Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче часавай уçăлчĕ. Ăна И.Я. Яковлевăн вĕренекенне, çак ялта чиркӳ тата шкул уçакана — Илья Савельевич Бюргановские — халалланă. Пысăках мар часавая Пухтел çыннисем — Зинаида Макаровна тата Борис Николаевич Тимиркинсем — хăйсен укçи-тенкипе туса лартрĕç. Илья Савельевич Бюргановский Борис Тимиркинăн мăн аслашшĕ пулать.
Малтанах Кивĕ Улхашри чиркӳ настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ вуларĕ, часавай çуртне çутатрĕ. Унтан пухăннисене çапла каларĕ:
- Чиркӳ яланах халăхпа пĕрле пулнă - влаçсем темле уйăрма тăрăшсан та. Темле йывăр вăхăтра та пирĕн мăн асатте-асаннесем чиркӳсене, турăшсене сыхласа хăварма тăрăшнă. Паянхи пулăм килес ăрушăн тивĕçлĕ тĕслĕх. Иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн чунсемшĕн тăрăшакансен ячĕсене манмалла мар. Илья Бюргановский пухтелсене çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă. Тимиркинсем тăрăшнипе унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех юлĕ. Турă пулăшсан ĕлĕкхи вырăнта чиркӳ те çĕкленсе ларĕ акă, - терĕ вăл пухăннисене таса шывпа пĕрĕхсе. Унтан чиркӳ тăвакансене: Г. А. Воронков каменщика, П.И. Салюкин сварщика, вĕсене пулăшакан И.Н. Пидиксеева, хĕреспе куполне тăвакан А.А. Еграшкина – тав сăмахĕсем каласа пиллерĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева Пухтелĕнче часавай уçăлнишĕн савăнса çапла каларĕ:
-Часавай лартас шухăш пирĕн 2000 çултах çуралнă. Тимиркинсем пирĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕç. Пысăк тав вĕсене уншăн. Ман шутпа, пухтелсене чиркӳ те кирлĕ. Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе çав ĕçе пуçăнасчĕ. Часавай тавра йĕрке туса ĕлкĕреймерĕмĕр. Шкул юбилейĕ тĕлне çулсем сарса, чечексем лартса илемлететпĕрех.
Часавай уçăлнă ятпа саламлама УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ А.А. Мордовкин килсе çитнĕччĕ. Вĕсем те çак ял çыннисене çутта кăларакана, пачăшкăна асăнса часавай лартакансене чунран тав турĕç, Тав хучĕсем пачĕç.
Часавай авторĕ Борис Тимиркин халăх умне çĕкленӳллĕ кăмăлпа тухрĕ:
- Манăн мăн асатте çакăнта выртать. Унăн хĕрĕ Мария Бюргановская 47 çул çак ялта вĕрентнĕ. Вĕсен манăçми ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех ентешĕмĕрсен асĕнче юлччăр тесе тăрăшрăмăр та ĕнтĕ эпир мăшăрпа. Çак часавай тăван ялăмăра пиртен парне пултăр,- терĕ вăл хăйне пулăшаканĕсене чĕререн тав туса.
Тимиркинсене ял халăхĕ ăшă сăмахсем каларĕ. Халĕ çак таса вырăна кашни пырса çурта лартма, кĕлтума пултарать.
 
 
 
 
: 991, Хаçат: 39 (1131), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: