Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир Ванюкпа кӳршĕллĕ пурăнатпăр. Утăçи вăхăтĕнче ун тетĕшĕ хиртен мулкач çури тытса килнĕ. Каçалăкне çулса пĕтернĕ чух çӳллĕ курăк хушшинчен çура сиксе тухнă та унталла-кунталла чупкалама тытăннă. Ванюк тетĕшĕ комбайнĕ çинчен сиксе аннă та ăна пиншакĕпе хупласа хурса тытнă. Каç енне вара ĕç пĕтсен ăна килне илсе килнĕ.
Тепĕр ир Ванюк пире, касă ачисене, çĕнĕ хыпар каласа тĕлĕнтерчĕ: вĕсен мулкач çури пур. Эпир ăна: «Илсе тухса кăтарт-ха, кăтарт ĕнтĕ», – тесе йăлăнатпăр. Темиçе минутран юлташăмăр икĕ аллипе кăкăрĕ çумне çупăрласа тытса мулкач çурине урама йăтса тухрĕ. Эпир çакăн пек çывăхран мулкача пĕрремĕш хут куратпăр, çавăнпа пирĕн куç-пуç чарăлсах кайрĕ.
Çура пĕчĕк-ха, алса пысăкăш кăна. Вăл питĕ хăранă – хăлхине çурăмĕ çине лапчăтса хунă. Куçĕ пысăк – тухса ӳкес пекех. Эпир çурана алăсемпе çурăмĕнчен сĕртĕнсе ачашлама пуçларăмăр. Хăмăр-чăпар тĕслĕ çăмĕ кĕске, пурçăн евĕр çемçе. Чĕри мĕнле хăвăрттăн тапать хăйĕн: кăрт-кăрт, кăрт-кăрт!
Алăпа тытса пăхрăмăр — халĕ пирĕн мулкач çури чупнине курас килет. «Хытă чупать-ши? Çĕре яр-ха, кăштах чуптар-ха»,- тетпĕр Ванюка. Вăл пĕшкĕнсе çурана ирĕке ячĕ. Лешĕ малтан ниçта кая пĕлмесĕр пĕр вырăнта тăчĕ, унтан тăрук хускалса кайса купаланă вутă айне кĕрсе кайрĕ. Эпир унта чупса çитрĕмĕр. Пирĕн çура тухмасть те тухмасть. Эпир вутă тăррине хăпарса кайрăмăр та сиккелетпĕр. Пĕри патак илчĕ те хушăкран чиксе çурана хăваласа кăларчĕ. Вăл кӳршĕсем енне сиккелесе чупса кайрĕ, тислĕк кирпĕччин капанĕ ăшне кĕрсе çухалчĕ. Унтан та ăна хăратса, патакпа чышса кăлартăмăр. Çура ним тăва пĕлмест, аптранипе урам урлă чупса каçса купаласа хунă
каштасем айне кĕрсе кайрĕ. Эпир урам урлă кăшкăрашса чупса каçрăмăр, кашта купи çине сике-сике хăпартăмăр. Шавланине, чупнине курса ачасем татах та пухăнчĕç, вуннăн та ытла пултăмăр. Мулкач çурине патакпа хăратса, чышса пырса кунтан та кăлартăмăр. Унăн ăçта каймалла? Вăл хӳтлĕх шыраса каллех урам урлă чупса каçрĕ те каштасем айне кĕрсе çухалчĕ. Эпир ун хыççăн тапăнса кĕрекен çар пек хытă кăшкăрашса чупатпăр. Çитрĕмĕр те каллех купа çине хăпарса кайса сиккелеме пуçларăмăр, каштасене патакпа çапатпăр, кăшкăратпăр. Анчах мулкач çури эпир мĕн тусан тухмасть! Пĕри ăна паçăрхи пек патакпа та перĕнет, çурăмĕнчен те чышать. Çук, лешĕ хускалмасть, пĕр вырăнтан куçмасть.
Эпир вăл хĕсĕнсе ларнă пуль тесе кашта купине тустарма пуçларăмăр. Пĕр айккине илсен аялта çура курăнчĕ. Вăл мĕншĕн-тĕр пуçне çĕре перĕнтернĕ. Ванюк çурана аллине илчĕ. Куратпăр – ун ӳт-пĕвĕ лĕмпĕртетсе кайнă. Куçне те хупнă. Ак хайхи — пирĕн çура вилсе кайнă! Мĕн пулчĕ-ши ăна?! Эпир кулянса ӳкрĕмĕр.
Ачасем айкашнине иртсе пыракан Михаля пичче курчĕ.
-Мĕн шавлатăр, мĕн пулнă кунта?- ыйтрĕ вăл.
-Мулкач çури вилсе кайнă! Тем пулчĕ… Халь кăна урам урлă чупса каçрĕ. Хытă чупатчĕ хăй…- тетпĕр эпир.
-Çакăн чухлĕ çын тата шăв-шав нихăçан та курман вăл. Пурăнма та хирте пурăнать вăл, ялта мар. Сиртен хăранипе вилсе кайнă ĕнтĕ çура, шăв-шава чăтайман. Чĕри çурăлнă пуль ун. Мулкачсен ун пекки хăрасан час-часах пулкалать. Вăл çура кăна вĕт…
Унтан Михаля пичче васкамасăр хăй çулĕпе утрĕ…
 
: 960, Хаçат: 25 (1221), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: