Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Пётр Валентинович тата Сергей Валентинович Красновсен «Краснов и Ко» фермер хуçалăхĕ 1700 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Кăçалхи тĕш-тырăпа пĕртăвансем питĕ кăмăллă. Тухăç гектартан 30 центнер.
Пĕрчĕллĕ культурăсем 900 гектар çĕр лаптăкĕ йышăннă, вăл шутра çурхи тулă – 250 гектар, кĕрхи – 550, ыраш – 200, сĕлĕ, пăрçа (выртманни), урпа – 100. Хиртен килнĕ тырă малтан йĕтем çине кĕрет. Кунта вăл тасалать, типет. Унтан хăйсене кирлĕ чухлĕ вăрлăх хăварса тырра Майнăна, тата «Симбирскмука» завода ăсатаççĕ. Улăма рулона пресласа хураççĕ. Кайран халăха валеçсе параççĕ.
Пушаннă хирсене тĕрлĕ им-çампа апатлантарма тытăннă ĕнтĕ. Ун хыççăн хура çĕре кĕрхи тырă акаççĕ.
Сергей Валентинович каланă тăрăх, çĕр ĕçченĕсем килти çĕрулмине кăларса тирпейлесен хире тухаççĕ.
– Техника çителĕклех. Çĕнĕ çĕрулми усрама вырăн та хатĕрленĕ. Чĕкĕнтĕр кăларакан комбайнсем те хăйсен черетне кĕтсе тăраççĕ, - тет фермер.- Икĕ комплекспа кăларасшăн. КС-6, БМ-6 (çеçкинчен тасатакан машина) тата РБМ-6 çĕнĕ комбайн. Çак модель питĕ ансат. Вăл пирĕн хире кăçал пĕрремĕш хут тухать. Комбайн çеçкене авăртсах пырать. Пирĕн хуçалăхра рабочисем те çителĕклĕ: хамăрăн —10, вăхăтлăх тара тытнă рабочисем — 22. Ĕçшĕн вĕсене укçа тата тырă паратпăр. Выльăхсем усракан ял çыннине утă-улăм, тыр-пула та кирлĕ.
Фермер малта пыракан механизаторсене асăнса хăварчĕ. Комбайнёрсенчен А.Комаров, В.Краснов, Г.Муравьёв, Н.Сергеев хастар ĕçлеççĕ. Водительсенчен – С.Ермолаев, А.Карпов, Л.Фёдоров. Унсăр пуçне хирсене пушар хăрушлăхĕнчен сыхлас енĕпе В.Грачёв яваплăха туйса ĕçлет.
Ĕç çыннине вăхăтра апат çитерессине те кунта лайăх йĕркеленĕ. Любовь Дмитриева кунне виçĕ хутчен (икĕ хут – хирте, пĕрре – столовăйра) вĕри апатпа тивĕçтерет.
Халĕ фермерсен хĕрӳ кунсем пыраççĕ. Кашни янкăр кун хаклă. Пуçтарса кĕртнине вăхăтра вырнаçтармалла, вăхăтра çĕре апатлантармалла, вăхăтра акса хăвармалла. Вăхăтра акатăн – вăхăтра шăтать. Килес çул аван тухăç парать. Кĕрхи пуян – хĕл ăшши тенĕ халăхра.
-Çумăр хирсене пăртак çемçетрĕ. Тар тăкса ӳстернĕ тымар çимĕçе те вăхăтлă, тирпейлĕ пуçтарса кĕртес шанчăк пур,- тет Сергей Валентинович.
 
 
Хирти Репьёвка.
 
: 690, Хаçат: 39 (1131), Категори: Тырçи

Комментарисем:

Kelenna (2016-06-30 11:25:44):
What an incedrible articleĕ I guess you really do learn something new everydayĕ I am so glad I found your websiteĕ I will be back to read more as soon as possibleĕ Thanks so much for sharing your knowledge with meĕ I really appreciate itĕ

Kevrel (2016-07-02 02:26:05):
It's a plesaure<Ӳa> to find someone who can identify the issues so clearly

Andi (2016-07-02 08:44:46):
What an awesome way to explain this-now I know evierthyng! http,ӲӲenaytjxoĕcom [urlçhttp,ӲӲdjnvhuĕc om]djnvhu[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲkaxkrrz aĕcom]kaxkrrza[Ӳlink]

Doughboy (2016-07-02 14:35:32):
Such an
imiersspve<Ӳa> answer! You've beaten us all with that!

Bunny (2016-07-04 20:47:26):
I'm not easily impesesrd but you've done it with that postingĕ http,ӲӲrtsvrypsĕcom [urlçhttp,ӲӲtiknrbpĕ com]tiknrbp[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲgczureg sdĕcom]gczuregsd[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: