Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шӳтлеме юратакан Василий Идрисович Ендияровпа калаçма кăмăллă та çăмăл. Вăл пурнăçĕнчи темле йывăр саманта та шӳте куçарса çемçетме пĕлет, анчах сăрхăнса юхакан куççульне тытса чараймасть. Пурнăçĕ вара унăн, пирĕн çĕршыври миллионшар вăрçă ачинни пекех, пит йывăр килнĕ.
«Эп 1934 çулта çуралнă. Ĕмĕрхи тăлăх тетĕп хама. Анне пирĕн, Шерихве, виçĕ ачине тăлăха хăварса вăрçăчченех тифпа чирлесе вилчĕ. Эп ун чухне пиллĕкреччĕ. Атте ик ачаллă Мерчен ятлă хĕрарăмпа пурăнма пуçларĕ. Вĕсен тата ача çуралчĕ. Атте 1941 çулта фронта кайрĕ те таврăнаймарĕ. Ленинград çывăхĕнче ĕмĕрлĕхе пуçне хучĕ. Мĕнле ӳснине, вăрçă вăхăтĕнче мĕн тӳснине каласа пама мар, аса илме те йывăр. Тăлăх ачасем тăраниччен çисе те курман, тăхăнмалли те пулман. Кашни амăшĕ хăй ачине ытларах юратать. Çапах та сывă юлнăшăн паян та кĕлтăватăп. Халĕ те тăлăх пурăнатăп, çулталăк каялла савнă мăшăрăм çĕре кĕчĕ», - тет вăл хытса кушăхнă аллисемпе пичĕ тăрăх юхакан тумламсене сăтăрса.
-Вăрçă пуçлансан шкула кайма вăхăт çитрĕ. Анчах икĕ класс кăна вĕренме тӳр килчĕ. Тăхăнмалли çук. Паянхи пек ас тăватăп. Шур тăм пек юр ӳкнĕ. Эп шкула труссипе кайрăм. Манран пурте кулаççĕ. Вара урăх шкула каймарăм. Салтак ячĕ тухсан вара пире Аслă Нагаткина пуçтарса вунă кун хушшинче икĕ класс пĕтернĕ пек хут пачĕç. Ун чухне икĕ класс кăна вĕреннипе салтака илместчĕç, тăватă класпа илетчĕç.
Салтака 1954 çулта Германие лекрĕм, тăватă çул службăра пулма тӳр килчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсем, хăрушăччĕ Германире. Çитменнине, вырăсла та пĕлместĕп. Пĕрре çапла наряда каймалла. Эп Устав пĕлместĕп тетĕп сержанта. Вăл мана кĕнеке парать. Вула тет. Эп вулама пĕлместĕп, кунта вырăсла çырнă тетĕп. Çыру илсен хăвах вулатăн вĕт тет командир. Унтан мана темле çĕре илсе кайрĕ. Унта «Опасно» тесе çырнă. Сержант кĕр тет. Эп кĕместĕп, опасно унта тетĕп. Эп вырăсла унтан-кунтан кăшт пĕлнине ăнланчĕ вара командир. Салтакра çапла икĕ çултан вырăсла вĕрентĕм.
1956 çулта Берлинта Октябрьти Аслă революци пулнăранпа 39 çул çитнине халалланă парада хутшăнма пӳрчĕ. Кусем пĕртте ахальтен пулман. Ачаранпах пит хытă чупаттăмччĕ эпĕ. Салтакра тĕрлĕ ăмăртусенче ялан пĕрремĕш тухнă. Кĕске дистанцисене те, вăрăммисене те çăмăллăн парăнтарнă. Пилĕк çухрăм маншăн нимĕн те марччĕ, эп ăна чупнă чух тарласа та ĕлкĕреймен. Сывламалли органсем вăйлă аталаннă тетчĕç.
Икĕ çултан мана «повышени» пачĕç, уйрăм (отделени) командирне лартрĕç. Унччен 30 марка паратчĕç пулсан тата 5 марка хушса тӳлеме пуçларĕç. Маншăн ку питĕ пысăк пулăшу пулчĕ. Яла таврăнсан нимĕн тăхăнмалли те çукчĕ вĕт. Вара хам валли тăхăнмаллисем кăна мар (6 пурçăн кĕпе, костюм), парнесем те чăматан туллиех илсе килтĕм. Анчах салтакра виçĕ çул вырăнне тăваттă пулма тиврĕ. Çип çинçе тĕлте татăлать тенĕ ваттисем. Манăн та çапла пулса тухрĕ. Киле килме вăхăт çитрĕ - ямаççĕ. Ман умĕн пĕр парти янăччĕ, вĕсене те аэропортран тăватă кунтан тавăрчĕç. Венгрире хускалусем пуçланнă имĕш. Вăрçă тапранас тăвас пулсан тесе пире саппасра тытнă, - каласа парать вăл.
Раççей правительствин хушăвĕпе çав вăхăтра вăрçă тепĕр хут тапранасран сыхласа (Венгрире, Чехословакире) саппасри чаçсенче тăнисене 2004 çулта «Вăрçă ветеранĕ» удостоверенисем панă. Василий Ендияровăн та çакăн пек удостоверени пур. Ку документ ăна Ульяновскри ветерансен госпиталĕнче сипленме ирĕк парать.
Салтакран таврăнсан Василий Ендияров çумне пĕр ят çыпçăнать. Акатуйсенче, Бегара чупса çĕнтерсе пынипе ăна районта кăна мар, Мускавра та мала тухнă Байгар ăйăрпа танлаштарса Байгар Ваççи тесе калама пуçлаççĕ. Уншăн вăл пĕртте çилленмест, савăнать кăна.
1958 çулта ялти чипер хĕрпе Нинăпа пĕрлешсе вĕсем пысăк та чаплă çурт лартаççĕ (çĕнĕ çурт лартас тесе вунă çул платникре çӳреме тивет кил хуçин), пилĕк ача çуратса çитĕнтереççĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Пит килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Çемçе кăмăллă Василий Идрисович мăшăрне ĕмĕр тăршшĕпе хаяр сăмах та каласа курман. Килĕшменнине те шӳтпе каласа ирттерсе янă.
Василий Идрисович тăван яла таврăнсан колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хурать: 15 çул лаша таврашне юсать, чĕнтен çĕлет; ун хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех 20 çул фермăра слесарь-юсавçă пулать. Тивĕçлĕ канура та килте лармасть, нумай çул колхозра шыв турттарать. Вăл ĕç ветеранĕ. Нумаях пулмасть Ульяновск облаçĕн «Вăрçă ачи» паллине тата тылра ĕçленĕшĕн «65 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» медале тивĕçет.
Чăвашкасси арçыннисем ахаль те ĕçре харсăрлăхĕпе палăраççĕ. Ку ял арçыннисенчен эс мĕнле ĕçе пĕлен тесе мар, мĕн тума пĕлместĕн тесе ыйтмалла. Василий Ендияров та çаплах. Паянхи кунччен вăл чӳрече лартма та, алăк тума та пултарать. Ăсталăха вара училищĕсемпе институтсенче туптаман, веçех пурнăç вĕрентнĕ. Лайăххине, çĕннине курсан Василий Идрисович вĕренме ӳркенмен. Ахальтен каламан халăхра ӳркенмен ăста пулнă тесе.
-Пĕрисем патĕнче çурт тăватпăр. Эпĕ илемлетсе алăк тăватăп, филенчатăй теççĕ халь ун пеккисене. Хуçи пычĕ те эс ăçта вĕреннĕ алăк тума тесе ыйтать. Эп ФЗОра тесе тыттартăм. Хам вара икĕ класс кăна вĕреннĕ. Çапла пуль çав, унсăрăн кун пек алăк тума пĕлес çук тет, - кулса аса илет ĕлĕкхине.
Василий Ендияров халĕ килĕнче пĕчченех пурăнать. Урисем ыратнипе аптăрать. Тахçан выльăх-чĕрлĕхпе кĕрлесе тăнă картиш пушанса юлнине курса унăн кăмăлĕ хуçăлать. Ватă çынна кушак кăна йăпатать. Анчах вăл темле калаçсан та хирĕç сăмах хушмасть тесе ӳпкелешет кил хуçи. Каçхи кичемне «Канаш» хаçат вуласа ирттерет. Тухма тытăннăранпах çырăнать вăл чăваш хаçатне.
Канмалли кунсене чĕререн кĕтет Василий Идрисович, мĕншĕн тесен ун чухне ашшĕне чунтан юратакан, хисеплекен ывăлĕсемпе хĕрĕ, кинĕсемпе кĕрӳшĕ те килеççĕ, пулăшаççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 953, Хаçат: 26 (1222), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: