Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекел шкулĕнче – икĕ çĕнтерӳçĕ!Парăнтара йман йывăрлăхсем çук
 
Нарăс уйăхĕнче Димитровградри ачасен сывлăхне çирĕплетмелли “Юность” лагерĕнче Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕ пулчĕ. Эпĕ чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине хутшăнтăм. Эп вĕренекен Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче тăван чĕлхене спецкурс майĕпе илсе пыраççĕ. Çавăнпа та олимпиадăна хутшăнмасăр пултараймарăм.
Олимпиадăра хам çулхисем хушшинче çĕнтерӳçĕ пулса тăни маншăн чăннипех кĕтменлĕх пулчĕ. Паллах, кашни çыннăн малта пулас килет. Çав шутра манăн та. Олимпиадăра çĕнтерсе тĕллев лартнине пурнăçлама май пуррине хама хам ĕнентертĕм. Парăнтарайман йывăрлăхсем çук! Малалла талпăнмалла кăна. Тăван культурăна, тăван чĕлхене хисеплемелле, нихăçан та манмалла мар!
Хама пулăшакансем пирки ырă сăмах калас килет. Чӳрекел шкулĕн вĕрентӳçисем, атте-анне, тăвансем, чи çывăх юлташăм, пĕр класра вĕренекен Марта Волынщикова, Кивĕ Мăклавăшри 11-мĕш класра вĕренекен Ксения Ульянова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Лидия Фёдоровна Ярославская пулăшăвĕсĕр эпĕ олимпиадăна лекес çукчĕ. Эпĕ шкулта вĕренекен пур ачана та олимпиадăна лекме, çитĕнӳсем тума сунатăп.
Çĕнтерӳçĕ пулма йывăр. Эпĕ вара çак ята çĕнсе илтĕм. Мана кубок, диплом тата медаль пачĕç.
Татьяна ТАУШКИНА,
9-мĕш класс.
 
Тавах юратнă вĕрентӳçе
 
Эпĕ вырăс чĕлхипе литератури предмечĕсемпе регионти олимпиадăна хутшăнтăм. “Юность” лагерĕн картишне кĕрсенех чĕре хытăрах тапма пуçларĕ. Мана малашне мĕн кĕтет? Пĕлменлĕх хăратать. Çитменнине, эп олимпиадăра пĕрремĕш хут.
Олимпиадăн ĕçĕсем йывăрччĕ. Хăранипе, пăлханнипе ал-ура чĕтрет, çыраймастăп. Вăхăт пĕтичченех лартăм, шкулта вĕреннисене веçех аса илме тăрăшрăм.
Пĕтĕмлетĕве çав кунах туманнипе пушшех йывăрччĕ. Кĕтесси питĕ йывăр. Вăхăта сая ямасăр тепĕр олимпиадăна – вырăс литературипе – хĕрсех хатĕрленме тытăнтăм.
Олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене çырса çапнă тесе пĕлтерсен эпĕ те ыттисем пекех кӳршĕ çурта чупса кайрăм. Кĕске вăхăтрах мĕнле кăна шухăш кĕмерĕ пуçа? Çитрĕм! Хут листи çинче хам хушамата шыраса тупрăм. Манăн чи пысăк балл иккен! Вунпĕр çын хушшинче эпĕ пĕрремĕш. Йĕмелле-ши е кулмалла-ши? Пĕлместĕп.
Наградăсем памалли вăхăт çитсен эпĕ питĕ телейлĕччĕ. Мана сцена çине чĕнчĕç. Мĕнле телей! Кубок, диплом алла тыттарчĕç, медаль çакса ячĕç. Еплерех ырă туйăм! Тăрăшман пулсан çĕнтерӳ ман алра пулатчĕ-и? Тăрăшни сая каймарĕ.
Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçине Тамара Николаевна Ларкинана чун-чĕререн тав тăватăп. Вăл мана олимпиадăна хатĕрлерĕ. Ыттисене те, маншăн пăшăрханакансене, пысăк тав.
Марта Волынщикова,
9-мĕш класс.
Майна районĕ.
 
: 801, Хаçат: 15 (1107), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: