Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕн вĕрентекенĕ Елена Владимировна Винокурова облаçра иртнĕ «Çемье – патшалăх тытăмĕ» конкурсра çĕнтерсе регион чысне Раççей шайĕнче çĕклеме тивĕçнĕ.
 
«Вперёд к коммунизму» колхозра пăру пăхаканра тата ĕне сăваканра, механизаторта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă, çут тĕнчене пилĕк ача парнеленĕ Мария Викторовнапа Владимир Алексеевич Садиловсем, иккĕшĕ те Раççей Ĕç ветеранĕсем, Çĕнĕ Улхашра - тĕслĕхлĕ çемье. Вĕсен кĕçĕн ачи – Елена (1968 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче çуралнă, 1985 çулта вăтам шкул пĕтернĕ) – ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер, çăмăллăнах Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕрет. Ăнăçлăн диплом илсе 1990 çулта Пухтел шкулĕнче ют чĕлхесене вĕрентекен аслă пĕлӳллĕ пĕрремĕш специалист пулса тăрать. Çирĕм виçĕ çул ĕçлесе пĕрремĕш категорие тивĕçет. Унăн юлашки çулсенчи çитĕнĕвĕсем çинче çеç чарăнса тăрар: 2012 çул – район шайĕнче иртнĕ «Учитель года – 2012» конкурс çĕнтерӳçи; 2013 çул – «Самый классный классный» конкурс лауреачĕ, регионти вĕрентӳçĕсен «Çемье – патшалăх тытăмĕ» конкурсăн чи çутă çăлтăрĕ…
Елена Владимировна хăй çинчен каласа пама юратсах кайманнипе ун çинчен ĕçтешĕсенчен ыйтса пĕлес шухăш çуралчĕ. Тĕслĕхрен, çак шкулта нумай çул вăй хуракан Н.Н.Кушты: «Тĕллевĕсене мĕнле йывăр пулсан та пурнăçа кĕртекен ĕçтеш. Ачасене тăван чĕлхепе танах ют чĕлхесене вĕренни малашнехи пурнăçра кирлĕ пулнине ăша хывтарать. Сăпай. Çав вăхăтрах усал тата кăмăллă кулăшпа та туслă. Йывăрлăхсенче ĕçтешĕсене, вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне пулăшу аллине паракан пĕрремĕш çын».
Е.В.Винокурова (качча кайнă хыççăнхи хушамачĕ) 2010-2011, 2011-2012, 2012-2013 вĕренӳ çулĕсенче «Организация совместной деятельности родителей и учащихся 5-7 классов» ятарлă проектпа ĕçленĕ. Вăл ертсе пыракан 15 ачаран тăракан 7-мĕш класс – пур енĕпе те чи аванни. Мĕнле кăна мероприятисем иртмеççĕ-ши çак пĕчĕк «тĕнчере»! «С родителями – вместе!», «Здоровье – это жизнь», «Большие гонки» … - пурте хăй тĕллĕнлĕх ăнлавпа çыхăннă. Вĕрентекен вĕсенче тапратса ярса çул кăтартса пыраканни çеç. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хăйсем тĕллĕн мероприятисен вĕçĕмсĕр çаврăнăшĕнче пулаççĕ. Çавăнпа та пулĕ вĕрентекен пуриншĕн те чи çывăх, шанчăклă юлташ. Чăнах та çапла пулнине Елена Владимировна 23 çул пĕр чарăнми çак ĕç-хĕл çинчен дневник çырса пыни çирĕплетет. Тĕслĕхшĕн, 2012-2013 вĕренӳ çулĕн дневникне уçса пăхăпăр: кунта кашни мероприяти планĕ-сценарийĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн сăн ӳкерчĕкĕсемпе вĕсен шухăш-туйăмне çырса кăтартнă ал çырăвĕсем, çĕнсе илнĕ Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем… Чи пултаруллă 7-мĕш класра вĕренекенсен хушамачĕсене аса илсе хăварни та ачасемшĕн хавхалануллă пулĕ: Света Ширтанова, Егор Форменов, Олеся Шубина, Геннадий Шубин, Римма Насертдинова, Илья Долгачёв, Екатерина Иванова, Андрей Мускин, Оксана Нагорнова, Пётр Козлов, Анна Козлова, Михаил Форменов, Андрей Мердеев, Валерия Каршева, Алёна Караполова. Вĕсем пурте вĕрентекенĕ çинчен хайлавсем çырса дневника вырнаçтарнă. Сăмах май, дневника ачасем хăйсемех килĕсенче компьютерпа усă курса хатĕрленĕ материалсемпе илемлетеççĕ. Алёна Караполова, тĕслĕхрен, вĕрентекенĕ çинчен çапла çырать: «Елена Владимировна – ырă та яланах пулăшма хатĕр ÇЫН. Вăл шанчăклă вĕрентекен юлташ. Йывăр вăхăтра пулăшу аллине паракан пĕрремĕш наставник. Вăл тăрăшнипе пирĕн класра – хăйтытăмлăх тени хуçаланать. Эпир хамăр тĕллĕнех класс тулашĕнчи ĕçсене пурнăçлама вĕренсе çитнĕ. Вăл ертсе çеç пырать. Эпир Елена Владимировна пирĕн класс тĕлне çакланнăшăн шăпамăра тав тăватпăр ».
Кунтах кашни вĕренекенĕн ашшĕ-амăшĕ çырса палăртни те пур. Тĕслĕхрен, Ольга Георгиевна Мускина çапла çырать: «Эпĕ, ашшĕ-амăш комитечĕн членĕ пулнă май, Елена Владимировна ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Вăл ачасемпе тата пирĕнпе чунне парса вăй хурать. Кашни вĕренекенĕн ашшĕ-амăшĕ класра иртекен мероприятисенче мĕншĕн-тĕр явапли. Никам та хирĕçлемест».
Ахальтен мар Е.В.Винокурова Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерствипе Чăнлă районĕнчи вĕрентӳ пайĕн Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унăн çулĕпе кайнă вĕренекенĕсем аслă пĕлӳ илсе тĕрлĕ шкулсенче вăй хураççĕ: О.Г.Шубина, М.В.Кушты, С.А.Кучанова (Германире икĕ çул практикăра пулнă), К.В.Абдрехменова…
Елена Владимировна ывăлне – Алексее – пĕчченех ура çине тăратнă. Вăл салтакран таврăнса аслă пĕлӳ илнĕ, эколог пулса вăй хурать. Ăна авлантарса мăнукĕсемпе савăнса пурăнма ĕмĕтленет.
 
: 991, Хаçат: 26 (1222), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: