Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушнипе Ульяновск облаçĕнче халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе çителĕклĕ тивĕçтересси çинчен ятарлă программа хатĕрленĕ.
Çав ĕç-хĕлрен хăш-пĕрне 2013 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. Тӳлевлĕ медицина пулăшăвĕ çине пысăк шайра тивĕçтерекен хăтлăхпа сервис, кашни кун кирлĕ мар хаклă им-çампа вăрттăн (анонимлă) тивĕçтерӳ, тухтăр палăртман медицина сиплевĕ (васкавлă пулăшу сиплевĕсĕр пуçне) çеç кĕмелле.
«Халĕ пĕр медицина пулăшăвех тӳлевлĕ те, тӳлевсĕр те пулма пултарать. Тĕслĕхрен, наци календарĕпе иртекен прививкăсем – тӳлевсĕр, çав прививкăсенех ют çĕршыва курма е канма кайнă чухне хăв ирĕкĕпе тутарсан – тӳлевлĕ. Çавăнпа та тӳлевлĕ медицина тивĕçтерĕвĕсене пурнăçламалли ятарлă вырăнсем уçмалла. Шел, паян пур тивĕçтерӳсем те пĕр черетпе пурнăçланаççĕ. Тӳлевлĕ процедурăсене черетсĕр кĕнипе поликлиникăна пынисен хушшинче ăнланманлăх çуралать. Саккунлă пулăм мар ку», - ăнлантарать сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
Регионри медицина страховани фончĕн директорĕ Павел Дехтярь çирĕплетнĕ тăрăх, тӳлевлĕ медицина тивĕçтерӳсен йышĕнче 5-10 процент çеç пулмалла. Утă (июль) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен облаçра амбулаторипе поликлиника пулăшăвне сипленме пынă çын пуçне шута илсе укçа-тенкĕ уйăрма тытăнаççĕ. Çапла туни «виле чунсен» хисепне пĕтерме май парать.
Регион пуçлăхĕ кашни сиплев учрежденийĕнче тӳлевлĕ медицина сиплевĕпе тивĕçтерекен процедурăсен списокне çакса хума хушать. Çак ĕçе пациентсен прависене хӳтĕлекен обществăлла организацисем тĕрĕслесе тăрĕç. Стационарсенче ятарлă стендсем çакăнса тăмалла, вĕсенче медицина пулăшăвĕсен стандарчĕсене палăртмалла. Сергей Морозов çак ĕçе утă уйăхĕнче хăй те тĕрĕслесе тăрĕ, час-часах сиплев учрежденийĕсенче пулса медицина ĕçченĕсемпе тата пациентсемпе тĕл пулĕ.
 
: 813, Хаçат: 26 (1222), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: