĕннине пĕлме пулать!
 
Карсун районĕ,
Языково посёлокĕ.
 
: 818, Хаçат: 24 (1220), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: