Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи ял ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене пухса кĕртес ĕçе пикеннĕ. Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Радищево, Чăнлă тата Чартаклă районĕсенчи хуçалăхсем кĕрхи шăпкана (рыжик) çапма тухнă.
Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, ку культура облаçра ӳсекеннисем хушшинче чи малтан ĕлкĕрекеннисенчен пĕри шутланать. Унсăр пуçне районта шăрăх çанталăк тăрать, çавăнпа та пур культурăсем те кĕтнинчен икĕ эрне маларах ĕлкĕреççĕ. Паянхи кун тĕлне кĕрхи шăпкана 1010 гектар çинче çулнă, 1,2 пин тонна çапнă. Тухăçлăхĕ гектартан 7рен пуçласа 15 центнер таран.
Ку техника культурине пуринчен ытла Чартаклă (5,4 пин гектар), Мелекесс (3,1 пин) тата Карсун (2,8 пин) районĕсенче акнă. Пĕтĕмĕшле вара ăна 17,9 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле.
Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕн – регионăн ял хуçалăх министрĕн Александр Чепухинăн сăмахĕпе, паянхи кун тĕлне чылайрайонта кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсен тĕшши хыта пуçланă е пиçсе çитсе пырать, çавăнпа та утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче пурте ĕççине тухас шанчăк пур. «Анчах та хăш-пĕр хуçалăхсем кĕрхи тулла çапма çывăх вăхăтрах пуçлĕç»,-тенĕ министр.
Хальлĕхе регионти пур хуçалăхсенче те выльăх апатне хатĕрлес тапхăр пырать.Нумай çул ӳсекен курăксене 71,7 пин гектар çинчен çулса илнĕ. Ку вăл палăртнин 97,1проценчĕ. Пĕр çуллăх курăксене пухса илнĕ лаптăк 14,4 пин гектарпа (24,5 процент) танлашать. Пурĕ 74,8 пин тонна утă хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан утăпа тивĕçтерес ĕçе кирлинчен ирттерсе (113,6 процент) пурнăçланă. Унсăр пуçне пурĕ 66,5 пин тонна сенаж (125,7 процент) хатĕрленĕ.
пушар хăрушлăхĕ сыхланать-ха
Вăрман хуçалăхĕн, çут çанталăкпа усă курассипе экологин министрĕ Дмитрий Фёдоров пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕччен пĕр транспортăн та вăрман фончĕн территорине кĕме юрамасть.
Вĕсен шутне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен машинасем çеç кĕмеççĕ. Тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуракансен хăйсем вăрмана кĕресси пирки малтан районти лесничисемпе калаçса татăлмалла.
Паян Ульяновск облаçĕнче вăрмансене талăкĕпех хураллассине йĕркеленĕ, вут-çулăма сӳнтерекен минералпа хутăштарнă тăрăхсене хатĕрлесе пĕтернĕ.
Регионта вăрмансене хураллас енĕпе диспетчер пункчĕ ĕçлет. Центрăн «тӳрĕ лини» телефонĕсем: 8-800-100-94-00, (8422) 46-91-27.
Çĕнĕ кинозал
2013 çулхи авăн уйăхĕнче тĕпрен юсанă хыççăн сывлăх енчен хавшак çынсем валли кинозал уçăлĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Люмьер» кинотеатрти çĕнĕ залта юсав ĕçĕсем еплерех пынине тĕрĕсленĕ.
Вăл «УльяновскКинофонд» облаçри патшалăх культура учрежденийĕн çуртĕнче – Радищев урамĕнчи 148-мĕш çуртра ĕçлĕ. Унта инвалидсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе сывлăх тĕлĕшĕнчен пур условисене те шута илнĕ.
Саккуна улшăнусем кĕртнĕ
Облаçри «Об организации оздоровления работников бюджетной сферы на территории Ульяновской области» саккуна улшăну кĕртнĕ.
Унччен облаçри санаторисемпе курортсенче социаллă çăмăллăхсемпе усă курса вĕренӳ тытăмĕнче ĕçлекенсем кăна канма пултарнă. Улшăнусем хыççăн вара 2014 çултан пуçласа бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем облаçри е Раççей Федерацийĕнчи санаторипе курортра каннăшăн тӳленĕ укçан пĕр пайне каялла тавăрма пултараççĕ.
Облаçра пурĕ 86 пин çын бюджет учрежденийĕнче ĕçлет. 2014 çулта çăмăллăхпа 8 пин те 650 çын усă курма пултарĕ.
 
: 1004, Хаçат: 27 (1223), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: