Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Татьяна Анатольевна Каштанова (хĕр хушамачĕ Тихонова) Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалак ялĕнче 1967 çулта çуралнă.
Ашшĕ Анатолий Петрович ял клубĕн заведующийĕ пулнипе хĕрача мĕн пĕчĕкренех клуба чупнă. Хăй хыççăн йăмăкне те сĕтĕрнĕ. Сцена çинчен анмасăрах çитĕнчĕ тенĕ хĕр пирки ялта. Вăл концертсенче такмаксем, чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă. Мордва юррисене те лайăх пĕлнĕ. Ташша та пултарнă. Шкултан вĕренсе тухичченех Çĕнĕ çул уявĕсенче ашшĕ Хĕл мучи пулсан Татьяна илемлĕ Юрпике пулнă. Телейлĕ, савăнăçлă ӳснĕ вăл. Юрра-ташша вĕрентнĕшĕн чунтан ашшĕне тав тăвать.
Анчах хĕр хăйĕн пурнăçне сценăпа çыхăнтармасть. «Тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вунă класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновскри строительство техникумне вĕренме кĕрет, бухгалтер специальноçне илсе тепĕр икĕ çултан каялла тăван ялне таврăнать.
-Аттепе анне йăмăкпа иксĕмĕршĕн тĕслĕх пулнă. Эпир вĕсене пулăшасшăн пулнă. Çавăнпах каялла тăван тăрăха таврăннă, хулара тĕпленме шутламан. Анне Ольга Васильевна ĕмĕрĕпех фермăра пăру пăхнă. Шел, вăл нумай пурăнаймарĕ, пенсие те тухаймарĕ, 54 çултах çĕре кĕчĕ. Техникум хыççăн Павловкăри газ участокне ĕçлеме вырнаçрăм. Специальноçпа ĕç тупăнмарĕ, контролёра кĕтĕм. Çапла ĕç вырăнне пĕрре те улăштармасăр кунта ĕçлетĕп, 27 çул пулать кăçал. Ульяновск облаçĕнчи газ хуçалăхĕн нумай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ çак вăхăтра. Чăваш ĕçлеме юратать, пуçлăхсем çакна курса хисеплени кăмăла каять. Ман ĕç çынсемпе ĕçлемелли. Çынсене юрамалла кăна мар, вĕсене юратмалла. Хаваспах калаçатăп пуринпе те: чăвашсемпе – чăвашла, мордвасемпе – мордвалла, вырăссемпе – вырăсла, - каласа парать Татьяна Анатольевна.
Павловкăра çулсерен «Поволжская глубинка» фестиваль иртет. Татьяна Каштанова кашнинчех хутшăнать унта. Чăваш ансамблĕсене курса савăнать. Чун каниччен купăс сассипе ташлать, юрлать.
-Кашни çулах Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура ялĕнчи «Асамат» ансамбль (купăсçи, Михаил Никитин, хамăр районти Кремучи посёлокĕнчен), Саратов облаçĕнчи артистсем фестивале килеççĕ. Савăнтармаллипех савăнтарса хăвараççĕ пире, - тет хастар чăваш хĕрарăмĕ.
Çав вăхăтрах Павловка районне чăваш концерчĕсем килменнипе пăшăрханса калаçать.
Татьяна Анатольевна пушă вăхăтра пахчара ĕçлеме юратать. Чечексем, пахча çимĕç ӳстересси – унăн чи юратнă ĕçĕ. Мăшăрĕпе Ирçе Шăмалак ялĕнче те час-часах пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çурт никĕсне пĕтме памаççĕ.
Пĕртен-пĕр ывăлне – Алексей Анатольевича – çакнах вĕрентеççĕ.
 
Павловка районĕ.
 
: 932, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: