Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнчи ялсенче пулса курнă хыççăн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Подкуровка ялĕнчи ача сачĕ пулнă çуртран каялла садик тумалли пирки каланă. Çак тĕллевсемпе 25 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Йышăнăва кӳршĕ ялсенчи – Скугареевкăпа Ясашлă Ташла - ачасене садика вырнаçтарма черет пысăк пулнипе те тунă. Вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба сăмахĕпе, çурта юсасан тата 55 ачана садика илме пулĕ.
Хальхи вăхăтра Ясашлă Ташлара 1910 çулта тунă çуртра вырнаçнă садика 23 ача, Скугареевкăри 1903 çулта тунă çуртри садика 15 ача çӳрет. Подкуровкăра вара хупнăранпа ачасен шкулчченхи учрежденийĕ пулман.
 
Скугареевка шкулне юсама укçа уйăрнă
Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулне тĕпрен юсама 5 миллион тенкĕ уйăрмалла, 4 миллион область бюджетĕнчен, 1 миллион - районтан. Çакăн пек пĕтĕмлетĕве Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр шкулта пулса курнă хыççăн тунă.
Шкул çуртне тĕпрен 1973 çултанпа юсаман. Иртнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе шкул тăррин пĕр пайне тата темиçе чӳрече улăштарнă, газ кăмакине йĕркене кĕртнĕ, столовăй валли кашăк-тирĕк, шалта туалет тума оборудовани, 280 пин тенкĕлĕх спорт хатĕрĕ туяннă. Кăçал кирлĕ литература тата учебниксем туянма шкула регион бюджетĕнчен 500 пин уйăрнă.
 
Хĕле хатĕрленеççĕ
Облаçри ял хуçалăхĕсем хĕле хатĕрленсе выльăх валли курăк çулма тытăннă. Эрне пуçламăшне мĕнпур лаптăкăн 27 процентне (19,6 пин гектар) çулса типĕтнĕ.
Вешкайма, Карсун, Мелекесс, Çĕнĕ Спасск, Сăр, Чартаклă районĕсем утă тата сенаж хатĕрлессипе малта пыраççĕ. Облаçра пурĕ 17,6 пин тонна утă, 19,6 пин тонна сенаж пуçтарса кĕртнĕ.
Ял хаçалăх министрĕ Александр Чепухин каланă тăрăх, çанталăк лайăх тăнипе выльăх апатне хатĕрлес ĕç пĕлтĕрхинчен хăвăртрах тата лайăхрах пырать.
Тыр-пул калчисене удобренипе апатлантарассипе тата çум курăкĕпе кĕрешессипе хуçалăхсем туллин ĕçлеççĕ. Хальлĕхе 456 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисем çинче çак ĕçсене пурнăçланă.
 
Укçана вырнаçтарнă
Регионта бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене ĕç укçи пама 250 миллион тенкĕ кайнă. Финанс министрĕ Ольга Максимушкина сăмахĕпе, хыснана федераллă центртан çак тĕллевсене 282 миллион та 400 пин тенкĕ куçарнă. Çак суммăран ытларах пайĕ ĕç укçине тӳлеме, 32 миллион тенки ачи çулталăк çурă тултариччен килĕнче ларакансене пособи тӳлеме кайнă.
 
Улма-çырлапа глюкозăн çăра шывне кăларĕç
Облаçра улма-çырлапа глюкозăн çăра шывне кăларма тытăнĕç. Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Группи Юджи» компанин ертӳçипе Максим Авдеевпа Санкт-Петербургри экономика пухăвĕнче тĕл пулса килĕшӳ тунă.
Тулла ĕçлесе çитерекен тата улма-çырлапа глюкозăн
çăра шывне кăларакан çĕнĕ завода лартма 3 миллиард та
600 миллион тенкĕ инвестици кирлĕ пулать. Вăл Атăл леш енчи «Заволжье» промышленность зонинче вырнаçĕ, 250 çĕнĕ ĕç вырăнĕ парĕ.
 
: 1001, Хаçат: 25 (1221), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: