Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Халап тăрăх, 200 çул каялла Турхан Упи тăрăхне Мишанкка текен çĕвĕç килсе тĕпленнĕ. Вăл хресченсем валли тум-юм çĕленĕ, уншăн укçа илнĕ. Ялтан кайсан ăна Хурăнвар тип çырминче вăрă-хурах тапăннă. Çумĕнчи укçине туртса илсе вилмеллех амантнă. Çĕвĕçе вилнĕ тĕлтех пытарнă. Вил тăпри çине юпа лартнă.
Çав самантран пуçласа чылай вăхăт хушши çумăр пулмасан çынсем Мишанкка çилленнĕ, çавăнпа та çумăр çутармасть тесе шутланă. Вара хăш-пĕр шурсухалсем (Тихонов Микихверĕ, Савин Ваçлейĕ, Элю Курак тата ыттисем) ял урамĕсем тăрăх çӳресе кил-çуртран апат-çимĕç пуçтарнă: çăмарта, çăкăр, кĕрпе, аш-какай тата ыттине те. Çак ĕçме-çимепе вĕсем çырмари тăлăх вил тăпри çине кайса Мишанккана асăннă, çумăр ыйтнă. Çакăнтах вăрăсемпе Мишанккан çапăçăвне сăнарласа кăтартса панă.
Типĕ çанталăкра çумăр ыйтма халăхпа чиркӳри пуп та çӳренĕ. Ку хĕрес çӳревне вăл Мункун хыççăн Вознесени кунĕнче ирттернĕ. Кунашкал чиркӳ йăли-йĕркине – хĕрес уттине – тĕрĕссипе, кашни çулах йĕркеленĕ, типĕре — темиçе хутчен те. Риза тăхăннă пуппа унпа пĕрле çӳрекен чиркӳ çыннисем, ял халăхĕ масар çине улăхнă, сĕтел, çавра çăкăр, турăшсемпе хоругвь йăтнă, псаломсем, тĕн юррисем юрланă, Турăран çумăр ыйтнă. Çăкăра касса, темиçе пая пайласа çăва çинче хăварнă. Ку йăласене пурнăçласси Кĕçĕн Мункун хыççăн пуçланнă та Çимĕкчен пынă. Вĕсене вырсарникунсенче çеç ирттернĕ. Йĕркесене пурнăçа кĕртнĕ чухне кашнинчех кивĕ тата çĕнĕ масарсене çитсе килнĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 940, Хаçат: 24 (1220), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: