Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов Кĕпĕрнаттăр "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче 2013 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче тухса каланă сăмах
 
Ырă кун, хисеплĕ юлташсем!
Эпĕ 2004 çула аса илетĕп. Хула урамĕсенче тĕттĕм, машинасем сахал. Автобуссем чарăнакан вырăнсенче халăх. Ăçта пăхатăн – унта пасар, çӳп-çап купи… Пирĕн малта пыракан предприятисем (облаçрисем кăна мар, çĕршывăмăртисем те) майĕпен пĕтсе пычĕç, 1998 çулхи кризис хыççăнхи экономика аталанăвĕ пулман та тейĕн. Раççейре тата Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче ĕçсĕррисен шучĕ чакнă вăхăтра пирĕн регионта пачах тепĕр майлă – ӳссе пычĕ: 2000 çулта вăл 6,6 процентчĕ, 2004 çулта 9,5 процента çитрĕ.
Политикăри тавçăсем халĕ 2005 çулта эпир мĕнлерех çивĕч ыйтусене татса панисене манса кайма тăрăшаççĕ. Эпир йĕрке тăвас тесе нумай тăрăшрăмăр. Облаçра пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ чухăнлăха путрĕ. Пин-пин ăста специалист тупăшлăрах вырăнсене кайса вырнаçрĕ. Облаçран çулсерен 13-17 пин çын туха-туха каятчĕ.
2004-2005 çулсенче Мускавра Ульяновск облаçне пач пăрахăçласси пирки калаçнине те нумайăшĕ маннă ĕнтĕ. Карамзин, Пластов, Ленин, Гончаров… УАЗсен, «Руслансен» çĕршывне, пирĕн тăван çĕршыва пач пăрахăçласшăнччĕ!
Мĕнле тытăнса юлма пултартăмăр-ха эпир? Мĕнле майпа çĕклентĕмĕр? Пуласлăхшăн ĕмĕтленсе çĕнĕ плансем, проектсем турăмăр. Пăхăр-ха, йывăр саманара çуралнă проектсемпе паян мĕнлерех мăнаçланатпăр! "Единая Россия" парти, çĕршывăмăр, Ульяновск, пирĕн районсем тата халăх – мĕнпурĕ кар тăрса йывăрлăха çĕнтерме пултартăмăр. Халĕ çынсем, пирĕн область тĕпрен улшăнчĕç. Пиртен тĕслĕх илеççĕ, пирĕн шухăшсене тата ĕç опычĕсене тĕпе хураççĕ. Апла эпир малаллах талпăнатпăр.
2005-2012 çулсенче регион экономикине харпăр инвестицинчен 300 млрд тенкĕ укçа кĕнĕ, реестрта 100 ытла инвестици проекчĕ, вĕсенчен 20-шĕ – тĕнче шайĕнчи пысăк проектсем. Инвестици сумкинче пĕтĕмĕшле 200 млрд тенкĕ. Проектсене пула эпир 35 пин ытла ĕç вырăнĕ хатĕрлерĕмĕр, область бюджетне çулталăкра 11 млрд тенкĕ налук укçи кĕрессе шанатпăр.
Паян эпир бизнес партнёрĕсен шутне ӳстерессишĕн мар, пире чăннипех усă параканнисене суйлама тăрăшатпăр.
 
Индустри паркĕсем тата промышленность зонисем
Чи сулмакли – Заволжски районĕнче вырнаçнă. Кунта çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ индустри паркĕ. Килĕшӳ çирĕплетсе 18,4 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çакăнта килсе хăйсен производствисене вырнаçтарчĕç те ĕнтĕ тĕнчипе паллă «Шэффлер Групп», Gildеmеistеr АG (Германи), Tаkаtа Pеtri АG, «Бриджстоун Корпорейшн» компанисем. Çакăн евĕрлĕ индустри паркĕсене Çĕнĕ Спасск, Николаевка, Мелекесс, Кăлаткăпуç, Çинкĕл, Тереньга, Инза районĕсенче тата Ульяновск районĕнчи Карлински çывăхĕнче вырнаçтарасшăн. Асăннă зонăсенче паян 10 компани хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннă та ĕнтĕ.
Область пуласлăхне эпир регионти кластерсен аталанăвĕпе çыхăнтаратпăр. Вĕсенчен иккĕшĕ – авиаци тата ядерли – Раççейри çĕнĕ кластерсенчен чи пĕлтерĕшлисен шутне кĕреççĕ.
 
Авиаци кластерĔ
Эпир 8 çул хушши авиаци заводне çĕклессишĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерессишĕн тăрăшрăмăр. 2005 çултан тытăнса 2012 çулччен «Авиастарта» 16 çĕнĕ самолёт пуçтартăмăр (çулталăкра вăтамран 2 самолёт). Йывăрлăхсем нумай пулчĕç. Анчах çĕршыв ертӳçисем, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулăшнипе эпир ИЛ-76МД-90 çĕнĕ самолёт пуçтарма тытăнтăмăр, экономика тĕлĕшĕнчен пулăшу килнине туйрăмăр.
Вăтăр тăхăр ИЛ-76МД-90А самолёт тума саккас йышăнтăмăр. Йывăрлăхсене шута илмесĕр ТУ-204СМ самолёт проекчĕпе ĕçлетпĕр. Пирĕн çĕршыва çакăн пек самолётсем питĕ кирлине туятăп. Вун пĕр компани пирĕн облаçра çак ыйтусемпе ĕçлеме хатĕр. Çакăн пирки эпĕ Владимир Путина пĕлтертĕм. Çак ыйтупах Питĕрте иртнĕ экономика пухăвĕнче çĕршывăн экономика аталанăвĕн министерствин ертӳçисем патне тухрăм. Президент хушăвне пурнăçласа министерство Раççей Правительстви валли постановлени проектне хатĕрленĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пире тата 6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.
«Ульяновск-Восточный » аэропорт комплексне аталантарма 150 пин çынлă «Аэротрополис» хула çĕкленмелле.
 
Ядерлă кластер
Ядерлă кластер – медицина радиологийĕн центрĕн проекчĕ. Ăна туса çитерме 15 млрд тенкĕ кирлĕ. Кун пек центр Раççейре те пĕрре çеç пулать. Кунта çулсерен 40 пин çын рак тата чĕре чирĕсене сиплеме пултарать. Ăна АПШ, Европа, Япони, Китай тата ытти çĕршывсем те тимлĕх уйăраççĕ. Пĕрле ĕçлеме килĕшӳсем çирĕплетеççĕ.
Темиçе кун каялла тăхланпа висмут вăйĕпе ĕçлекен реактор проекчĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Пĕтĕмĕшле Димитровградри ядерлă инноваци инвестици кластерĕн портфелĕнче – 110 млрд тенкĕ ытларах. Тата 5-6 çултан Димитровград Раççейри кăна мар, пĕтĕм тĕнчери тĕп пĕлтерĕшлĕ наукăпа медицина центрĕ пулса тăрĕ.
Регион малашлăхĕ – станоксем туса кăларассине çĕнетсе яни. Раççейри ют çĕршывсен хушшинчи станоксем туса кăларакан пĕрремĕш компани – «Гильдемайстер». Вăл Ульяновскра хăйĕн производствине йĕркелесе ярать.
«Росток» патшалăх компанийĕ УЗТС çумĕнче чукун çул отраслĕ валли станоксем туса кăларма тытăнать. Проектпа строительство ĕçĕсем кăçал пуçланаççĕ. 2017 çулта хатĕр станоксем саккас паракансем патне çитĕç. Станоксем туса кăларакан кластер пире 500 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшĕ.
 
Автопром
Эпир укçа-тенкĕпе, йĕркелӳ ĕçĕсемпе хамăр предприятисене тата брендсене (чи малтан УАЗа) хавхалантаратпăр. Питĕ харсăррăн çĕнĕ Япони тата Китай завочĕсене йĕркелесе хута яратпăр. Пирĕн çулталăкне 1 млн кая мар автомобиль кăларма кăмăл пур. Ку йывăр та вăрăм çул. Анчах та эпир чăтăмлă, хистевлĕ. Эпир кунта нумайлăха килнĕ!
Эпир хăюллăнах хамăрăн Димитровградри тата Ульяновскри лапамсене Германи, Япони тата Китай автопромышленноçĕн специалисчĕсене илĕртетпĕр. Ку вăл пирĕн çамрăксене кирлĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те.
 
Строительство
Пирĕн облаçра çĕр айĕнчен кăларакан усăллă япаласем, тимĕр тăпра таврашĕ нумай мар. Çак пурлăха регионтан урăх çĕре илсе тухнă тапхăр патне паян каялла таврăнмăпăр. Ют çĕршывсенчи ĕçтешсем пирĕн патра никĕсленĕ строительство индустрийĕн çĕнĕ предприятийĕсем хатĕр продукцине вырăнти чĕртавартан тăваççĕ (Хенкель, ЮНИС, Хемпель-Рус, Кварцверке тата ыттисем те). Пурĕ строительство кластерне йĕркеленĕ хушăра облаçра икĕ теçетке ытла çĕнĕ технологиллĕ предприяти хута кайнă.
 
Ял хуçалăхĕ
Кунта çул-йĕр урăхла. Ку отрасле хывакан инвестицисем те, инвесторсем те пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пур кăтартусемпе те эпир Чĕмпĕр-Ульяновскăн чи аван çулĕсем патнелле пыратпăр. Кайăк-кĕшĕк, çăмарта, сахăр, хĕвел çаврăнăш çăвĕн, тыр-пул производствин шайĕпе ял хуçалăхĕшĕн кăтартуллă 1990 çул патнелле çывхартăмăр, халь ирттерсе пыратпăр. Малашнехи виçĕ çул хушшинче 2012-2013 çулсенче урăх вăй-халпа ĕçлеме пуçланă сысна комплексĕсене пула аш-какай производствине пахалăхлă çĕнĕ шая илсе тухатпăр.
Çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕп задачăсенчен пĕрисене эпир органикăллă производствăна, производство хăрушсăрлăхĕпе пахалăхĕн ыйтăвĕсене татса парассине, ĕçлесе çитерекен предприятисене регионтах йĕркелессине куратпăр. Хамăр вăйсемпе Раççейре пĕрремĕш хут «О мерах государственной поддержки производителей органических продуктов в Ульяновской области» саккун проектне хатĕрлерĕмĕр. Ульяновскра тавар кăларакансен чи лайăх апат-çимĕçĕ валли регионăн пахалăх маркине ĕçлесе çитертĕмĕр.
Çак утăмсенче экономика шутлавĕ анчах палăрмасть. Вĕсенче тĕппи – çитĕнсе пыракан ăрăва хӳтĕлени. Пирĕн хамăр хыççăн ырă тухăç паракан çĕрсем, уй-хир тата ырă-сывă несĕл хăвармалла. Шăп çакăншăнах Аврора органик (АПШ), «Воронежский» сĕт-çу комбиначĕ» (Раççей) йышши инвесторсемпе тунă килĕшӳсем мухтава тивĕçлĕ.
Питĕрте иртнĕ экономика пухăвĕ хыççăн эпир регионăн агропромышленность комплексĕ валли те килĕшӳсем çирĕплетме тытăнтăмăр. «Юджи Групп» компанипе выльăх апачĕ валли хатĕрленĕ тĕш-тырăран патока тата сироп туса кăларакан комплекс тума тытăнни çулталăкне 140 пин тонна продукци илме май парĕ.
«Динамо Фиш» комплекс çулталăкне 30 пин тонна пулă продукцийĕ кăларĕ.
Çак ĕçсене тивĕçлĕн пурнăçлама вăй хуракансем валли 1 млн тăваткал метр пурăнмалли вырăн тума палăртнă. Çаплах çĕнĕ вĕрентӳ учрежденийĕсем, шкулсем, клубсем, спорт комплексĕсем çĕкленĕç. Патшалăх аллине коммуналлă хуçалăх тытăмне куçаратпăр.
Çынсем пирĕн тĕп пуянлăх пулнине те манса каймалла мар. Проектсене пурнăçлама вĕреннĕ, пултаруллă, ăслă специалистсем кирлĕ. Регионра çамрăк ăрăва хăварма тивĕçлĕ инфраструктура – площадкăсем, стадионсем, спорт комплексĕсем – кирлĕ.
Социаллă ыйтусемпе тивĕçлĕн ĕçлемесен халăха упраса хăварма май çук. Çак тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсем йышăнатпăр.
Тĕрĕс, йăнăшсемсĕр пурнăç никĕсленмест. Пĕр вăхăтрах пур ыйтусене татса пама май çук. Анчах «Единая Россия» ĕçлет. «Единая Россия» çĕршыва улăштарать. Эпир, «Единая Россия» парти, мухтанма тивĕç – Саккунсем кăларакан Пуху суйлавне темиçе хут вăйлăрах та ăслăрах список тăрататпăр. Эпир хамăр командăран вăтанмалла мар. «Единая Россия» команди – профессионалсен, малашлăхлăхшăн вăй хуракансен, çĕршыва улăштаракансен, региона аванлатма тăрăшакансен команди.
 
Хисеплĕ тусăмсем!
Авăнăн (сентябрь) 8-мĕшĕнче суйлава каякансене чĕнсе калатăп.
Малта пирĕн – самаях йывăр политика тапхăрĕ. Çĕнĕ йышăн питĕ кирлĕ задачăсене татса пама тивĕ. Эпир çӳлелле хăпарасси е аялалла ыткăнасси сирĕн хастарлăхăртан тата харсăрлăхăртан, эсир çынсем патне мĕнпе пынинчен, мĕн каланинчен нумай килет.
Эпир, «Единая Россия», çамрăк та вăйлă парти. Пуласлăха кăткăс ĕçпе хăпартатпăр, кирпĕч çине кирпĕч хуратпăр.
Ĕçтешсем! Юлташсем! Эсир кĕркуннехи суйлавра панă кашни сасă – регион пухмачне хывнă миллионсем. Ку вăл пенсисемпе пособисем, инвестицисем тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, Ульяновск облаçĕн кашни çыннин малашĕ.
Пирĕн пĕртен-пĕр парти – ку пирĕн тăван Ульяновск çĕрĕшĕн тăрăшакан тытăм. Тăван çĕршывшăн пирĕн шухăшламалла, уншăн сасăламалла. Вара йăнăшмастпăр.Тĕрĕс çулпа пыратпăр.
 
: 792, Хаçат: 26 (1222), Категори: Ульяновск облаce

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: