Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акă нумай çул ĕнтĕ Чăнлă районĕнчи Покровски вăтам шкулĕнче çуллахи канупа сиплев лагерĕн кăнтăрлахи смени ĕçлет. Ĕлĕк вăл «Орлёнок» ĕçпе кану лагерĕччĕ. Юлашки тăватă çул шкул никĕсĕнче ĕçлекен кăнтăрла канмалли «Пчёлка» лагерь.
Лагерьте пуçламăш тата вăтам классенче вĕренекен ачасем канчĕç. Тавлашусăр тумалли тивĕçсенчен пĕри – канăва тăлăхсене, итлемен, тертлĕ ачасене, нумай ачаллă тата чухăн çемьесенчи шăпăрлансене явăçтарассиччĕ.
Ăс парас ĕçĕн центрĕ ача тата вăл пурнăçлама ăнтăлакан ĕç шутланать. Кашни ача лагерьте пулнишĕн хĕпĕртет. Кунта вăл çĕнĕ пĕлӳ илет, ырă ĕçсем тума хăнăхать, опыт пухать. Ку вăл аслисем лагерьти ĕçе ăнăçлă йĕркеленипе тӳрремĕнех çыхăннă.
Кăçал шкул çумĕнче пĕр смена анчах йĕркелерĕмĕр. Тĕп тематикăна спортпа тата экологипе çыхăнтарнипе ку енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Воспитательсем пулса шкул вĕрентӳçисем тăрăшрĕç. 50 ача сывлăхне сиплерĕ.
Çĕртмен 4-мĕшĕнче Покровскинчи вăтам шкулта Йĕпе Пăкăрлă тăрăхĕн парнишĕн ирĕклĕ кĕрешӳпе районти турнир иртрĕ. Пирĕн лагере çӳрекен ачасенчен чылайăшĕ унта хутшăнса аван результат кăтартрĕ.
Çĕртмен 13-мĕшĕнче Покровски ачисем лагерьсем хушшинче иртнĕ спартакиадăна хутшăнчĕç. Унта нумай грамота çĕнсе илчĕç. Арçын ачасен команди мини футболла выляса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Хĕрачасем вара пионербол ăмăртăвĕн юлашки самантĕнче Йĕпе Пăкăрлă пикисене выляса ячĕç. 4-мĕш класс ачи Александр Степанов шахмат вăййинче хăйне тивĕçлĕ тытни паллă пулчĕ.
Çĕртмен 14-мĕшĕнче тăван шкул чысне «Безопасное колесо» район ăмăртăвĕнче хӳтĕлерĕç. Унта хутшăннă 14 командăран пирĕн маттурсем çиччĕмĕш вырăн йышăнни начар мар кăтарту. Пĕрремĕш медицина пулăшăвне панă çĕрте йăнăшсем туни анчах вĕсене мала тухма паман.
Çĕртмен 15-мĕшĕнче лагерьте канакан ачасем ӳсен-тăранпа тата чĕр чунсен тĕнчипе паллашма тесе тăван тăрăхри вăрманлă, çырма-çатраллă, уй-хирлĕ вырăнсене похода тухса кайрĕç. Çулçӳрев вăхăтĕнче шăпăрлансен Чăнлă районĕнче сайра тĕл пулакан курăксене тата чĕр чунсен хăш-пĕр тĕсне сăн ӳкерме май пулнă.
Лагерьти кашни кун ачасемшĕн интереслĕ мероприятисемпе пуян. Ачасен пĕртте тунсăхлама вăхăт пулман. Лагерьте икĕ хутчен вĕри апат çитернине те асăнмалла. Тутлă çимене хатĕрлекенсем – кухня ĕçченĕсем – В.К.Артемьевапа Е.А.Генералова.
Пĕлтĕр çуллахи «Пчёлка» канупа сиплев лагерĕн программи Пĕтем Раççейри программăсем тата ăслăлăхпа методика хатĕрлевĕн конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Эпир «Программы по обеспечению занятости детей и молодёжи в каникулярный период» номинацире гран-при илме тивĕçлĕ пултăмăр. Кăçал та ачасен канăвне кăнтăрлахи вăхăтра йĕркелемелли лагерьсен программисен ăмăртăвне хутшăнасшăн. Ăнăçу пире йăл куласса шанатпăр.
 
: 817, Хаçат: 26 (1222), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: