Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял çыннисем ĕлĕк-авалтан савăнăçне те, тунсăхне те пĕрле пайлама хăнăхнă. Ача çуралать пулсан пĕтĕм ял çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕшĕн хĕпĕртет, çартан салтак таврăнсан та, туй-çуй пулсан та кĕрекене мĕнпур кӳршĕ-аршăпа тăван-пĕтен саламлама пухăнать, ентешне юлашки çула ăсатнă чух та никам юлмиччен пуçтарăнаççĕ… Ял хавалĕ çапларах ĕнтĕ. Пурте ал тупанĕ çинчи пек куç умĕнче – ырри те, усалли те, çын кăмăл-туйăмĕ те, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ те. Ахальтен мар ватăсем тирпейлĕ пулма ыйтса: «Ял-йыш мĕн калĕ», - тенĕ.
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче Алексейпа Наталья Мыгышсен çемйинче пысăк савăнăç – Андрей ывăлĕ салтакран таврăннă. Ялти çыхăну уйрăмне, администрацие, хуçалăх кантурне, шкула кĕрсен те пĕр калаçу: маттур Энтри, хĕсмете чипер кайса килнĕ, ашшĕ-амăш ятне яман, çарта хăюлăх кăтартса палăрнă теççĕ.
Кил хуçалăхĕ пысăк Мыгышсен – çурчĕ тĕреклĕ, анкарти, пахча… Андрей ял сывлăшне сывласа тăранаймасть, ашшĕпе иккĕшĕ гаражра тем пирки пит тăрăшса калаçаççĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн Алексей Алексеевич ывăлĕн хулĕнчен юлташла лăпкаса илет. Хăй те салтакра пулнăскер мăнаçланать вăл патвар яшпа.
Кил хуçин мăшăрĕ – Наталья Геннадьевна Ирçел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 27 çул чунне, мĕнпур пĕлĕвне ачасене парать. Коллективра хисеплеççĕ ĕçтешне. Килте – лăпкă, тарават хĕрарăм вăл, виçĕ ача амăшĕ. Упăшки, Алексей Алексеевич, «Родники» хуçалăх механизаторĕ. Çирĕм виçĕ çул тракторпа вăй хурать. Унăн сăнĕ пĕр хутчен çеç мар районти Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Шкулта хатĕрленĕ «Хисеплĕ ял çыннисем» стенда та тăрăшуллă механизатор сăн ӳкерчĕкĕ илемлетет.
— Шăматкун Андрей таврăннă ятпа хурăнташсене, тăвансене пĕр кĕрекене пухасшăн,- терĕç вĕсем.- Пуринчен ытларах йĕкĕреш хăраххипе Ильяпа виçĕ класс пĕтернĕ Софья йăмăкĕ савăнчĕç.
— Ĕнер киле çитсенех Алёша юлташăн салтак вечерне лекрĕм. Эп таврăнтăм, вăл ав Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайрĕ,-терĕ Андрей.- Эпĕ çулталăк хушши сывлăшран тапăннинччен хӳтĕленĕ (ПВО) çĕрте пултăм. Пĕр чăваш ачипе туслашрăмăр. Юлташсем пурте аванччĕ.Пĕр-пĕрне кӳрентерес йăла çук халь салтакра. Йăрă, шанчăклă пулмалла. Вара сана та хисеплеççĕ. Аттепе аннене, шкулти, Аслă Нагаткинри технологи техникумĕнчи вĕрентекенсене, уйрăмах физкультура учителĕсене хăюллă, хастар, çирĕп кăмăллă пулма вĕрентнĕшĕн пысăк тав. Эпир Ильяпа иксĕмĕр те спортпа туслă. Арçын ачасене сывлăхĕ çирĕп пулсан çара çĕкленӳллĕ кăмăлпа нимĕнрен хăрамасăр кайма ыйтатăп. Çулталăк хушшинче нумай-мĕне вĕренетĕн, харсăр пулса килетĕн.
Мыгышсем Самар хулине Андрей тупа тунă çĕре кайнă. Унта кулăшларах самантсем пулса илнĕ. Энтрие унăн йĕкĕреш хăраххипе Ильяпа пăтраштарнă иккен. Лешĕ ахаль тумпа. Пичĕпе, кĕлеткипе – каснă лартнă Андрей. Юлташĕсем ăна, Илья, атя эсĕ те юл, кирлĕ пулсан Энтрие ылмаштаракан çын пулăн, хулана тухма та кирлĕ тенĕ. Яшсен пĕрешкеллĕхĕнчен вĕсем çеç тĕлĕнмен. Командирĕ те, Мыгыш рядовой, кам сана çар тумне хывма ирĕк пачĕ тенĕ. Ăнланса илсен кулсах ячĕ тет.
Каччăсем хул-çурăмпа патвар анчах мар, сăн-питрен те илĕртӳллĕ, кăмăлĕсем те аван. Аслисем каланине ăса хываççĕ, ашшĕпе амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕсем вĕсем. Салтака кайиччен иккĕшĕ те Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводра механикра вăй хунă. Андрей кăшт сывласа ярсанах ĕçе пуçăнма шутлать. Цехра кĕтеççĕ ăна.
 
: 891, Хаçат: 26 (1222), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: