Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатра вĕрен-тӳçĕсен ятарлă кĕтесĕ
пулмалли çинчен нумай калаçрăмăр пулсан та,
шел, çак ĕмĕте пурнăç-лаймастпăр-х а. Сăлтавĕсем нумай: хăйсенчен, вĕсен ĕçне йĕркелесе, ертсе, вĕрентӳре кирлĕ тĕрлĕ методика çĕнĕлĕхĕсемпе пулăшса пыракансенчен материалсем пулманни.
Çак кĕтесре мĕнле мате-риалсем пулмалла-ха? Тĕрлисем, тĕслĕхрен, харпăр ĕç опычĕпе паллаштарни, класс тулашĕнче ачасемпе ирттернĕ мероприятисен планĕсем, сценарисем…
Хам çине вут-çулăм йыхăратăп тенĕ пек,
шкулта вăй хунă самант-сене аса илсе çырнă хайлава вулама сĕнесшĕн. Тен, аллăм «çăмăл» пулсан – облаçри вĕрентӳçĕсем хăйсен чунĕсене уçса пама вăтанмĕç.
Вăтам шкула «отличник» пулса пĕтертĕм тесе мухтанаймастăп: çитĕнсе çитнине çирĕплетекен документ çинче «пиллĕк» паллăсемсĕр пуçне виçĕ «тăваттă» пур.
Ачаранах виçĕ тĕллевĕм пурччĕ – артист, тухтăр, вĕрентӳçĕ пуласси. Эпĕ вĕреннĕ çулсенче шкулсенче мĕнле професси суйласа илесси çинчен çителĕклĕ таран ĕç илсе пыман. Атте-анне те, тен, вĕренмен çынсем пулнăран-и – çак ыйтăва тимлĕх уйăрман. Вĕсемшĕн ачисем ĕçчен, сăпай, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнни тĕп вырăнта пулнă. Мĕнле майпа – хăйсем те пĕлмен. Эпир хамăр сĕткенпе вăй илсе çитĕннĕ. Мĕн ачаран атте-аннепе пĕр тан колхоз хирĕнче тар тăкнă: сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улми акнă-кăларнă вăхăтра эрни-эрнипе шкула кайман. Кайран ытти ачасене пурĕпĕр хăваласа çитнĕ – иртсе те кайнă. Ку вăл ачасем хăйтĕллĕнлĕх хуранĕнче пиçсе çитĕнни пулнă. Манăн атте-анне ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те пулса курман, урокна турăн-и, мĕнле паллăсем илтĕн тесе
ыйтса курман. Апла пулин те эпир вĕсен пичĕсене хĕретмен, пур енчен те тĕслĕхлĕ çынсем пулса çитĕннĕ.
Вăтам шкул пĕтерсен эпĕ Новокузнецк хулинчи педагогика институтне филологи факультетне (ял шкулĕнче пĕлӳ илнĕ чăваш ачи!) вĕренме кĕнĕччĕ. Пăрахса килтĕм. Çĕнĕ çул умĕн ялти шкулта пуçламăш классен вĕрентӳçи качча кайнă та – хĕрĕх ача (пĕрремĕш классем) «тăлăха» тăрса юлнă. Директорта Валентин Урташ йăмăкĕ ĕçлетчĕ. Вăл пире 7-8-мĕш классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Елена Леонтьевна Петрова (Яковлева) мана ӳкĕтлесех шкулта ĕçлеме сĕнчĕ. Пĕлетĕр-и, пĕр хăрамасăр килĕшрĕм. Пĕрремĕш урокрах хама вĕсемпе пĕрремĕш кунранах ĕçленĕн туйрăм. Чунра пĕр шикленӳлĕх те пулмарĕ. Ĕнер вунă класс пĕтернĕ çамрăк çине хĕрĕх ача куçĕсене илмесĕр пăхса ларни те чĕрене хăратмарĕ. Вĕрентӳ ĕçĕ халапри пек ăнса та çыхăнса пычĕ. Шкул директорĕ хавхалантарса пынипе вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен чăн-чăн вĕрентӳçĕ пулса тăтăм. Вăл вăхăтра нимĕнле предметпа та методика хатĕрĕсем пулман темелле. Чистописани урокĕсене ирттерме кăвак çутă киличчен ачасен тетрачĕсем çине хĕрлĕ чернилпа саспаллисем çырса лараттăм. Кунсăр пуçне кашни предметпа 40-шер тетрадь тĕрĕслемелле вĕт-ха. Уроксен планĕсене çырмалла. Кашни урока (кашни предметпа) тушьпе е чернилпа кăтарту хатĕрĕсем туса каяттăм. Уроксем уяв, спектакль евĕр йĕркеленетчĕç. Уçă уроксенче нумай-нумай çул ĕçлекен вĕрентӳçĕсем те тĕлĕннине пытармастчĕç. Мана, ятарлă пĕлӳ çук вĕрентӳçе, вĕрентӳçĕсен кустĕнче (çывăхри темиçе шкул пĕрлешĕвĕ) ертӳçĕ пулма çирĕплетрĕç. Çапла майпа пуçламăш классемпе Раккассинче тата Хирти Кушкăра пилĕк çул вăй хутăм. Парти шкулĕнче аслă пĕлӳ илсен тин мана аслă классенче истори, географи урокĕсене илсе пыма шанчĕç. Ун чухне класс ертӳçинче ĕçлесе ачасене чĕреме патăм. Икĕ сменăпа ĕçлесе, ирхине 2-3 сехетчен тепĕр кун ирттермелли уроксене, класс тулашĕнче пурнăçламалли мероприятисене хатĕрленеттĕм. Кашни канмалли кун е уроксем хыççăн мĕнле те пулин мероприяти ирттереттĕм. Кунсăр пуçне кашни кун ачасен пĕлĕвне журнал тăрăх тĕрĕслесе тăраттăм. Начартарах паллă илнисене (хам пĕлӳ паракан предметпа кăна мар, пуринпе те) уроксем хыççăн хăварса килти ĕçĕсене пурнăçлаттараттăм. Çийĕнчех ашшĕ-амăшĕпе çыхăнаттăм.
Пĕр кун та кам патне те пулин каймасăр иртмен. Ашшĕ-амăшĕ ман майлă пулса ачисене тата хытăрах тимлĕх уйăрма çеç ыйтатчĕç, тав тăватчĕç.Ахальтен мар эпĕ ертсе пыракан классенче (Хирти Кушкăра та, Раккассинче те) ачасен 85 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратчĕ. Ку çитĕнӳ, паллах, ытти предметниксемпе тачă, килĕштерсе вăй хунинчен нумай килнĕ. Эпир пĕр лава пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса туртнă. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕшĕн савăннă, çитменлĕхсемшĕн – хуйхăрнă. Çак ĕçсене ачасен пуласлăхĕшĕн вăхăта шеллемесĕр, тӳлевсĕр (хушма ĕçсемшĕн) илсе пынă. Вăл вăхăтра вĕрентӳçĕсене Хисеп хучĕсем, Дипломсем, кăкăр паллисем, Хисеплĕ ятсем парса хавхалантарсах кайман. Эпир чăннипех, А.Макаренко евĕр, чĕресене ачасене панă.
Класс ертӳçинче вăй хунă тапхăрта эпĕ ертсе пыракан класăн Хисеп кĕнеки пурччĕ. (Ыттисен ун пеккисем пулман, манран тĕлĕнетчĕç.) Тĕслĕхрен,
1978-79, 1979-80, 1980-81 вĕренӳ çулĕсенче Раккассинче ĕçленĕ вăхăтра эпĕ Иван Кожедуб ячĕллĕ пионер отрядне ертсе пыраттăм. Унта кашни вĕренӳ чĕрĕкĕнчи çитĕнӳсене палăртса пыраттăм, ударниксемпе отличниксен сăн ӳкерчĕкĕсене, тĕрлĕ мероприятисенче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсене вырнаçтараттăм. Пĕтĕмлетĕвĕсене отряд пухăвĕнче çирĕплететтĕмĕр. Çак ĕçсене ачасем кăмăлласах хутшăнатчĕç. Хăйсем «хуçа» пулса шутланнине туятчĕç. 1981 çулта вĕренӳре, спортра, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн эпĕ ертсе пыракан класс шкулта, районта, республика шайĕнче Совет Союзĕнчи В.И.Ленин ячĕллĕ пионер организацийĕн Тĕп Канашĕн йышăнĕвĕпе «Правофланговому отряду Всесоюзного Марша пионерских отрядов» хĕрлĕ пурçăн хăйăва тивĕçрĕ. Класăн Хисеплĕ кĕнекине тата çак наградăна паянччен усратăп.
Эпĕ шкулта вĕреннĕ тата ĕçленĕ çулсенче тăван чĕлхене ăша хывассине тĕпе хунă – И.Я.Яковлев кам пулнине ăнлансах кайман пулсан та (ун çинчен вĕрентӳçĕсем пире каласа паман, ун ячĕпе мероприятисем ирттермен). Тăван чĕлхе атте-анне, несĕлсен чĕлхи пулнине ачасене ăнлантарма тăрăшнă. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи пулман пулсан та урок тулашĕнчи мероприятисенче ачасене тĕрлĕ темăпа сочиненисем çыртараттăм, сăвăсем калăплама вĕрентеттĕм. Кайран вĕсене пĕрле сӳтсе яваттăмăр, чи аваннисене (ачасем хăйсем суйласа илетчĕç) район хаçатне ярса параттăмăр. Хаçатра хăйсен ĕçĕсем кун çути курсан ачасем çунатлансах каятчĕç,çитменнине, почта урлă 40-50 пус гонорар илетчĕç. (Ун чухне кино билечĕ ачасемшĕн 5 пусчĕ.) Вĕрене-
кенсен хушшинче хальхи пурнăçри пек мана чăваш чĕлхи кирлĕ мар тенине илтмен.
Эпĕ вĕрентӳçĕн ятарлă пĕлĕвне шкулта ĕçлеме пăрахсан çеç илнĕ. Унччен 15 çул ятарлă пĕлӳсĕрех (парти шкулĕнче аслă пĕлӳ илнине шута илмесĕр) вĕрентӳ тытăмĕнче тар тăкнă.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăвашсен «Канаш» хаçачĕ тухма пуçласан унта ĕçлеме тытăнтăм. Çав çулах Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. «Филолог. Преподаватель чувашского языка и литературы. Журналист» специальноçпа диплом илтĕм. Эпир, журналистсем, пĕр вăхăтрах вĕрентӳçĕсем те, психологсем те, дипломатсем те, философсем те… Çак ĕçре çирĕм виçĕ çул ĕçлетĕп, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен историне çыратăп. Çавăнпа та, хисеплĕ вĕрентӳçĕсем, сирĕн ĕçĕрти йывăрлăхсене питĕ лайăх ăнланса чĕре витĕр кăларатăп. Вĕрентӳ тытăмĕнчи пирĕн вăхăтри лару-тăру хальхи саманарипе танлаштарсан темиçе хут йывăртарах пулнă. Сире ĕçлеме пур майсем те туса панă – хальхи самана тивĕçтерекен кăтартупа вĕрентӳ хатĕрĕсем, компьютерсем… Сирĕн ĕçĕре курса тăрса Хисеп хучĕсем, Дипломсем, ятсем, парнесем парса хавхалантарсах тăраççĕ. Ĕç шалăвĕ те ӳссех пырать. Сиртен ачасем чăвашла вĕренесшĕн мар тенине илтсен чĕре çурăлсах каять. Чăваш ялĕсенчи шкулсенче тăван чĕлхене манса пыни ниçта юрăхсăр пулăм. Ача ĕлкĕрсе пырайманни, тăван чĕлхене манса пыни – вĕрентӳçĕ ĕçĕнчи çитменлĕх, унăн пăрахăçĕ, кăлтăкĕ. Апла пулсан тата тăрăшарах ĕçлемелле. Вĕрентӳçĕн нăйкăшма, наянланма ирĕк çук. Вăл хăйĕн ĕçне вăхăт ирттерме тата укçашăн кăна çӳремелле мар, кирлĕ тĕк – шкулта ир тытăнса каçчен
пулма хатĕр пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупаймасан,
вĕсене мĕн кирлине параймасан – вĕрентӳçĕ ятне вараламалла мар, ун вырăнне ыттисене памалла.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, сирĕн хушăра чĕрисене ачасене паракансем, паллах, нумайтарах. Çавăнпа та хаçатри «Вĕрентӳçĕ кĕтесĕнче» хăвăр, ĕçĕр-хĕлĕр çинчен каласа памалли тупăнатех. Сирĕн аса илĕвĕрсем, ĕç опычĕ ĕçтешĕрсене хавхалантарма пулăшĕ. Турă панă ПУЛТАРУЛĂХ пулсан - мĕнле пысăк йывăрлăха та парăнтарма пулать.
 
: 898, Хаçат: 25 (1221), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: