Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Эревет» халăх ансамблĕн илемĕ – ун юрăçисем. Çепĕç те янăравлă сасăллă çеç мар вĕсем, яштака пӳ-силлĕ, хитре сăн-сăпатлă. Чăваш тумне тăхăннăскерсем шур акăш евĕр хӳхĕм курăнаççĕ»,-тенине илтме тӳр килчĕ унăн Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче нумаях пулмасть иртнĕ концертĕнче. Уйрăмах тухьяллă пикисемпе хушпуллă арăмĕсем килентереççĕ иккен куракансене. Пурте пултаруллă вĕсем.
 
Мария Столярова «Эревет» ансамбле 1989 çулта солист-кăсен тĕрĕллĕ кĕпине ытараймасăр çӳреме пуçланă. Иккĕмĕш пикине çуратсан пăртак тăхтав тунă хыççăн каллех юрлать вăл, чăваш юррине ытарайман чăваш хĕрарăмĕ.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи нумай ачаллă çемьере ӳсекен Мария Алякина-Столярована юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕрекенĕ – унăн шкулти вĕрентӳçи, аташĕ Мария Ивановна Лысова. Тăван чĕлхе вĕрентӳçи илемлĕ сасăллă маттур шкул ачисене пухса юрлама-ташлама, чăваш халăхĕн ырă йăлисене ăса хывма хăнăхтарнă. Мĕнпур ăшшине, пĕлĕвне, ăсталăхне хастар ачасене панă.
—Эпир хамăрăн пултарулăх ертӳçине юрататтăмăр,- аса илет Мария.- Шкулта чăвашла та, вырăсла та юрлама килĕшетчĕ пире. Концертсемпе Çĕпрел районĕ тăрăх чылай çӳренĕ. Тутар ялĕсенче ăшшăн йышăнатчĕç пире, чăваш ачисене. Астăватăп-ха, пĕррехинче район центрĕнче Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне çарпа патриотла воспитани темипе конкурс иртнĕччĕ. Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен виçĕ хĕрпе икĕ арçын ача кайса Çĕпрелĕнчи Культура çуртĕнче «Белеет ли в поле пороша» юрра юрларăмăр, пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Савăнăç туйăмĕ еплерех капланса килнине ăнлантарса пама та йывăр. Юрласа пĕрремĕш тухрăмăр-çке!
Саккăрмĕш класс хыççăн Мария Алякина Ульяновск хулине çĕвĕçе вĕренме каять. Качча
кайсан Баратаевкăра пурăнма пуçлаççĕ. Пилĕк çултан хĕрача çуралать. Мăшăрĕ сарăмсăр вилсен пĕчĕк пепкипе Çĕнĕ хулана куçса килет.
—1985 çулта «Авиастар»
заводра ĕçлеме пуçларăм.
Ирех ĕçе чупаттăм, тĕпренчĕкĕм ача садне çӳретчĕ. Тăвансем хавхалантарсах тăратчĕç,-каласа парать Мария Ивановна.—Пĕррехинче çапла хамăр подъездра лифт кĕтсе тăратăп – урамран пĕр кинемейпе вăтам çулсенчи арçын кĕчĕç. Лифт алăкĕ уçăлчĕ те, виçсĕмĕр те кĕрсе тăтăмăр. Хĕрарăм чăвашла калаçать, миçемĕш хута улăхнипе интересленчĕ. Эпĕ мĕншĕн пĕчченнине, кам иккенне ыйтса пĕлчĕ. Пĕр сăмахпа каласан шăпах вăл мана пулас упăшкапа – хăйĕн халиччен те авланман ывăлĕпе — паллаштарчĕ. Пирĕн черетлĕ тĕлпулăва йĕркелекенĕ те хунямах — Анастасия Столярова. Ывăлĕ те авланман, эпĕ те – мăшăрсăр. Икĕ чĕре пĕрлешнĕ çĕрте çак сăпайлă, ырă хĕрарăмăн тӳпи пысăк. Пирĕн çемье 1997 çулта чăмăртанчĕ. Паян та пит килĕштеретпĕр хунямапа. Ырă сунакан çынна епле юратмăн? Мăшăр Николай Столяров Çĕнĕ хулари реабилитаци центрĕнче водительте вăй хурать. Кристина хĕрĕм 13 тултарчĕ. Асли – Наташа – паян облаçри клиника пульницин медицина сестри. Чиперуксем иккĕшĕ те мĕн пĕчĕкрен «Эревете» çӳренĕ.
Наталья ташланă. Кĕçĕнни юрлать те, ташлать те. Кристина Столярова Çĕнĕ хулари 64-мĕш вăтам шкулта Чăваш культура центрне уçнă çĕре хутшăннă, чăваш пукани пек илемлĕ хĕрача хаклă та сумлă хăнасемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва каснă. Паян 50-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет, вуннăмĕш ӳнер шкулĕнче чаплă Додосов хорĕнче юрлать. Питĕ хастар та пултаруллăскер вăл. Амăшĕ пекех.
—«Эревет» ман пурнăçра
пысăк вырăн йышăнать. Ун юрăçисен – Раиса Шумилован, Фаина Самойлован, Мария Уткинан, Вера Мандрейкинан, Владимир Сорокинăн тата ыттисен те – сассисем хăйнеевĕр илемлĕ. Паян ансамблĕн çĕнĕ ертӳçи Станислав Толстов пирĕнпе пит тăрăшса ĕçлет. Концертсемпе нумай çӳретпĕр. Облаçри хуласемпе ялсенче те тăтăш пулма тивет. Вырăс юррисем мана килентереççĕ. Мария Уткинапа «Кнопочки, кнопочки», «Как взять себя в руки» юрăсене юратса шăрантараттăмăр. Чăвашлисем вара мана пурте тенĕ пекех килĕшеççĕ: халăх юррисем те, эстрада юрри-кĕвви те, - тет юрăçă.
Мария Столярова çамрăклăхĕн вăрттăнлăхĕ те çакăнта пытарăннă пуль. Илемлĕ те çепĕç чăваш юррине юратнинче. Мария Ивановна «Авиастарти» ĕçне, туслă çемйине кăмăллать, ачисемпе мăшăрне ытараймасть. Шăпи хĕрарăм умне тĕрĕслевсем килсе тăратнине пăхмасăр пурнăçне ӳпкелемест вăл, ăнчĕ тет.
 
: 1074, Хаçат: 25 (1221), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: