Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валерий Иванович Аюгов - хальхи вăхăтпа тан утакан çамрăк çĕр
ĕçченĕ. Çĕр çинче техникăсăр ĕçлеме çук. Ăна туянма вара – хаклă. Валерий Аюгов хăйĕн ылтăн аллине пула çак йывăрлăхран тухнă. Техникăна сутăн илмест, хăй аллипе маçтăрлать. «Хальхи вăхăтра ĕçлемесĕр çитермеççĕ», - тет вăл кулса.
Пуç пулсан ĕç пулать, ĕç пулсан çăкăр пулать теççĕ чăвашкассисем. Ку ваттисен сăмахĕ Валерий Иванович пирки каланăнах туйăнать.
Валерий Аюгов Çĕнĕ Улхаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан салтака каять. 1995-1997 çулсенче Беларуçра сыхланса юлнă
çар чаçĕнче хĕсметре тăрать. Çĕршыври пăтрануллă, заводсем хупăнакан, колхозсем тусăнакан вăхăт. Ял çамрăкĕ
валли ялта та, хулара та ĕç çук. Салтакран таврăнсан Валерий ăçта каймалла тесе пуçне ытлашши ватмасть, çемьери кĕçĕн ывăл амăшне ялта пĕччен
хăварас мар тесе тĕп килте юлать. Пулас мăшăрĕ те, Татьяна Геннадьевна Юманова, педуниверситет пĕтерсе тăван
ялне таврăнать. Халĕ Аюговсен икĕ ача – хĕрпе ывăл çитĕнет. Татьяна Геннадьевна кӳршĕ Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче ачасене вĕрентет.
Ялта вара мĕн ĕçлемелле? Колхоз саланнă, урăх ĕç паракан çук. Çĕр кăна тăрантарма пултарать. Çак шухăшпа вĕсем хăйсен çĕр пайне тара памаççĕ, харпăр вăйĕпе ун çинче ĕçлесе выльăх усрамаллăх та пулин тухăç илме шутлаççĕ. Халĕ хăйсен çĕрĕ çинче тыр-пулă, çĕр улми, кишĕр лартса илеççĕ. Хуçалăхĕ те пĕчĕк мар, лаша, икĕ ĕне, сурăхсемпе хур-кăвакал усраççĕ.
-Ӳркенмен ăста пулнă теççĕ-и-ха халăхра? Малтанлăха килти тимĕр-тăмăра пухса трактор тума пуçларăм. Унта-кунта куркаланă, хаçат-журнала уçса пăхнă. Хĕллехи кунсемпе вăрăм каçсенче шухăшламалăх та, ĕçлемелĕх те вăхăт пур. Тимĕре шăратса çыпăçтарса, кивĕ моторсем тупса трактора ĕçе кĕртрĕм. Аванах пулăшрĕ вăл. Кайран вара Чăваш Енрен «Белорусь» трактор туянтăм. Кивĕскер, алăран сутрĕç. Унпа çĕр çинче ĕçлеме акмалли-сӳремелли хатĕрĕ те кирлĕ. Хальлĕхе вĕсем çук-ха. Тепĕр пĕчĕк трактор валли, мотоцикл пек пĕчĕкскер валли, акмалли, сӳрелесе якатмаллине маçтăрларăм. Тырă акиччен аламалла та вĕт. Кивĕ япала çумалли машинин моторне кăларса илтĕм те пĕчĕк вариантпа ала турăм, – юмахри асамçă ĕçне сăнласа панă пек çăмăллăн каласа парать вăл.
Ял ачи ĕçлемесĕр ӳсмест. Валерий Аюгов та ачаранпах колхозра ĕçленĕ.
Чи юратнă ĕç, паллах, лаша кӳлсе ĕçлесси пулнă. Шкулта физикăпа интересленме тытăнсан, аслисемпе комбайн-трактор тавра явăна пуçласан техника хăй патне ытларах туртать. Техникăна юратнипех ĕнтĕ паян унăн «шедеврĕсем» çуралаççĕ.
Патшалăх программипе район çамрăк çемьесене кил-çурт çавăрма пулăшнипе усă курса Аюговсем амăшĕн çуртне тĕпрен юсаççĕ: çиелтен пластик рейкăсем çапаççĕ, тăррине çĕнĕ йышши шăвăçпа витеççĕ, чӳрече рамисене улăштараççĕ.
Аюговсем нумаях пулмасть кивĕ комбайн туяннă. Кил хуçи ăна вырмана юсаса хатĕрлесшĕн. Малашне фермер хуçалăхне йĕркелесе ярасшăн.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 1007, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: