Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă уявра Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕрлĕ çулсенче пĕтернĕ ентешсем те пурччĕ. Вĕсен хушшинче – Кивĕ Улхашра çуралса ӳснĕ Перасковья Великанова. Чăваш педучилищинчен вăл 1956 çулта вĕренсе тухнă.
«Диплом илтĕмĕр кăна – училищĕне хупса та хучĕç,- тет пăшăрханса вĕрентӳçĕ ветеран.- Куççульпех йĕтĕмĕр кĕтмен хыпара илтсен. Пире çакăнта чăн-чăн пурнăç çулĕ çине кăларнă-çке-ха: професси панă, çын тунă. Çакăнта эпĕ юлташсене, хамăн юратăва тупнă. Василий Великановпа эпир пĕр класра вĕренсе çемье чăмăртанă. Шел, ватлăхра пĕрле йăпанса пурăнма шăпа пӳрмерĕ. 1990 çулта вăл çĕре кĕчĕ».
Вĕренсе тухсан Великановсем Çĕнĕ Улхаш шкулне таврăнаççĕ. Перасковья Васильевна пуçламăш класс ачисене вулама, çырма хăнăхтарать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, кайсан та доска умĕнче тăрать. Вăл шутра çичĕ-сакăр çул чăваш чĕлхине вĕрентет. Василий Николаевич истори учителĕ пулнă.
Мăшăрĕсĕр тăрса юлсан Перасковья Васильевна кил-çуртне сутса Ульяновск хулине пурăнма куçать. Ку тĕле унăн тăватă ачи (икĕ ывăлпа икĕ хĕр) çемьесем чăмăртаса хулара тĕпленнĕ. Халĕ вĕрентӳçĕ Çĕнĕ хулара пĕчченех пурăнать. Ачисемпе сакăр мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ кичем ларма памаççĕ ăна. Аслă хĕрĕн Архангельскинче дача пур. Çулла вăл унта вăхăтне ирттерет. Хĕлле мăнукĕсем патне çӳрет, хаçат-журнал вулать. Хаçат тенĕрен, «Канаш» хаçатпа вăл 1989 çултанпах туслă. Кашни номернех тĕплĕн тишкерет. Çавăнпа та кĕçнерникуна чăтăмсăр кĕтет.
Уявсемшĕн тунсăхланăскерĕн «Губернаторский» Культура керменĕнче кăмăлĕ питĕ çĕкленӳллĕччĕ.
- Аслă Патриархăмăр çуралнă куна эпĕ çулсерен чăтăмсăр кĕтетĕп. Ку шăматкун та пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулатпăр. Ĕлĕкхи тантăшсемпе курса калаçас килет. Пирĕн аса илмелли питĕ нумай. Шутлатăп та, ĕлĕк эпир пурте пĕр евĕрлĕ чухăн пулнă. Пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: тĕлĕнмелле туслăччĕ, сăпайлăччĕ эпир, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕрччĕ. Юлашки çăкăра та пайласа çиеттĕмĕр. Çăкăрне черет тăрса туянмаллаччĕ. Ытларах чух пирĕн тĕлте çăкăрĕ пĕтетчĕ. Çавăн пек выçлăх вăхăтсем урăх нихăçан та ан таврăнччăр. Халĕ пурнăç аван. Шел, ватлăх пусса пырать. Педучилищĕре пĕрле вĕренекенсен речĕ те сайралать. Нимĕн те тăваймăн. Пурнăç йĕрки çапларах.
Вăл каланă тăрăх, вĕренекенĕсем ăна паян та манмаççĕ. Кашни уяв ячĕпе саламлаççĕ: шăнкăравлаççĕ, салам çырăвĕсем яраççĕ. Çĕнĕ хулара пурăнакан Юрий Фроловпа Сергей Французов уяв кунĕсенче чĕрĕ чечексемпе килнех саламлама пыраççĕ.
- Пире — вĕрентӳçĕсене — çапла хисеплеççĕ пулсан эпир пурнăçра ырă ĕç тунă, ĕмĕре усăсăр ирттермен. Çавăншăн савăнатăп,- йăл кулать Перасковья Васильевна.
 
: 748, Хаçат: 24 (1220), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: