Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Раççей Федерацийĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тӳлевĕсем утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 12 процент ӳсеççĕ, çут çанталăк газĕшĕн – 15 процент. Владимир Путин Президент сĕнĕвĕпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн хаксене малашне çулталăкра пĕрре кăна, утăн пĕрремĕшĕнче ӳстерĕç. Пирĕн облаçра та çапла. Кун пек туни хваттершĕн тӳлекенсене çăмăллăх кӳрет, мĕншĕн тесен çуллахи вăхăтра хваттере ăшăтнишĕн тӳлемелле мар.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансемшĕн электроэнерги 11,9 процент ӳсет, пĕр киловатт хакĕ 2 тенкĕ те 81 пус пулать, электричество плити лартнă çуртсенче тата ялсенче – 1 тенкĕ те 95 пус.
Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн регионти районсенче хаксем тĕрлĕрен ӳсĕç, анчах та 12 процентран ытларах мар: Ульяновск хулинче – 10-11,7 процент, Димитровградра – 10-10,5, муниципаллă пĕрлĕхсенче – 8,1 - 12.
Ăшăшăн тӳлесси çынсемшĕн хваттерĕн лаптăкĕнчен тӳрремĕнех килĕ. Хутмалли вăхăтра çынсен унчченхинчен 900 – 1600 тенкĕ ытларах тӳлеме тивĕ.
Сивĕ шыв хакĕ 6,9 процентран ытларах ӳсмĕ. Ульяновскра пурăнакансем пĕр кубла метр шывпа усă курнăшăн 18 тенкĕ те 03 пус, ăна тăкнăшăн 15 тенкĕ те 49 пус тӳлĕç. Тĕслĕхрен, пилĕк этажран çӳллĕрех çуртра пурăнакан пĕр çыннăн сивĕ шывшăн уйăхне 102 тенкĕ те 95 тенкĕ тӳлеме тивет. Унчченхипе танлаштарсан кашни çыншăн тӳлев 6 тенкĕ те 65 пус ӳсет.
Çут çанталăк газĕн хакĕ 14,8 процент хăпарать. Виçепе газ колонки лартнă хваттерти пĕр çын уйăхне 31 кубла метр газпа усă курмалла. Çак виçене шута илсен малашне кашни çыншăн тӳлев 166 тенкĕ те 49 пус ӳсет.
Баллонпа сутакан газăн хакĕ 485 тенкĕ те 45 пус пулать.
 
Субсиди илме хутсем хатĕрлĕр
Ульяновск облаçĕнче çурт-йĕршĕн тӳлекен пулăшу укçипе (субсиди) саплав (компенсаци) хакĕн калăпăшĕ улшăннă. Ку 2013 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕ пĕтнĕ çĕре регионта çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен виçисем ĕçĕ кĕнипе çыхăннă.
Халăха пулăшу укçине пама йышăнас умĕн Ульяновск область правительствинче çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусене çирĕплетеççĕ. Кирлĕ хутсене хатĕрленĕ чухне ăшăшăн çуллахи тата хĕллехи вăхăтпа тӳлессине шута илнĕ. Çулла ăшăшăн тӳлеместпĕр, эппин субсиди те пĕчĕкрех, хĕлле хваттере ăшăтакан пăрăхсем тăрăх вĕри шыв юхнине шута хурса субсиди хакĕ ӳсет.
Субсиди пирки ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (8422) 44-95-18.
Пĕлсе тăма:çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнче 34,4 пин çын çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тӳлесе татма субсиди тата компенсаци илсе тăрать. Унсăр пуçне Ульяновск облаçĕнчи 144,7 пин ĕç ветеранĕ уйăхсерен çак тĕллевпех компенсаци илет.
 
Сывлăха çирĕплетмелли иккĕмĕш тапхăр пуçланчĕ
Кăçал çуллахи тапхăрта ачасен канăвне йĕркелеме 450 млн тенкĕ уйăрнă.
Вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба çирĕплетнĕ тăрăх, иккĕмĕш тапхăрта облаçра 171 лагерь ĕçлемелле. Регион тулашĕнче 500 ытла ача канмалла.
Кăçал лагерьсем çулçӳревпе таврапĕлĕве, экологие, биологие, спорта, сывлăха çирĕплетессине тимлĕх уйăрса ĕçлĕç. Грант конкурсĕн шайĕнче Кузоватово районĕнче сусăр ачаллă 50 çемье валли ятарлă лагерь уçнă.
Вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, канăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 20 пин ача каннă.
Ачасене канма ярасси пирки (8422) 41-20-63 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
 
Вăрман фончĕ – шанчăклă сыхлавра
Вăрман хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, облаçăн симĕс пуянлăхне талăкĕпех тĕрĕслесе тăраççĕ.
Çак ĕçе, тĕслĕхрен, иртнĕ канмалли кунсенче 98 ятарлă отряд пурнăçланă. Утă уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 6933 çухрăм ятарлă касă сухаланă, 93 çухрăм вăрман çулĕ хывнă.
2013 çул пуçланнăранпа Ульяновск облаçĕнчи вăрмансенче 10 пушар тупса палăртнă, вĕсене вăрман пушар сыхлавĕн вăйĕсемпе икĕ сехет хушшинче сӳнтернĕ.
Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса утă уйăхĕн 8-мĕшĕччен облаçри вăрмансене граждансене тата транспорта кĕме вăхăтлăха чарнă.
«Центр по обеспечению пожарной безопасности» учрежденин диспетчер пункчĕ талăкĕпех ĕçлесе граждансенчен 8-800-100-94-00, (8422) 46-91-27 телефон номерĕсемпе хыпарсем йышăнать.
 
: 923, Хаçат: 26 (1222), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: