Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку хĕрарăмпа калаçнă чух хăв та ырă туйăмсен авăрне кĕрсе ӳкетĕн, пурнăç çине урăх куçпа пăхатăн. Çамрăк ĕмĕр иртнине пăхмасăр ĕлĕкхиллех кулма, калаçма, юрлама, пурне те ырăпа çеç асăнма юратать вăл. Хăй аваннине кура Турă та Елизавета Орлована хӳтĕлесе, пулăшса пырать.
Тереньга районĕнчи Подкуровка ялне Орловсем кӳршĕ республикăри Елчĕк районĕнчи Патреккелĕнчен куçса килнĕ. 1985 çулта çемьере икĕ ывăл ача пулнă. Вăрманлă, уйлă, илемлĕ тăрăха куçса килсен хăй çуралнă кунĕнче, юпан 6-мĕшĕнче, Елизавета Гавриловна хăйне валли парне тăвать – хĕр ача çуратать. Мăшăрĕ Владимир Николаевич та хĕпĕртет. Тетĕшсем те йăмăкне пукане вырăнне хурса пăхаççĕ.
Орловсен çирĕп те тĕреклĕ кил-йышĕнче ĕç хисеплĕ вырăнта тăнăран пилĕк авмасăр, мĕн те пулин тумасăр пĕр кун та иртмест. Лиза аппа «Скугареевский» совхозра ĕне сунă, кайран сысна ферминче вăй хунă. Ырми-канми ĕçленĕшĕн панă Хисеп тата Тав хучĕсем, дипломсем нумай Ульяновск облаçĕн ветеранĕн çӳпçинче. Выльăх пăхнă çĕрти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ Елизавета Гаврилован – 40 çул.
—Пирĕн мухтава тивĕçлĕ совхозра ĕлĕкрех пурнăç вĕресе тăратчĕ,-аса илет пурнăç çине питĕ шанчăклă та хаваслă пăхакан хĕрарăм.- Дояркăсем, пăру, сысна самăртакансем хушшинче чăвашсем пит нумайччĕ. Чăваш механизаторĕсен те кăтартăвĕсем пысăкчĕ. «Скугареевский» хуçалăх ертӳçи Ш.А.Закиров ĕçлеме çеç мар, халăха кантарма та пĕлетчĕ. Çурхи ĕççи хыççăн Сабантуй-Акатуй ирттеретчĕ. Вăрман хĕрринче – Ташёлка юхан шывĕ леш енче – тĕрлĕ халăх çыннисем пухăнса савăнмалли вырăн пур пирĕн. Шаукат Адсевич хăй те юрлама юрататчĕ, пире те юрлаттаратчĕ. Уявсем хаваслă иртетчĕç. Каярах веçех пĕтрĕ. 90-мĕш çулсенче ял хуçалăхĕ арканчĕ. Нумаях пулмасть кĕрлесе тăнă витесенче выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнме пăрахрĕ. Питĕ шел. Юрать-ха, паян пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсемпе туслă çыхăнура эп, клуба, шкула уявсене чĕнеççĕ. Пĕрле курса калаçни хăй мĕне тăрать. Хĕллехи каçсенче пухăнса ал ĕçĕ тăватпăр: тĕрлетпĕр, çыхатпăр, çăм арлатпăр. Мĕнле ĕç юрă-кĕвĕсĕр пултăр? Чăваш ĕçлеме анчах мар, ĕлĕкрен юрлама юратнă.
Паян Лиза аппа пенсире. Анчах та килте кĕрĕк арки йăваласа ларасси çак вĕри те харсăр çын валли мар. Халĕ вăл Скугареевкăри ял администрацийĕнче урай çăвать. «Мана кунтан ярас темеççĕ, ĕçле-ха теççĕ,- терĕ вăрттăн кулса. – Хама та çын хушшинче кичем мар. Вăй-хăват пур-ха».
Орловсен аслă ывăлĕпе хĕрĕ çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ килĕнче пурăнать. Авланман-ха. Çулла
кĕç-вĕç икĕ мăнукĕ хăнана килмелле. Елизаветăпа Владимир Орловсем вĕсем-шĕн тунсăхлаççĕ, Подкуровкăра амăшĕпе ашшĕ килĕнче вĕсене пит кĕтеççĕ.
 
 
 
 
: 955, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: