Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ю.П.Яковлев «Газпром газораспределение Ульяновск» обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче тĕп строительство ушкăнĕн пуçлăхĕнче çичĕ çул вăй хурать ĕнтĕ. Ку ĕçре ун опычĕ пысăк, малтан ДПМКра маçтăр, прораб, инженер пулнă, каярах çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 13 çул инженерта ĕçленĕ.
Ĕç биографийĕ вара ун Хусанти инженер тата строительство институтĕнчен вĕренсе тухсан Кивĕ Çĕпрелĕнче (Тутарстан) пуçланать. Унта вăл направленипе лексе икĕ çул ĕçлет. Ун хыççăн Яковлевсен çемйи Аслă Нагаткина пурăнма куçать.
Ĕçĕ çăмăл мар ун. Ку организаци тăватă районта – Вешкайма, Карсун, Сăр тата Чăнлă – газ пăрăхĕсем хурать, пӳртсене те кĕртет. Строительство ушкăнĕн пуçлăхĕн рабочисем, маçтăрсем технологие пăхăнса ĕçленине пĕтĕмпех тĕрĕслесе тăмалла. Пурте пĕлетпĕр: газ хуçалăхĕнче ĕçлесси питĕ яваплă. Кунта йăнăшма юрамасть.
Яковлевсем пирĕн хаçата тăтăшах çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ. Юрий Петрович кăçал Аслă Нагаткинти çыхăну уйрăмĕ ирттернĕ «Подписчик кунне» хутшăнчĕ, «Канаш» хаçатăн ятарлă парнине тивĕçрĕ.
-Эпĕ Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ, ачаранах тăван чĕлхепе вуланă, çырнă.Çемьере пиллĕкĕн пĕртăван пулнă, эпĕ иккĕмĕш. Чĕмпĕр тăрăхне килсен «Канаш» хаçатпа паллашрăм, ăна килĕштертĕм. Чун тăван чĕлхе патнех туртăнать. Хаçат пĕтĕмпех килĕшет, уйрăмах эпĕ халăх историйĕ пирки вулама кăмăллатăп. Мăшăрăм вара «Тĕпел» страницăна юратать, рецептсене тимлĕн шĕкĕлчет, - тет Юрий Петрович.
Ун мăшăрĕ те – Зинаида Дмитриевна – çакăнтах тăрăшать, вăл пилĕк çул ĕнтĕ кладовщик тивĕçĕсене пурнăçлать. Вĕсем килĕштерсе пурăнса виçĕ ача пăхса ӳстернĕ. Настьăпа Саша çитĕннĕ ĕнтĕ, хăйсен пурнăçне йĕркелесе янă, Сергей вара 7-мĕш класа куçнă.
Пушă вăхăт çинчен сăмах пуçарсан Юрий Петрович çапла каларĕ: «Эпир хамăр çуртпа пурăнатпăр, çавăнпа та килте кашни кун пĕр пăта та пулин çапмалла. Килте аппаланма, мĕн те пулин ăсталама юрататăп. Вăхăтĕнче строитель профессине ахальтен суйласа илмен пулĕ тесе шутлатăп. Чун туртăмĕ пурах ĕнтĕ ку ĕç енне».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 978, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: