Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павловка районĕнчи Гремучи ялĕнче пирĕн йăхташсем йышлăн тĕпленсе пурăнаççĕ. Киргизовсен çемйинех илер. Тăрăшуллă, тӳрĕ кăмăллă пулнишĕн хисеплеççĕ çак çемьене кунта. Çемье пуçĕ Виктор Андреевич çакăнта çуралса ĕмĕрне ирттерме тĕв тунă.
Вăл пысăк мар çемьере çуралнă. Ашшĕ Кăлаткăпуçĕнчи паспорт сĕтелĕн пуçлăхĕ пулнă. Шкул пĕтерсен Виктор Тольятири 2-мĕш профтехучилищĕре электросварщик профессине илет. Ялти пĕр чăваш пикине Клавăна калама çук юратса пăрахнипе салтака кайичченех авланать.
Çар повесткипе ăна Димитровградри строительсен çар отрядне (ВСО) илсе каяççĕ. Чăваш каччине командирсем тӳрех асăрхаççĕ. Вăл ыттисенчен яваплăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрать. Çавăнпа та ăна электромонтаж уйрăмĕн командирне çирĕплетеççĕ. Отряд автоагрегат заводне тунă çĕрте ĕçлет.
Салтакран таврăнсан Виктор тăван колхоза сварщика ĕçлеме вырнаçать. Часах ăна Кăлаткăпуçĕнчи патшалăх заказникĕнче егерьте ĕçлеме сĕнеççĕ. Вăл ултă çул хăйне уйăрса панă вăрман хуçалăхĕнче йĕрке туса тăрать.
-1992 çулта колхозри çут çанталăк газĕн хуçалăхне газовщика куçрăм. Тата сакăр çул колхозниксен хуçалăхĕсене пăхса тăтăм. Кайран Павловкăри участока куçарчĕç. Халĕ те кунтах вăй хуратăп.
Кам кăна пулса ĕçлеме тивмен мана çак хушăра: строительте, снабженецра, газовщикра, профком председателĕнче, -тет Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçнĕ ентеш пӳрнисене хуçлатса.
Кирек ăçта, кирек кам пулса ĕçлесен те унăн ячĕ чи лайăххисен хушшинче пулнă. Çавăнпа унăн Хисеп, Тав хучĕсем нумай. Сăн ӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. Тăрăшуллăскере колхоз правленийĕ Болгари çĕршывне канма янă.
Киргизовсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Игорь, Алексей тата Аня чăвашла аван калаçаççĕ. Çемйисемпе Энгельс хулинче тĕпленнĕ. Шел, мăшăрĕсем вырăс пулнипе мăнукĕсем чăвашла ăнланмаççĕ.
Темшĕн çак чăваш çемйи ку таранччен «Канаш» хаçатпа кăсăкланман.
-Çырăнса илĕр-ха, вара облаçри чăвашсен пурнăçне тĕппи-йĕррипе пĕлсе тăратăр,- тесен çемье пуçĕ çырăнма сăмах пачĕ.
 
: 858, Хаçат: 26 (1222), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: