Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Урам ятне Винновка ялне тĕплекен Киндяковсен çемйине асăнса панă.
Киндяковсем – 16-мĕш ĕмĕртенпе пыракан дворянсен йăхĕ. Çемьерен ытларахăшĕ пĕр пек мар шухăшланипе палăрса тăнă. Пётрпа Павăла, тĕслĕхрен, 18-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче правительствăна хирĕç пыракан юхăма хутшăннăшăн Çĕпĕре кăларса янă. Çакă паллă – «Обрыв» кĕнекене çырас шухăш И.Гончаров писателĕн пуçĕнче Винновкăри Киндяковсен çуртĕнче пулнă хыççăн çуралнă. Шел, çак çурт сыхланса юлман. Анчах Киндяковсен ырă ячĕ Ульяновскри кăнтăр районĕнче ĕмĕрлĕхех çирĕпленнĕ.
Свирь паттăрĕсен урамĕ
Ку урама Аслă вăрçă çулĕсенче палăрнă 12 çар çыннин паттăрлăхĕ ячĕпе панă.
1944 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче Карели тăрăхĕнче хĕрӳ çапăçусем пынă. Пирĕннисен Свирь юхан шывăн тепĕр енне каçмалла пулнă. Анчах тăшман хăш тĕлте пулнине пĕлмен. Вуникĕ салтак тăшман ăçта ларнине пĕлме чее меслет шутласа кăларнă. Пĕренесенчен сулă ăсталанă. Ун çине çар тумне улăмпа тултарнă суя салтаксене вырнаçтарнă. Вуникĕ салтак сулă айне вырнаçса сулла юхан шыв урлă тĕртсе ишнĕ. Тĕпне пуля лекмелле мар тунă. Сулă ишнине курсан тăшман мĕнпур тĕлтен пеме тытăннă. Çапла пирĕн çарăн 300-мĕш полкĕ атакăна кайса тăшмансене çĕмĕрсе тăкнă.
Вун икĕ салтак хушшинче пиллĕкĕшĕ Чĕмпĕр хулинчен пулнă: Аркадий Барышев, Владимир Маркелов, Иван Мартынов, Михаил Тихонов, Борис Юнусов. Мĕнпур салтакĕ чĕрĕ юлнă. Вĕсем пурте Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Ульяновскри пĕр урама Свирь паттăрĕсен ятне панă.
Çак операцие хăй куçĕпе Чĕмпĕр çынни, Аслă вăрçă участникĕ Николай Егоров курнă. Тепĕр çирĕм çултан вăл Карелие çитсе хăй тахçан çапăçнă вырăнсене курнă, 12 паттăр çинчен фильм ӳкернĕ.
 
: 782, Хаçат: 24 (1220), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: