Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Хăят пăтти)
 
Çулла Çимĕк хыççăн, çĕртмен 25-28-мĕшĕсенче, каччăсемпе хĕрсем вăйă картине пухăнса сăвă калама пăрахас умĕн тăрăхри çынсем Чăнлă юхан шывĕн çыранне тухнă, пăтă пĕçĕрнĕ. Кашни ялăн пухăнса йăла-йĕркене ирттермелли хăйĕн харпăр вырăнĕ пулнă. Ку уява ватти те, вĕтти те тухнă. Пирĕн Çĕпрел районĕнчи чăвашсем пурăнакан Упи ялĕсенче те ăна тĕрлĕрен ятпа каланă: Хăят пăтти, Çерçи хăячĕ, Хăят уявĕ тенĕ. Анчах та шухăшĕ тата йăла-йĕркене ирттересси пĕрешкел пулнă. Уяв валли ватă çынсем кил тăрăх çӳресе апат-çимĕç пуçтарнă. Хăшĕсем килте мĕн пуррине хăйсем килсе панă. Кам – какай, кам услам çăвне, кам – кĕрпе таврашне. Пурте пухăнса пĕр пысăк хуранта пăтă пĕçернĕ. Çав хушăра чиркӳчченхи кивĕ йăлапа кĕлĕ ирттернĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче Упи ял тăрăхне килсе тĕпленнĕ пĕрремĕш чăваш çыннисене асăннă.
Уяв вăхăтĕнче кĕлĕ вуланă хушăра маларах тытнă çерçие шыва кĕртнĕ, кайăк сăмсине, çунаттисене, урисене çунă. Унтан пуçĕнчен пуçласа хӳри таранччен пĕр пӳрнепе çу сĕрнĕ те тӳпенелле ирĕке вĕçтернĕ. Кĕлĕ юрласа пĕтерсен чи малтан пăтта антарнă савăта юхан шыв хĕррине лартнă. Ăна Çӳлти пӳлĕхçĕ – Аслă турă валли тенĕ. Кайран вара техĕмлĕ те тутлă пăтта ватă çынсене валеçнĕ, вара тин – ыттисене. Хăят уяв картипе, чăваш халăх юррисемпе вĕçленет.
Ял çыннисем çулсерен утă çулма тухас умĕн çăва кĕтсе илсе уяв ирттернĕ. Çак сăлтавпа Хурăнвар юхан шывĕпе чикĕленекен тип çырмана пуçтарăннă. Каярах ку юхан шыв Учӳк çырми ята тивĕçет. Мăн асатте-асанне виçĕ чĕрĕ чун – пăру, сурăх тата хур – туяннă. Выльăхсене тип çырмарах
пусса тирпейленĕ, какая
пысăк хурансенче пĕçернĕ. Кайран вара пурте пĕрте пухăнса сăра ĕçнĕ, аш-какай çинĕ, Турра кĕл тунă. Унран тыр-пула ӳсмешкĕн çумăр, ачисемпе хăйсем валли сыв-лăх ыйтнă.
Шурсухалсем калашле, Упи ял тăрăхне кĕрекен ялсем вырнаçнă вырăнсене Тунай тата унăн арăмĕ Чани, Чурик тата арăмĕ Акчури тата Кăмăлсăр ятлă çын Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчен 450-500 çул каялла килсе никĕсленĕ.
Кун пирки 1960 çулта Петр Понтелеймонович Ярухин (1923 çулхискер) кун кĕнекинче ватă ентешĕсем – Çĕнĕ Упи чăвашĕсем Антон Ефимович Лашмановпа (1864-1953) Агреппина Егоровна Ярухина (1875-1966) тата Андрей Ефимович Попов каласа панă тăрăх çырса хăварнă.
 
: 995, Хаçат: 25 (1221), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: