Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинта йăлана кĕнĕ Бега уявĕ шавласа иртрĕ. Ку уяв нумай çул пырать ĕнтĕ, ун историйĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех пуçланнă. Вăл ял уявĕнчен пуçласа регионсем хушшинчи мероприяти шайнех çитрĕ. Кунта кашни çул ăмăртма тата канма Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен, облаçри районсенчен хăнасем йышлăн килеççĕ.
 
Чупу уявне уçма район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, Мускав хăни – «Газпром межрегионгаз» общество тĕп директорĕн çумĕ, çар наукисен академийĕн профес-сорĕ Н.В.Исаков генерал-лейтенант, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ В.Н.Камеко, районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.П.Анисимов сцена çине хăпарчĕç, пурте сăмах илсе пухăннисене саламларĕç.
-Кăçал районта акăнмасăр пĕр гектар та юлман, кĕркунне лайăх тухăç кĕтетпĕр. Çур акинче тăрăшса ĕçлерĕмĕр, паян вара ирĕклĕн канар, - терĕ Ханяфи Валиевич çĕр ĕçченĕсене тав туса.
Уяв ялавне çĕкленĕ хыççăн тĕп сцена çинче пысăк концерт тытăнчĕ, унта ялсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем, ача-пăча коллективĕсем хутшăнчĕç. Уйрăмах Чăвашкасси ушкăнĕ çинчен каласа хăвармалла. Вĕсем хальхинче питĕ илемлĕ çĕнĕ тумпа тухрĕç, хĕрĕсем шурă акăшсем пекех курăнаççĕ. Ăна çĕлеттерме район администрацийĕ укçа-тенкĕпе пулăшнă.
Ытти çĕрте тĕрлĕ ăмăртусем, конкурссем, вăйăсем пуçланчĕç: кĕрешӳ, футбол, волейбол, кире пуканĕ йăтасси, шахмат-шашка, турник çинче çакăнса тăрасси тата ытти те. Ял тăрăхĕсем хăйсен кил-çуртне кăтартаççĕ, иртен-çӳрене кăпăклă сăрапа сăйлаççĕ. Посадка хĕрринче шашлык пĕçереççĕ.
Кĕрешӳ кавирĕ хăй йĕри-тавра нумай çын пуçтарчĕ. Кунта виçĕ енлĕ ăмăрту пычĕ. Ирĕклĕ кĕрешсе Алексей Краснов абсолютлă чемпион ятне илчĕ, чăвашла Кĕрешӳре – Алексей Чугунов, тутар-пушкăртла кĕрешсе – Денис Сетнеров. Вĕсене пурне те хаклă парне — така – пачĕç.
Паллах, лаша чупăвĕсем те интереслĕ иртрĕç.
Тĕп парнешĕн малтанхи чупусенче çĕнтернисем тупăшрĕç. Чăваш Республикинчен килнĕ А.Хамбиков Сахалин ятлă рысакпа финалта пĕр миле 2 минут та 8 çеккунтра чупса тухса çĕнтерчĕ, Чăнлă район администраци пуçлăхĕн Х.В.Рамазановăн парнине çĕнсе илчĕ.
 
: 911, Хаçат: 26 (1222), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: