Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Пĕччен пурăнакан Хветуç кинемин пĕр харăсах кушакĕ те, йытти те çăвăрланă. Кашнин пĕрер çура. Килте урăх чĕр чун та çук. Сарă тĕслĕ çамрăк кушак — Саркка — пăлтăрти арча хыçĕнче кивĕ пиншак çинче выртать, çурине ĕмĕртет. Кушакран нумай та мар пысăкрах, кĕске сăмсаллă хура йытти вара – Кнопка — аслăк айĕнче кĕтесре кивĕ улăм çинче вырнаçнă. Вăл та хăйĕн ачипе киленет. Кинеми те питĕ савăннă, кунĕпе тенĕ пекех вĕсемпе вăхăтне ирттерет. Пĕрре пăлтăрта арча çине ларса кушак çемйипе калаçать, тепре аслăк айне тухать, кивĕ каска çине меллĕн вырнаçса йытă çемйине сăнать, вĕсемпе мăкăртатаь. Унтан урама тухса ларса кӳршисене çакăн çинчен каласа парать. Çапла вара вăл халĕ хăйне тулли çемьере пурăннă пек туять, вăхăтлăха çан-çурăмĕ ыратнине те манать, кичемлĕхе те сирет. Темиçе кун иртсен тем амакĕ пулчĕ – кушак çури вилсе кайрĕ! Куçĕ те уçăлайманччĕ-ха. Кушак çурин вăл вуникĕ кунран кăна уçăлать. Хветуç кинемин те, кушакăн та – хуйхă. Саркка ниçта кайса кĕреймест, кунĕпе унталла-кунталла уткаласа çӳрет. Чĕччисем карăннă, унта сĕт пухăннă, ыраттарать ĕнтĕ ăна, анчах никама та ĕмĕртсе пушатма çук. Кинеми йыттине картишĕнче апат пачĕ те урама кӳршисемпе хуйхăртма тухса ларчĕ. Апатне çисе ярсан йытти те пĕр вăхăта çынсем ларнă çĕре курăк çине тухса выртрĕ. Кунта та кинеми йыттипе калаçмасăр чăтаймарĕ, çуруна пĕчченех хăвартăн-и тесе ăшшăн мăкăртатрĕ. Чылай калаçса ларнă хыççăн Хветуç йыттине хăйпе пĕрле чĕнсе картиш алăкне уçрĕ, патакки çине таянса хуллен пусма тăрăх хăпарчĕ те пăлтăра кĕчĕ. Хайхискер хăнăхнă йăлапа арча хыçне пăхрĕ те – тĕлĕнсех кайрĕ! Сарă кушак хура йытă çурине ĕмĕртсе выртать! Вăт тамаша! «Кушак аслăк айне тухса йытă çурине вăрласа килнĕ пулать-и вара? – хăйпе хăй калаçрĕ кинеми. Унтан аслăк айне кăштăртатса тухрĕ. Кунта йытă ниçта кайса кĕреймесĕр çурине шырать, нăйкăшать. Мĕн тумалла Хветуçăн? Çурана халех илсе тухса вырăнне хурас – кушака та шел. Вăл та тин çеç çăвăрланă амăшĕ-çке… Унăн та ĕмĕртесси килет. Пĕр çурана – икĕ амăшĕ. Каç енне сулăнсан кушак пӳрте кĕчĕ – Хветуç канма выртнăччĕ. Вăл ун ури çумне пырса тĕршĕнчĕ. Çиесси килнĕ ĕнтĕ унăн. Ăна апатлантарнă хыççăн кинеми каллех пăлтăра тухрĕ. Арча хыçне пăхрĕ те – нимĕн те курăнмасть! Çура ăста кайнă вара? Хветуç аслăк айне тĕрĕслеме кайрĕ. Кунта хура йытă хăйĕн хура çурине чиперех ĕмĕртсе выртать! Тĕлĕнтермĕш-тĕк – тĕлĕнтермĕш! Йытă та парăмра юлман иккен, пăлтăр алăкĕ çинчи кушак çӳремелли шăтăкран кĕрсе хăйĕн çурине илсе тухнă, «тыткăнран» хăтарнă. Тепĕр ир кинеми пăлтăра тухрĕ те – ак тамаша! Кушак каллех йытă çурипе юнашар выртать! Кăштă вăхăт иртсен ун хыççăн пăлтăра йытă та йăкăртатса кĕрсе кайрĕ. -Эй-эй-эй, апла мар, апла мар, Саркка! – терĕ Хветуç кинеми кунта мĕн пулса иртнине курсан. - Сирĕн кунта вĕçĕ-хĕрри çук. Йăтатăр та йăтатăр çурана унталла-кунталла! Çуран чăн-чăн амăшĕ пур. Вăл çурине илме килнĕ. Ăна хăех пăхса ӳстертĕр. Вĕсем йытă ăратĕнчен вĕт, эсĕ вара кушак. Атя Кнопкăна хăйĕн ачине тавăрса паратпăр, маттуркаçăм. Унтан вăл кушак çумĕнче выртакан йытă çурине пĕшкĕнсе аллине илчĕ те хуллен пăлтăртан тухса аслăк айне кĕрсе кайрĕ. Кнопка ун хыççăн сиккелесе, хӳрине савăнăçлăн палтăртаттарса пырать. Каç енне Хветуç кинеми каллех йытă çемйине курма тухрĕ. Кнопка киленсе çурине ĕмĕртсе выртать. Пуçхĕрлĕ çавăрса хунă, шултăркаса кайнă йывăç пичке çинче вырнаçнă Саркка вара çакна тимлĕн сăнаса ларать…
 
: 823, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: