Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕре инкекĕ çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те сиксе тухма пултарать. Анчах та инфаркт пулас хăрушлăх уйрăмах çулла, пăчă çанталăкра пысăк. Арçынсене чĕре синкерĕ 40 çул хыççăн хăратать, хĕрарăмсене – 55 çул хыççăн, уйăх хушшисем килме пăрахнă вăхăтра. Хĕрарăмсем инфаркта йывăртарах тӳссе ирттереççĕ, вĕсен чир паллисем те раснарах тĕл пулаççĕ.
Хăвна, тăванусене çак инкек-синкек пырса ан тивтĕр, унран хăтăлас тесен мĕн тумалла-ха? Мĕнлерех хаяр чир вăл – инфаркт? Çын организмĕнче мĕн пулса иртет? Çак ыйтусене облаçри клиника пульницинчи кардиологи уйрăмĕн ертӳçи Светлана Феофанова хуравлать.
— Инфаркт вăл – юн çаврăнăшĕ çителĕксĕр пирки чĕре мышцин пайĕ вилни (некроз). Урăх сăмахпа каласан, чĕрене юн илсе пыракан тымар хĕсĕннипе миокард клеткисем вилни. Паян инфаркт 30 çул хыççăн та тăтăш тĕл пулма пуçларĕ. Ăна «чĕнсе» илекен сăлтавсенчен пĕри – артерири юн пусăмĕ хăпарни. Халăхăн 50 проценчĕ çак синкерпе аптрать. Шăрăх çанталăк, атмосфера пусăмĕ улшăнни çынсен хал туйăмне витĕм кӳрет, уйрăмах чĕре тымар чирĕпе асапланакансене. Вĕсем тухтăр çырса панă эмелсене хăйсен çумĕнчех йăтса çӳремелле.
Юн пусăмĕ ӳснипе чирлекен çынна пĕр хутчен çеç мар инфаркт, инсульт тӳсме тӳр килнĕ пулсан ăна кăткăс лару-тăруран илсе тухмалли сиплев ĕçĕсем ирттермелле. Веçех тĕрĕс тусан яланхи пурнăçа вăл çур çултан е пĕр çултан таврăнма тивĕçлĕ. Тухтăртан, хăйĕнчен нумай килет.
Хусканусене пăрахăçлама юрамасть. Пĕр хусканусăр вырăнпа выртни – юн пусăмĕпе чирлекеншĕн чăн-чăн тăшманла хăтлану. Вăй çитнĕ таран çуран утмалла, ал-урана куçармалла. Тепĕр тесен пахчана ĕçлеме кайнинчен те пăрăнса юлмалла мар.
Анчах та вĕри çанталăкра урамра пурнăçланă хуть те мĕнле пысăках мар ĕç те синкерлĕ вĕçленме пултарать. Мĕнле майпа? Çын тарлать (шывпа пĕрле организмран тăвар, микроэлементсем тухаççĕ), шыв ĕçме манать (ăша кунне ик литртан кая мар ямалла), организм шывсăрланать, юн кĕвĕлет, юн пусăмĕ ӳсет, чĕрене хăйĕн тĕп ĕçне тума — юна уçласа çӳретме кăткăс пулса каять. Çакă юна пуç мими тата чĕре мышци патне илсе пырас юхăма пăсать, инфаркт е инсульт пулассине çывăхлатать. Юн пусăмĕ ӳснипе тарăхакансене шăрăх çулла тăварлă апат та çиме чармалла мар. Пахчара ирхине е каç кӳлĕм ĕçлесен тĕрĕсрех те пулать. Сывлăш та уçă, хĕвел те пĕçертмест. Çара пуçăн ĕçлеме юрамасть. Куллен пĕшкĕнсе вăй хуни юн тымарĕсемшĕн – хушма йывăрлăх. Ларса ĕçлĕр.
Енчен те тăрук сире япăх пулса каять, сывлăш пӳлĕнет, çан-çурăм лăштăрр каять – ĕçлеме пăрахса сулхăна кĕмелли пĕрремĕш паллăсем. Çум курăкне пӳрнесемпе ниепле те çаклатаймастăр – çакă та пуç мимине юн çителĕклĕ пырайманнине систерет.
Енчен тек кăкăр тĕлĕнче ыратма пуçлать, пуç çаврăнать, вăй пĕтет – ку чухне те сулхăна тармалла. Инфаркт чухне ырату яланхилле те — кăкăр варринче, хăйнеевĕр расна та пулать – хыçалтан чĕре тĕлĕнче чиксе ыратни сулахай алла, хырăма, мăя, янаха пырса тивет. Организм тăрăх темĕн шыраса çӳрет тейĕн. Хăй иртессе кĕтме юрамасть. Часрах чир аталанăвне пӳлсе лартакан эмел ĕçмелле. Нитросорбит, нитроглицерин – яланах çумра пулмалла. Таянса, урасене усса лармалла. Тăвăр тумтире хывмалла. Нитроглицерин пĕр таблеткине ĕçнĕ хыççăн пилĕк минутран теприне çăвара хыпмалла. Юн пусăмĕ анса ларман пулсан (виçмелле!) аспирин таблеткине (500 мг) чăмламалла. Нитроглицерин шĕвекĕпе икшер хут усă курмалла – икшер минут тăхтанă хыççăн. Çакна пурĕ виçĕ хутчен тума юрать. Иртмесен – васкавлă пулăшу чĕнмелле.
Хăвăра юратăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнăр!
 
: 865, Хаçат: 26 (1222), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: