Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Надежда Васильевна Карпова (хĕр хушамачĕ Ванюшкина) Павловка районĕнчи Кремучи ялĕнче 1959 çулта çуралнă. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕре кайса пурăнса пăхнă пулин те чунĕ тăван çĕршывах туртнă. Çавăнпа каялла килсе кунтах вырнаçнă.
-Атте манăн Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнчен. Павловка районĕнчи Свердлов ячĕллĕ колхоза ĕçлеме килнĕ те çакăнтах юлнă. Чăваш хĕрĕпе, пирĕн аннепе, пĕрлешнĕ. Çапла эпĕ тата икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Пирĕн çемьере ачасемпе чăвашла калаçнă. Çавăнпа шкулта вĕрентмесен те эпир тăван чĕлхепе калаçатпăр, вулатпăр. Вăт пирĕн ачасем вара чăвашла пĕлмеççĕ. Шкулта та вĕренмен, ман мăшăр та вырăс, ачасен арăмĕсем те вырăс, - каласа парать Надежда Васильевна.
Вунă класс хыççăн Надежда ытти тантăшĕсем пекех хулана çул тытать. Ульяновскри училищĕре çĕвĕç-закройщика çулталăк вĕренет. Кайран çар валли парашютсем çĕлекен фабрикăра вăй хурать. Вăрттăн предприяти шутланнă вăл. Çĕвĕç ĕçне кăмăлласан та (халĕ те çĕлеме питĕ юратать) Надеждăна ирĕклĕ хула пурнăçĕ пĕртте илĕртмест. Хĕр тăван ялне таврăнать, ялта шăпах çав вăхăтра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат уçăлнă пулнă. Надежда Васильевнăна заведующие лартаççĕ.
1979 çулта хĕр кӳршĕ Андреевка ялĕнчи вырăс каччипе çемье çавăрать. Вĕсен çемйинче 1981 тата 1984 çулсенче икĕ ывăл çут тĕнчене килет. Çĕршывра пысăк улшăнусем палăрмаççĕ-ха. Авантарах парнăç шыраса Карповсем Украинăна тухса кайма шутлаççĕ. Ворошиловград çумĕнчи хула евĕрлĕ пĕр посёлока вырнаçаççĕ. Пилĕк çул хушши чукун çул çинче ĕçлеççĕ вĕсем. Ачисем те шкула çӳреççĕ. Анчах ют çĕр вăл телевизорпа курма кăна илемлĕ. Çуралнă вырăн хăй патнех туртать. Карповсене те ăшă Украина çĕршывĕ йăлăхтарать, вĕсем каялла таврăнса Кремучи çумĕнчи Благодатка ялĕнче тĕпленеççĕ, Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçе пуçăнаççĕ. Надежда Васильевна ĕне сума вырнаçать. Çав вăхăтрах ял халăхĕнчен сĕт пуçтарать. 1993 çултан тытăнса колхоз тусичченех чăваш хĕрарăмĕ склад заведующинче вăй хурать.
Халĕ Карповсем килти хуçалăхпа пурăнаççĕ: виçĕ ĕне, сурăхсем тытаççĕ. Кашни шăматкун Павловка пасарне кайса сĕт, çу, хăйма, тăпăрчă сутаççĕ. Мускав çывăхĕнче пурăнакан ачисене, мăнукĕсене пулăшасшăн.
Надежда Васильевна пушă вăхăтра чăваш дискĕсенчи илемлĕ фильмсене курать, юрăсене итлет.
-Концертсене, спектакльсене çӳрес килет, анчах пирĕн паталла килекенсем çук. Юрать, дисксем сутаççĕ. Чуна йăпатакансем, мăнуксем, çулла килеççĕ канма. Çавсене кĕтсе пурăнатăп, - тет вăл.
 
Павловка районĕ.
 
: 869, Хаçат: 24 (1220), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: