Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(К а л а в)
 
Николай Семёнович паллă çыравçă. Пайтах кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ вăл вăтăр пилĕк çул хушши илемлĕ литература лаççинче тăрăшса. Халăх çинче те ячĕ-сумĕ пысăк унăн. Тĕрлĕ хисеплĕ ятсене те тивĕçрĕ. Кĕнекисем унăн сумлă издательствăсенче кун çути кураççĕ. Ытти хăш-пĕр çыравçă пек спонсорсем шыраса хăшкăлмасть вăл. ,,Пирĕншĕн кам айăплă? Мĕншĕн такамăн ман кĕнекесемшĕн тăкакланмалла? - парать вăл ыйту-хурав хăйне те, кăсăкланакана та.
Чĕрине пымасть ун пек кăларнă кĕнеке. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса, издательство планне кĕрсе пичетленнĕ кĕнекене алла илсен чунĕ питĕ хăпартланать, çĕнĕрен ĕçлес те ĕçлес килет. Ак паян та юрлать çыравçăн чунĕ. Аллинче хулăн хуплашкаллă повеçсемпе калавсен пуххи. Питĕ илемлĕ кăларнă кĕнекене. Ӳнерçи те питĕ пултаруллăскер. Пĕлсе, ăнланса ӳкернĕ хуплашка çинчи ӳкерчĕксене. Çутă пĕлĕчĕ те, йăл кулан хĕвелĕ те, пуçне тайнă шурă пике – хурăн та, ун çумне таяннă хĕр те – пурте пурнăçри пек чĕррĕн курăнаççĕ. Вулакана кĕнекене алла илме хистеççĕ…
Николай Семёнович, хула урамĕпе пыраканскер, йĕри-тавралăха савса сăнарĕ. Мĕн чухлĕ илем çут çанталăкра! Мĕн чухлĕ асамлăх, мĕн чухлĕ кĕтменлĕх...
,,Эпир çак пуянлăхсăр никам та мар вĕт, – хăйпе хăй калаçать арçын. – Ман кĕнекери пур пулăм та çут çанталăкпа, çĕр çинчи хуйхă-савăнăçпа, Турă панă пиллевпе çыхăннă. Пĕрремĕш экземплярĕ алăра. Çанталăкпа пĕрле савăнать Николай Семёнович: ăшă çил те, çуркуннене савса юрлакан кайăксем те, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем те унпа пĕрле савăнаççĕ тейĕн.
,,Пултаратăн, пултаратăн, маттур!?- тееççĕ пек.
- Натали, кур-ха, кур! – кашкăрчĕ Николай Семёнович алăка уçсанах. – Мĕнле илемлĕ кĕнеке парнелерĕ мана çуркунне!
Арăмĕ, кĕнеке вуласа лараканскер, сăмах хушмарĕ-ха.
- Мĕн вулатăн эсĕ унта? Миçемĕш хут куратăп сан аллунта сарă хуплашкаллă кĕнеке. А-а-а, Иванова журналисткăн "Ан сӳн, çутă хĕвел" ятлă кĕнеки иккен. Хисеплет пире вăл. Çавăнпа киле килсех парнелерĕ. Пирĕн çемье çинчен çырнă очерк та пур-çке унта.
Арăмĕ каллех ним те чĕнмест.
- Так, пĕрремĕш кĕнекене район пуçлăхне, иккĕмĕшне унăн çумне, библиотекăсене, музея, - калаçать хăйпе хăй арçын. – Мĕн тупрăн эсĕ унта пит кăсăккине? Эпĕ пĕтĕмпех вуласа тухман-ха ăна,- пырса ларчĕ вăл арăмĕ çумне. – Иванова аван журналистка. Очерк-калавĕ аван пулса тухать унăн.
- Мĕн тупрăн тетĕн-и?! Акă мĕн тупрăм! – ывăтса ячĕ вăл кĕнекене. – Кама кирлĕ сирĕн кĕнекĕрсем?! Кам вулать вĕсене?! – аçа-çиçĕм кăларать арăмĕ. Куçĕсене чарса пăрахнă. Ак-ак сиксе тухаççĕ пек.
- Ай, Тур! Тур! Мĕн пулчĕ сана? – пырса ыталарĕ арçын. – Мĕнпе кансĕрлеççĕ пирĕн кĕнекесем сана? Мĕн, эп килти ĕçсене ĕçлеместĕп-и? Пăта çапмастăп-и? Дачăна ĕçлеме çӳреместĕп-и? Нуски те çутарман сана. Çӳп-çап тăкма та кăларман. Мĕн килĕшмест сана?
- Мана-и? Мана веçех килĕшет. Ах,васкать, ах, васкать кĕнекисене валеçсе пама. Пыр, чуп хăвăртрах! Ав, пĕри укçа пухса çӳресе шăши хӳри хулăнăш кĕнеке кăларнă та ман умра икĕ çынна парнелерĕ. Хăй ăçта-тăр васкать. Савăнăç, паллах. Кĕнекине çын умне кăларасшăн.
- Кунпа мĕн тумалла ĕнтĕ? – аллинче çавăркалать вăтăр страницăллă кĕнекене пĕр арçынни.
- Ан аптăра, çатма айне хума юрать, - ахăлтатса кулать тепри. Çĕр тĕпне анса каяттăмччĕ намăсланнипе.
- Ку кĕнеке мĕнпе айăпа кĕчĕ-ха?
- Кĕнеке айăпа кĕмен. Çынсен чунсăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕп эпĕ. Чун ыратать.
- Атя, кала мĕн пирки калаçу?
- Икĕ эрне каялла пулчĕ ку, -пуçларĕ Натали…
Тахçантанпах дачăра ларакан пысăк тимĕр пичĕкене тимĕр-тăмăр пухакансене парасшăн Семёновсем. Упăшки такки ерçеймест. Паян Натали хăй пуçтарăнса кайрĕ ăпăр-тапăр пуçтаракан лавккана. Кунта мĕн кăна çук! Кивĕ хаçат-журнал тĕркисем таранах. Акă Натали Николаевнăн куçĕсем кĕтесре тăракан пысăк хут курупкана асăрхарĕç. Курупка туллиех кĕнеке. Вăхăтпа кивелнĕ кĕнекесем тееймĕн вĕсене. Вĕр çĕнĕскерсем теме пулать. Акă пĕри, çиелтех выртаканни палланă кĕнекене аса илтерет. Çывăхах пычĕ Наталия Николаевна. Кĕнекене алла илчĕ те çавăркаласа пăхрĕ. Чĕри хурланса, сиксе тухасла тапать. Тĕрĕс те – "Ан сӳн, çутă хĕвел" ятлă кĕнеке иккен. Авторĕ Иванова Алевтина.
- Çак кĕнекене илсе кайма юрать-и? Мĕн чухлĕ тӳлемелле уншăн? – йĕрсе ярасла ыйтрĕ хĕрарăм.
- Ним те кирлĕ мар, илĕрех, - алне сулчĕ лавккара ĕçлекен арçын.
-Ыйтма юрать-и? Кам шеллемен çавăн чухлĕ кĕнекене? – кăсăкланчĕ Наталия Николаевна.
- Эп кунти çынсене палламастăп, хуларан килсе çӳретĕп, - пулчĕ хурав. – Питĕ интеллигентлă хĕрарăмпа çамрăк яшчĕ.
- Курăнать интеллигентсем пулни, - шăппăн каларĕ Наталия Николаевна.
Вăл кĕнекене уçрĕ те парнелесе çырнине вуларĕ: Александр Николаевича – асăнмалăх – хисеплесе – Иванова.
- Да-а-а, - тĕлĕнчĕ Николай Семёнович. Пĕтĕм савăк кăмăлĕ пăсăлчĕ унăн. Вăл пĕлекен çынсенчен Александр Николаевич пĕрре çеç. Урăх çынна парнелес çук Иванова журналистка кĕнеке. Александр Николаевич районти пуçлăхсенчен пĕри.
- Атя, чуп, чуп! Парнеле кĕнекӳсене, - вут çине краççын сапрĕ арăмĕ…
Николай Семёнович темĕнччен пуçне усса ларчĕ. Тулашать, йĕрмĕшет чĕре. Асра пĕр вĕçĕм арăмĕн сăмахĕсем янăраççĕ: "Тен, сан кĕнекӳсем те пурччĕ пуль унта! Шел, тĕрĕслеймерĕм! Кĕнекесем тимĕр-тăмăр, çĕтĕк-çатăк пуçтаракан лавккара. Вулавăшри сентресем пушах!"
Тепĕр кунне Николай Семёнович арăмĕ каланă лавккана уттарчĕ. Мĕншĕн килнине каламарĕ-ха вăл унта ĕçлекен арçынна. Куçĕсемпе лавккари япаласене тишкерчĕ. Пур кĕтесе те çитсе перĕнчĕ. Кĕнеке тултарнă курупка курăнмарĕ. Арçынран ыйтса пĕлме хăймасть. Мĕн ыйтмалли? Ăçта та пулин ăсатнă ĕнтĕ вĕсене. Пуçĕ çурăлса каясла ыратать. Йывăр, йывăр арçынна. Калăн, Иванова кĕнеки мар, Николай Семёнович кĕнеки выртнă курупкара. Ытти кĕнекисем те пурте хăйĕн пек. Ара, Александр Николаевича пĕр вунă кĕнеке те парнеленĕ пуль çыравçă. Кама парнеленĕ ĕмĕр тăршшĕпе, пурте парнесене тĕрлĕ çĕтĕк-çатăк лавккине кайса панă пулсан…
Тăвăр, тăвăр пулса кайрĕ Николай Семёновича çак лавкка. Ак унăн стенисем ишĕлсе анса арçынна пуçĕпех хупласа хураççĕ пек. Вăл нимĕн калаçмасăр васкаса тухрĕ те ури вăйĕсем пĕтсе килнине туйса лавкка пусми çине ларчĕ. Куçне хупрĕ те хăй ĕмĕрĕнче пичетлесе кăларнă кĕнекесене куç умне кăларчĕ. Çирĕм ытла вĕсем. Ушкăнпа пĕрле пичетленнисене шутласан алла та çывхарса пыраççĕ пуль. Тĕрлĕ хаçатсенче, журналсенче, альманахсенче пичетленнисемпе! Пурте, пурте çĕтĕк-çатăк пухакан лавккасене лекнĕ пек. Тем тăваççĕ ĕнтĕ вĕсемпе. Те çунтарса яраççĕ, те çĕнĕрен хута çавăрса камăн та пулин кĕнекине пичетлеççĕ. Кайран вара çав кĕнекесем пĕр-пĕр путсĕр аллине лекеççĕ те – лешсем кăларса переççĕ…
Вĕçеççĕ, вĕçеççĕ шухăшсем…
- Николай Семёнович, эсир мĕн туса ларатăр кунта? – кам-тăр хулпуççинчен тытрĕ ăна.
Çыравçă пуçне çĕклерĕ те пысăк пуçлăхра тăрăшакан Александр Николаевича курчĕ. Пĕлет Николай Семёнович, тĕрĕсрех каласан, туять, çак çын алли витĕр килнĕ çĕтĕк-çатăк лавккине Иванова журналисткăн кĕнеки. Çыравçăн куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ. Умĕнче пур япала та арăш-пирĕш çаврăнать. Пĕр çухалать, пĕр çĕнĕрен курăнать. Çуртсем, садсем, çынсем…
Тĕнче хуралса килчĕ те – Николай Семёнович тăнне çухатрĕ…
Пульница палатинче вăранса кайрĕ арçын. Умĕнче шурă халат тăхăннă арăмĕ ларать.
- Каçар мана, - каларĕ вăл йăвашшăн Николай Семёнович аллине ачашласа. – Мана пула пулчĕ ку. Каламалла та марччĕ сана. Кам пĕлнĕ эсĕ çаплах чĕрӳ çумне илессе? Тĕнчери пĕр кĕнеке те çын пурнăçне тăмасть. Çав шутра эсĕ çырни те.
- Куна эс тĕрĕс мар калатăн. Манран çак ĕçе туртса илсен эпĕ çак çутă тĕнчере çук тесе шутла. Мана çак туртăма çут çанталăк, Турă парнеленĕ. Хăвна ан айăпла. Çак пулăм мана хăш-пĕр япала, çын çине урăхларах пăхма вĕрентрĕ. Эпĕ вĕт хамăн айванлăха пула пирĕн ертӳçĕсем халăхшăн, хамăр культурăшăн, еткерлĕхшĕн ĕçлесе пурăнаççĕ тесе шутланă. Апла мар иккен. Кĕнекесем çĕтĕк-çатăк лавккинче, вулавăшсен сентрисем пуш – пушах…
 
: 1017, Хаçат: 26 (1222), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: