Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентина Яковлевна Чундерева Вăта Тимĕрçенте 1926 çулта çуралнă. 1933 çулта унăн çемйине кулак тесе Карелие ăсатнă.
Тăван çĕршывран пин-пин çухрăмра, тайга чăтлăхĕнче Валентина улттăмĕш класс пĕтериччен пурăннă.
87-ре пулин те вăл «Канаш» хаçата çырăнса илет.
 
Акă мĕнлерех аса илет вăл нихçан манăçми çулсене.
-Пирĕн атте — Яков Сергеевич — агрономччĕ. Ял совет председательне пулăшаканĕнче, çĕр виçекенре тата ытти тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕ. Колхоз ятне çӳлерех çĕклес тесе нумай тăрăшрĕ. Тахçан шуррисен çарĕнче çапăçма тивнĕ ăна. Унăн ашшĕ – манăн асатте – Пугачёв çарĕнче çӳренĕ. Пăлхавçăн çарне аркатсан çичĕ çемьене Вăта Тимĕрçен тăрăхне килсе яраççĕ. Кунта ун чух вăрман кашланă. Питĕ йывăр пулнă çĕнĕ пурнăç йĕркелесе яма. Пурпĕрех пĕтмен вĕсем. Пĕрре яла халăх шкулĕсен инспекторĕ И.Н. Ульянов пынă. Асатте çуклăхра пурăннине курсан хĕрхенсе: «Сирĕн пилĕк ывăл, эсĕ мĕншĕн çапла чухăн пурăнатăн? Арçын ачасем çĕр илме тивĕç. Ав, таврара мĕн чухлĕ çĕр, кайăр та хăвăра уйăрса илĕр»,- тенĕ. Çапла асатте çĕрлĕ пулать. Çурт лартать. Çĕрĕпе пĕлсе усă курса часах çирĕп хуçалăхсен шутне кĕрет. Ывăлĕсем ӳссе çемьесем чăмăртаççĕ. Атте те ура çине тăрать.
1933 çулта кӳршин çăхавĕпе пирĕн аттене репрессилеççĕ. Вăл малтанах ĕненмерĕ. «Пулма пултараймасть, ку йăнăш япала. Эпĕ никама та сиен туман-çке,- терĕ. – Курăр акă, пуçлăхсем мана тӳрре кăлараççех». Анчах унăн ырă ĕçĕсене шута илмерĕç. Ултă ачаллă çемьене çĕрле килсе çири тумпа çуртран хăваласа кăларчĕç. Атте тунă çĕнĕ çурт илемлĕччĕ, эрешлĕ крыльцаллăччĕ. Ытти çирĕп çемьесене те çак шăпах кĕтрĕ. Пире пĕр сивĕ çурта хупрĕç, йĕпе урайне пăрахрĕç. Эпир выçăллă-тутăллă çав пӳртре пурăнтăмăр. Ял ырă çынсемсĕр мар. Пётр Мукин пире шеллесе хăй патне пурăнма ячĕ – хăйне çакăншăн мĕн кĕтнине пăхмасăрах. Часах «халăх тăшманĕсене» пĕр çурта пуçтарчĕç. Хуралçă тăратрĕç. Аппа – Анна – çитĕннĕ хĕрччĕ ĕнтĕ. Хуралçăран тула кайма тесе ыйтса тухрĕ те урăх таврăнмарĕ. Тарчĕ.
Карелири Кярг-Озеро текен ялта (çак тăрăхра Станислав Ростоцкий «А зори здесь тихие» кино
ӳкернĕ) пире ним ырри те кĕтмерĕ. Юр ӳкрĕ. Эпир çерçи пек çап-çара. Анне хурăн хуппинчен пушмак пек япала çĕлесе пачĕ. Анчах вăл часах çĕтĕлчĕ. Патшалăх пушмак парсан хытă савăнтăмăр. Эпир чукун çул хĕрринче пурăнтăмăр. Вакунсем пушатат-тăмăр. Аслисем вăрман касатчĕç. Ачасене шахта юписем валли уйăрнă пĕренесене хуппинчен хырса тасаттаратчĕç. Ĕçшĕн
сахал тӳлетчĕç, тăраниччен çитер-местчĕç. Эпĕ çынсем вăраниччен тăрса çӳп-çап шăтăкĕнче çĕр улми хуппи пуçтарма чупаттăм. Пĕр поварĕ шеллетчĕ ахăр. Çиме юрăхлă апатах мана валли пĕр çĕре тăкса паратчĕ. Эпĕ пуçтарса казармăна таврăнаттăм,- каласа парать Валентина Яковлевна ассăн сывласа.
Аппăшĕ темле майпа Ăренпур хулине çитсе вырнаçнă, качча кайнă. Ачи вилсен вăл йăмăксене пурăнма илесшĕн пулнă. Пĕр Валентина çеç кайнă. 7-мĕш класс унта пĕтернĕ. Аннăн упăшки вилсен ăна пăянамăшĕ килĕнчен хăвса кăларать. Çапла Аннапа Валентина Тимĕрçене таврăнма шутлаççĕ. Куйбышев хулине çитсен Аслă вăрçă тытăннине пĕлеççĕ.
-Вокзалта халăх хĕвĕшет. Йĕре-йĕре вăрçа ăсатаççĕ. Уйăха яхăн тертленме тиврĕ пире вокзалта. Пуйăссем вăш та ваш иртсе каяççĕ. Аран-аран Вăта Тимĕрçене çитсе ӳкрĕмĕр. Паллах, пире кунта никам та кĕтмен. Пурăнма кĕтес те çук. Ялти кайăк выçăпа вилмен тенĕ халăхра. Ял тăрăх ыйткаласа çӳрерĕмĕр. Пĕр пушă киле кĕрсе пурăнма тытăнтăмăр. Ял халăхĕпе колхоз ĕçне çӳрерĕмĕр,- каласа парать Валентина Яковлевна.
Арçынсем йăлтах вăрçăра. Мĕнпур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Пухнă тырра йăлтах фронта ăсатнă. Кĕсьере тырă тупсан тĕрмене хупнă. Унăн икĕ йăмăкне те тырă вăрланă тесе пĕрне çулталăка, теприне çулталăк çурра тĕрмене лартаççĕ.
-Саккăрмĕш класра вĕренетĕп. Выçлăх хырăма касать. Пĕрре эпĕ Пироговсем патне кĕнĕ. Вĕсем апатра. Мана чĕнеççĕ. Эпĕ вăтаннипе «манăн çиес килмест»,- тетĕп. Кайран мана Укахви аппа хăй патне пурăнма илчĕ. Çапла эпĕ вунă класс пĕтертĕм. Аван вĕренеттĕм. Нумай вулаттăм,- аса илет Валентина Яковлевна. -Вăрçă хыççăн тăлăх пит нумайччĕ. Районта Ача çуртне уçсан мана çавăнта ĕçлеме чĕнĕç. Кунта выçса вилмĕн терĕç. Мелекесри пуçламăш класс вĕрентӳçисен кĕске курсне (çур çула) вĕренме ячĕç. Вĕренсе тухсан Пухтел районне шкула ĕçлеме ярасшăн. Эпĕ килĕшместĕп. Манăн Ача çуртне ĕçлеме каяс килет. Пурте манран тĕлĕнеççĕ: «Эс мĕн, хăвна нуша шыратăн-и? Пĕлетĕн-и унта мĕнле ачасемпе ĕçлемеллине?». Хам тăлăх ӳснипе мана çав нушаллă ачасен шăпи çывăхрахчĕ çав. Ача çуртнех вырнаçрăм. Ялсенчен пуçтарнă тăлăхсем вырăсла пач пĕлместчĕç. Эпĕ вĕсене вырăсла калаçма, вулама вĕрентрĕм. Ашшĕ-амăшĕшĕн хытă тунсăхлатчĕç, йĕретчĕç. Кичеме сирес тесе тĕрлĕ мероприятисем шутласа кăлараттăм. Физкультура урокĕнче пирамидăсем тăваттăмăр, спектакльсем лартаттăмăр.
Пĕррехинче директорпа бухгалтер хулана кайрĕç. Мана асли вырăнне хăварчĕç. Тĕрĕслеме килекенсене кĕртме хушмарĕç. Чăнах та, комисси килчĕ. Эпĕ кĕртмерĕм. Вĕсен хушшинче райкомăн пĕрремĕш секретарĕ те пулнă иккен. Çавăншăн мана ĕçрен кăларса ячĕç. Паллах, мана вĕренӳ уйрăмĕ ярасшăн мар. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултараканĕ районта та урăх çукчĕ те. Мана тепĕр Ача çуртне завуча куçарчĕç. Кунта пурĕ 8 ушкăнччĕ. Иртĕхекен, пуçтахланакан ачасемччĕ. Воспитательсене пăхăнмаççĕ, столовăйран апат-çимĕç вăрлаççĕ, ĕçлемеççĕ, çапăçаççĕ. Кашни ушкăнрах «пуçлăх» пуррине пĕлсе эпĕ чи малтан унпа пĕр чĕлхе тупрăм. Вара мĕнпур ĕç йĕркеленсе кайрĕ. Чи начар Ача çуртĕнчен тĕслĕхли пулса тăчĕ. Пахча çимĕç ӳстереттĕмĕр. Пиртен вĕренме таврари мĕнпур шкултан килетчĕç. Çапла манăн ятăм-сумăм татах ӳсрĕ,- тет йăл кулса Валентина Яковлевна.
Часах ку ача çуртне пăрахăçлаççĕ, ун вырăнне ăс-тăн енчен сывах мар çынсен çуртне туса хураççĕ. Валентина Яковлевна ĕçрен тухать. Куçăмсăр майпа пединститут пĕтерет. Кремёнкири Ача çуртне ĕçлеме вырнаçать. Кунта та вăл паллă педагог Макаренко пек çанă тавăрса ĕçе пуçăнать. Кунта та хисепе тивĕçет.
Мăшăрне Польшăна ĕçлеме ярсан Валентина Яковлевна унпа каяймасть, вĕсен часах ача çуралмалла. Шел, ăна шăпа каялла таврăнма пӳрмен. Вăл çавăнтах вилнĕ. Люда хĕрне амăшĕ пĕчченех ӳстерет.
Ĕç биографине Валентина Яковлевна малалла Вăта Тимĕрçен шкулĕнче тăсать. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Унсăр пуçне обществăлла ĕçсене кӳлĕнет: спектакльсем лартать, ялта уявсем йĕркелесе ертсе пырать. Çак ĕçсене ачасеме вĕрентӳçĕсене явăçтарать. Ялта ача садне уçсан унта та театр йĕркелет, шăпăрлансемпе спектакльсем лартать. Тивĕçлĕ канăва кайсан та килте лармасть вăл, тата пилĕк çул ĕçлет.
Ĕç ветеранĕ халĕ пĕчченех кун кунлать.
-Эпĕ 60 çул килсĕр-çуртсăр пурăннă! Ку кивĕ çурта мана вунă çул каялла çеç пачĕç-ха. Пурăнатăп халĕ качакасемпе çапăçса. Телее, мăнуксем çăл алтса пачĕç. Халĕ шыв çумрах,- кăмăллăн кулать вăл качака путеккисене ачашласа.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1007, Хаçат: 25 (1221), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: