Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Куçа хупсан тĕнчене хура сăрăпа сăрланăн туйăнать. Хуп-хура. Суккăрлансан этем çакăн пек тĕттĕм тĕнчене кĕрсе ӳкет. Çут çанталăк илемĕ уншăн ĕмĕрлĕхех сӳнет. Çамрăк чух эпир çакăн пирки шутламастпăр. Çулсем иртнĕçем хамăр сисмесĕрех начар курма тытăнатпăр. Сыхласа хăварма пулать и-ха куç вăйне ватлăха çитиччен?
40 çултан иртсен сывă çын начартарах курма тытăнать: оптики улшăнать, куç шăрçи хытать, ăна тытса тăракан мыщцăсен вăйĕ чакать, фокус çулĕн ылмашăвĕ пăсăлать.
Çак физиологи аталанăвĕ тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕрен пулма пултарать.
Ватăлнăçем аякрине курасси (дальнозоркость) вăйланать. Унăн паллисем: куç ывăнать, пуç ыратать, çывăхри япалана начар курать. Куç вичкĕнленсе пынин начар енĕсем те пур. Куç шĕвекĕн ылмашăвĕ пăсăлать, çакă г л а у к о м а чирĕ патне илсе çитерет.
Çывăхрине лайăх куракансем (близорукий) ватăлнăçем аякрине те лайăх курма пуçлаççĕ теççĕ. Минус (-) плюса (+)
куçать эппин. Специалистсем çапла çирĕплетеççĕ: енчен те çыннăн куç вăйĕ виçĕ диоптрирен ытла мар пулсан куç вичкĕнлĕхĕ лайăхланать. Вăл монитор умĕнче, кĕнеке-хаçата куçлăхсăр вулать, аякрине çав çавах куçлăхсăр курмасть.
Çывăх куракан çыннăн куçĕ -6 пулсан акран вичкĕн курма тытăнас шанчăк пачах çук.
Нумай çул çывăхрине кăна лайăх куракансен 80 проценчĕн куç сетчаткин чирĕ аталанас хăрушлăх пур. Куç улми ӳсет, мышцисем сарăлаççĕ. Çапла майпа сетчатка арканма пултарать. Çын хăйĕн куçĕ мĕнле хăрушлăхра пулнине пĕлмессе те пултарать. Çавăнпа та 35 çул хыççăн çулталăкра пĕрре, аслăраххисен – çулталăкра икĕ хутчен окулист патĕнче тĕрĕсленес пулать. Сетчатка арканма тытăннă пулсан ăна лазер коагуляци мелĕпе çыпăçтараççĕ. Унсăрăн сетчатка сийсем çине пайланас хăрушлăх пур. Çакă вара пач суккăрлатать.
Çывăхра куракан ватă çынсене к а т а р а к т а чирĕ аптăратма пултарать. Çавăнпа та куçлăх е линза тăхăнса куç вăйне шайлаштарас пулать.
Çывăхра куракансем валли гимнастика.
Куçа кашни сехетре кантармалла: пӳрне вĕçĕпе куçа (сăмса енчен) массаж тумалла.
Куç вичкĕнĕшĕн яваплă вырăн – хăлха çуначĕ. Вĕсене икĕ пӳрнепе тытса 10 çеккунт йăваламалла. Куç ывăнни иртет, куçри юн тымарĕсен ĕçĕ аванланать.
Куç ывăнсан вăл типсе кĕçĕтме тытăнать. Çакăн чух аптекăра «Натуральная слеза» шĕвек туянса куçа тумлатни усăллă.
Инçе куракансен çапла упражненисем тумалла:
1. Куçлăха хывмалла та 4-5 çеккунта куçа хупмалла. 4-5 çеккунта уçса тата хупмалла. Çапла 7 хут.
2. Ура çине тăмалла. 3-4 çеккунт тӳрĕ пăхмалла. Унтан сылтăм алла пит çӳллĕш çĕклесе 30-35 сантиметртан пӳрне вĕçне 4-5 çеккунт тинкермелле. Алла антармалла. Çак упражнение çапла вунă хутчен тумалла. Çак упражненисем куç мышцисене кантарĕç.
Куçăра сыхлăр.
 
: 855, Хаçат: 25 (1221), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: