Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăватă теçетке çул алла-аллăн пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем – Нина Гурьевнапа Юрий Вячеславович Захаровсем, Пĕтĕм Раççейри çемье кунĕнче рубин туйне паллă тăваççĕ.
1972 çулхи чӳк уйăхĕ. Нумаях пулмасть Ульяновскри автозаводра ĕçлеме пуçланă Нина Васиярова Пăва районĕнчи Раккасси ялне ашшĕ-амăшне курма килет. Лешсем кӳршĕ яла хăнана Хусан Турăш уявне уявлама кайма хатĕрленнĕ. «Каçхине пикесемпе улах ларăр», - теççĕ аслисем шӳтлекелесе. Нина вĕсене ăсатать те хĕр-тантăшне йыхăрма васкать. Уйăх тухсан Васияровсем патне чиперккесем пухăнаççĕ. Хăшĕ юрлать, хăшĕ ташлать. Клуба кайма вăхăт çитсен Нина сасартăк: «Атьăр, хĕрсем, клуба каятпăр»,-тет. Лешсем турткаланма пăхаççĕ. «Унта мĕн пур? Сивĕ. Хутман çуртра ташлас килет-и? Кунтах аван. Ăшă, хăтлă»,-теççĕ. Нина çине тăма чарăнманнине кура юрĕ, эппин, тесе пурте шавласа клуба каяççĕ. Пĕрерĕн клубри сивĕ сак çине ларса тухаççĕ. Çав хушăра Культура çуртне пĕр кĕтӳ каччă кĕрсе тăрать. Пурте савăнăçлă, илемлĕ. Вĕсен хушшинче палламаннисем те пур. Раккасси ачи çуралнă кунне анлăн паллă тунă иккен вăл кун. Пĕр илĕртӳллĕ сар каччă пикесем патне пырать те куçĕпе Нина çине кăтартса: «Çак чиперккепе паллаштарсам»,-тет. Урама тухсан та пĕр хушă сăмахпа перкелешсе илеççĕ çамрăксем. Кайран Нина тантăшĕпе килнелле тарать. Кунтикав каччипе Юрийпе Раккасси йĕкĕчĕ Виктор вĕсене хăваласа çитеççĕ, ăсатса яраççĕ. Тепĕр ирхине Юра Нинăна Пăрăнтăк станцийĕнче кĕтсе илет. Хулана пĕрле каяççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах та вĕсем пурăнакан общежитисем те юнашарах вырнаçнă иккен. Иккĕшĕн чĕринче те юрату çуралать. Тата сакăр уйăхран — 1973 çулхи утă (июль) уйăхĕн 8-мĕшĕнче Захаровсен çамрăк çемйи тĕвĕленет. «Шăп çак кун çемье кунĕ пуласса тĕлленмен та эпир»,-теççĕ пĕр-пĕрин çине 40 çул иртсен те куç тулли юратса пăхакан Нина Гурьевнапа Юрий Вячеславович. Пĕр-пĕрне упраса пурăнсан çеç çак вăрттăн та таса туйăма сыхласа хăварма май пулать тесе шутлаççĕ.
Заводра ĕçлекен юлташĕсем-пе тата тепĕр çамрăк çемьепе пĕрле Захаровсем Мускава ЗИЛ автозавода ĕçлеме каяççĕ. Вĕсене "малосемейкăра" пĕр пӳлĕм, каярах тепĕр пӳлĕм параççĕ. Машинăсем тăвакан хастарсен икĕ ачи те тăван çĕршывăн тĕп хулинче çуралать. Асли – Евгений, кĕçĕнни – Ирина. Паян вĕсен иккĕшĕн те хăйсен çемйисем пур. Ывăлĕ Ульяновскра, хĕрĕ Мускавра пурăнаççĕ. Захаровсен паян пилĕк мăнук. Пиллĕкмĕшĕ – Ариша – кăçал çĕртмен 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăт парне! Мухтанмалăх пур чăнах та.
Тăхăр çул Мускавра пурăннă хыççăн тăван тăрăх туртнипе Нина Гурьевнапа Юрий Вячеславович Ульяновска куçса килеççĕ.
— Юра механика заводне ĕçе вырнаçрĕ, эпĕ – хĕрача пĕчĕк пулнипе малтан ача пахчинче ĕçлерĕм, каярах приборсем тăвакан «Ӳтёс» завода вырнаçрăм, - тет Нина Григорьевна. - Мускавра ун чух веçех пурччĕ. Эпир те пӳлĕмсене хваттерпе улăштарнă май сĕтел-пукан та унтанах кӳрсе килтĕмĕр. Аван тумлантăмăр. Япаласем аран-аран пилĕк тоннăллă контейнера кĕрсе пĕтрĕç темелле. Пире пĕлĕшсем ăмсанатчĕç ун чухне. Чăнах калатпăр. Вырăнти лавккасем пуш-пушахчĕ-çке. Чылайăшĕн тавар-мĕн туянма пуйăспа ларса кайма тиветчĕ. Мускаврах юлма пултарнă. Юра Кунтикавсăр, çывăх тăванĕсемсĕр пурăнас темерĕ. Эпир куншăн пĕртте ӳкĕнместпĕр паян. Юлташсемпе – Зогольсемпе – паян та туслă çыхăнура тăратпăр, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳретпĕр.
Çирĕм çул каялла пурнăç Захаровсене тĕрĕслев умне пырса тăратать. Юрий Вячеславовичăн инфаркт пулать, ăна инвалидность параççĕ. Ĕçе çӳреме хăнăхнă çыннăн килте кĕрĕк арки йăваласа ларасси килмест паллах. Вăл хăва вуллинчен карçинкка çыхма вĕренет. Мĕнпур пушă вăхăтне мăнукĕсене халаллать – ача пахчине, шкула леçет, кĕтсе илет. Часах пурнăç хăйĕн яланхи илемлĕ тĕсне çухатманнине çĕнĕрен туйса илет.
— Пульницана лексенех арăм еплерех çуннине, куляннине, йĕнине курсан çĕнĕрен пурăнас килсе кайрĕ ман. Пуринчен ытла унăн илемлĕ сăрă кăвак куçĕнчен урăх нихăçан та куççуль юхтарас килмерĕ. «Юрий, хăвна пуринчен ытла хаклакан, юратакан арăмна вăл чечекленнĕ, ачамсене ура çине тăратнă вăхăтра тăлăха тăратса хăварма ан хăйнă пул», - терĕм эп хама хам шăла çыртса. Ăна еплерех йывăр пуласса сыв мар чĕрепе ăнланнă. Нинăн юратăвĕ мана чирпе кĕрешме вăй-хал пачĕ. Ывăлпа хĕр те куллен килсе çӳретчĕç. Еплерех хăватлă туйăм вăл – хăв кама-тăр кирлине туйни. Паян ак кăштăртатса пурăнатпăр иксĕмĕр. Эпĕ Нинăна ĕçрен кĕтсе илетĕп те (вăл – «Утёс» заводăн тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ, хисеплĕ çын, пенсие тухсан та пиллĕкмĕш çул тăрăшса ĕçлекен сумлă та вашават хĕрарăм) пĕрле каçхи апат тăватпăр. Шел, чĕре хавшанăран манăн хамăн заводран кайма тиврĕ. Хам алăпа ăсталанă пĕрремĕш карçинккана савнă мăшăра парнелерĕм. Пурĕ вара 500 штука çыхса веçех юлташсемпе тăвансене парнелесе пĕтертĕмĕр. Хăва касма та хамах каятăп, шӳтеретĕп, хатĕрлетĕп, çыхатăп. Мана ку ĕç киленĕç кӳме пуçланине тахçанах туйса илтĕм.
— Юра юнашар пулни – маншăн та чăн-чăн савăнăç, телей,-тет Нина Гурьевна. - Эпир пĕр-пĕриншĕн тĕл пулнă. Юратусăр, чăнах та, пурнăç хăй илемне çухатать. Çак хĕрӳ туйăм вăхăт иртнĕçемĕн пĕр-пĕриншĕн тăрăшма, шухăшлама хистекен хисеп туйăмне куçать. Кунсерен çырăнакан çемье историйĕнче аса илмелли ырă самантсем нумай. Юра илемлĕ сăн-питлĕ, çав кунпа шайлашакан модăпа тăхăннă пирки общежитири хĕрсем тух, ав сан патна сувенир килнĕ тетчĕç. Кунтикавпа Раккассинче те Юрий Захаровпа ик-виç тантăшне илемлĕ тумланса ыттисенчен уйрăлса тăнипе «стилягăсем» тетчĕç. Тĕлĕнмелле, анчах мана çамрăк чухне те, халь те кĕпе-тумтир яланах мăшăр тупса, туянса парать. Кашнин кăмăлне тупма пĕлет. Юра шӳтлеме, кĕтмен çĕртен парнесем тума юратать.
Рубин туйĕ ячĕпе пĕр-пĕрне мĕн суннă пулăттăр тесен мăшăр йăл кулчĕ те: «Сывлăх»,-терĕ. «Çемье вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр тесен вара?» - ыйтрăм эп. «Эпир уйрăлма мар, пурнăç тума пĕрлешнĕ. Ыйтăва хуравлас пулсан — пĕр-пĕрне каçарма, илтме, ăнлантарма пĕлмелле, пĕр-пĕрне юратмалла, куç пек упрамалла! Вара тин çак туйăма, çемье тĕреклĕхне сыхласа хăварма пулать», - пулчĕ хурав. Юрий Вячеславович Нина Гурьевнан куçĕнчен пăхрĕ те: «Эс манăн – пĕртен-пĕрре. Тавах сана ывăлпа хĕршĕн, Турра тав эс пурришĕн»,-терĕ.
 
: 780, Хаçат: 26 (1222), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: