Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Телей çинчен тĕрлĕрен калаççĕ, тĕрлĕрен çыраççĕ. Нумайăшĕ телей вăл пуянлăхра, пурлăхра, укçара тесе пурăнать. Çакă тĕрĕсех-ши вара?
Укçара тенинче кăштах тĕрĕслĕх те пур пулĕ тетĕп. Çак шухăш патне нумай çул йывăр чирлесе пурăннипе çитрĕм. Халĕ те костыльпе çӳретĕп. Эпĕ те укçаран пуянрах пулнă пулсан чаплăрах пульницасенче выртса, час-часах санаторисене çӳресе сывлăха лайăхлатнă пулăттăм.
Пурлăхран пуян пулни вара пĕрре те телейлĕ çын мар вăл. Вĕсем мулĕшĕн чĕтресе пурăнаççĕ.
Çыннăн мĕнпур телейĕ çирĕп сывлăхра! Ку питĕ тĕрĕс. Сывлăх пулсан пурте пулать. Çакă çутă тĕнчере сывлăхран пахи те, хакли те çук. Анчах Турă пурне те сывлăх паман çав. Нумайăшĕ манран та хытăрах нушаланать.
Сывлăх çук пулсан та эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Ир-ирех урама тухсан çут çанталăкăн çуллахи илемĕпе киленетĕп. Кăн-кăвак пĕлĕте, çутă хĕвеле курса савăнатăп, илемлĕ тумланнă çынсем урампа утса иртни, палланă çынсем сывлăх сунни кăмăла çĕклет.
Мана иртнĕ çул Елена Мустаева хăйĕн «Аннесене каçараççĕ» ятлă илемлĕ кĕнекине парнелесе питĕ телейлĕ турĕ. Вăл ырă сунса, хисеплесе пысăк парнепе пĕрлех телей те сунчĕ. Пысăк тав ăна. Малашне те эпĕ ăна пысăк çитĕнӳсем сунатăп.
Сывлăх енĕпе ыттисем пекех мар пулин те ылтăн пек ывăлăмпа, кĕмĕл пек хĕрĕмпе, икĕ шăнкăрчă чĕппи пек хĕр мăнукăмсемпе тата пĕр ывăл мăнукпа мухтанатăп. Вĕсем çут тĕнчере пурри маншăн пысăкран та пысăк телей. Ачамсем ялан ман асăмра. Эп ялан вĕсене кĕтетĕп, час килменнипе тунсăхлатăп. Хампа пĕртăвансене те курса калаçас килет. Анчах…
Мухтав Турра, Николай Угодник мана пăрахмасть, унăн пулăшăвĕ темле йывăрлăха та чăтса ирттерме пулăшать. Çакă, тăванăмсем, чи хăватлă та пысăк телей тесе шутлатăп.
Туррăн кашни кунĕшĕн тата кашни ырă кăмăллă çыншăн савăнма пĕлни вăл хăйне уйрăм пысăк телей. Анчах та çакна пурте ăнланмаççĕ е ăнланма тăрăшмаççĕ.
 
Карсун районĕ,
Языково посёлокĕ.
 
: 651, Хаçат: 25 (1221), Категори: Cырусем

Комментарисем:

James (2014-05-10 05:31:17):
I seachred a bunch of sites and this was the bestĕ

Curtissen (2015-09-18 23:07:55):
Ведение сельскохозяйственно го производства http,ӲӲagrarnaja-po litikaĕruӲ - здесь

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: